Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хамӑн (тĕпĕ: хам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паянхи кунчченех ӑна ырӑ сӑмахпа асӑнатӑп, тӳррипе каласан, хамӑн пӗлӳсемшӗн, хам ҫапла пулнишӗн кама ытларах тав тумаллине те пӗлместӗп эпӗ: те вилнӗ аттене ӗнтӗ, те ӑна, хам комиссара.

До нынешних дней вспоминаю его добрым словом и, по совести говоря, еще не знаю, кому я больше обязан своими знаниями и воспитанием: то ли покойному родителю, то ли ему, моему комиссару.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ют кӗпе ҫумастӑп-ҫке-ха, хамӑн, тӑван ҫыннӑн… — таз ҫинелле пӗшкӗнсе, сасӑпа макӑрса ярасран аран тытӑнкаласа каларӗ хӗр.

— Так ведь не чужую рубаху стираю, а своего, родного… — склонив над тазом голову и сдерживая сдавленные рыдания, сказала девушка.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хамӑн хулӑн пӳ-сипе, кӗске урасемпе эпӗ юр ҫинче ҫӳрейместӗп, такӑр вырӑнтах юр ӑшне лакса ларма пултаратӑп.

При моей толщине и коротких ногах я по снегу не ходок, на ровном месте могу в снегу застрять.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хамӑн йывӑр пурнӑҫшӑн хурланнипе вӗри куҫҫуль тухатчӗ!

Обидно мне было до горючих слез за такую мою горькую жизню!

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӗскен каласан, хамӑн урҫа пурнӑҫӑмра ман алӑ та, ура та ирӗклӗ, пуҫӑм та таса.

Словом, при моем холостом положении и руки и ноги у меня свободные, и голова светлая.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӑштах канатӑп та акӑ, ҫӗрле хутора пыратӑп, хамӑн винтовкӑна чавса кӑларатӑп…

Вот отдохну трошки, приду ночью в хутор, вырою винтовку…

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав ӗҫе йӗркелеме тытӑнмашкӑн хамӑн вӑхӑт пулаймарӗ.

Времени у меня не было взяться за это дело.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

 — Хамӑн вӑкӑрӑмсемшӗн чун ыратать, шеллетӗп эпӗ вӗсене…

— По своим быкам хвораю душой, и жалко мне их…

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Акӑ мӗншӗн пултараймастӑп: халӗ эпӗ акӑ колхозра ӗнтӗ, анчах ҫапах та хамӑн пурлӑхӑмшӑн чун ыратать… —

— А через то не могу, что вот я зараз в колхозе, а об своем добре хвораю… —

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хамӑн вӑкӑрсемпе санӑн вӑкӑрусене хуралларӑм.

— Своих и твоих быков стерег…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мӗне кура хамӑн вӑй-халӑма сӳслентермелле-ши, пӗлместӗп! — терӗ те, шӑхӑркаласа стан патнелле уттара пачӗ.

Силу из себя мотать за-ради чего не знаю, — и пошел, посвистывая, к стану.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хамӑн пурнӑҫӑма сирӗншӗн хӑртса пурӑнма кунта эпӗ ылханлӑ ҫынах мар-ха…

Я не проклятый, чтобы вам тут жизню свою вколачивать.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хамӑн аннемшӗн эпӗ ответ тытмастӑп!

— Я за свою матерю не ответчик!

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫитет мана сирӗнпе калаҫни, анчах эпӗ хамӑн тӗрӗслӗхе тупатӑп-тупатӑпах.

— С вами хватит говорить, но я свою правду найду!

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ хамӑн пӗтӗм пурнӑҫӑма панӑ… пӗтӗм пурнӑҫӑма… — сасартӑк ватӑ ҫын пек мӗскӗнӗн, тӗлсӗр хыпаланса ӳкрӗ, сӗтел ҫинче тем шыраса, аллипе хыпашлама пуҫларӗ, сӑмаххисене пӑтраштарса, васкавлӑн, ӑнланмалла мар мӑкӑртатма пуҫларӗ:

Я всю жизню свою вложил… всю жизню… — и вдруг старчески-жалко и бестолково засуетился, зашарил по столу руками, путаясь в словах, торопливо и невнятно забормотал:

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хамӑн айӑпа пӗчӗклетместӗп эпӗ.

Своей вины я не умаляю.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мана тӗрмене кайса ларни ним тума та кирлӗ мар, манӑн хамӑн интерес пур.

А мне в тюрьме вовсе без надобности, у меня свой интерес есть.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав вӑхӑтра ман пата хамӑн тусӑмсем, ача-пӑчасем чупса пычӗҫ.

Прибегают тут мои друзья ребятишки.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӑйӑрсем, ан тив, юртчӑр, эпӗ сана хамӑн хуйхӑм-суйхӑма каласа парам.

Жеребцы нехай бегут трюпком, а я пожалюсь тебе.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унӑн ӗнтӗ эпӗ хамӑн анне вилсен тертленнӗ пек тертленмелле пулмасть. Эпӗ пӗчӗк йӑмӑксене кӗпе-йӗм ҫуса параттӑм, ҫӗтӗк-ҫатӑксене саплаттӑм, апат-ҫимӗҫне пӗҫереттӗм, завода та чупаттӑм…

Ему-то уж, наверно, не придется так, как мне пришлось после смерти матери: и белье сестренкам стирать, и штопать, и обед готовить, и на завод бегать…

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех