Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, шӗвӗр турат ҫине тӑрӑнса, хӑрах аллин хурсине сыпӑкран пуҫласа чавси таранах ҫурса пӑрахнӑ.Он при падении распорол кожу руки от кисти до локтя о какой-то острый сук.
Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Хама питрен турат ҫапса ыраттарнине сиссен ҫеҫ, эпӗ чухласа илтӗм: эпир ӗнтӗ уҫӑ ҫулпала каймастпӑр, йывӑҫсем ӑшнелле пырса лекнӗ иккен.
ХСIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Лаша ҫывӑхра вӑрман тӑрӑх тискер кайӑк ҫӳренине сисрӗ пулӗ, ман хӑлха илтнӗ сасӑ — ун ури айӗнче турат ҫатӑртатни пулма пултарнӑ тесе шухӑшларӑм эпӗ.
XC сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Аяккалла авӑнтарса хунӑ турат, чӑсӑлса каякан ӳсентӑрансен тӑррисене вырӑнтан тапратни, ҫӗр ҫийӗ кӑшт таптанни — ҫавӑ пурте кунтан ҫын кайни ҫинчен каланӑ.
LХХVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑл турат хуппи шӑйӑрӑлнине асӑрханӑ.
LХХVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑл локуст йывӑҫҫин пӗр йӗппинчен ҫакланса, турат ҫумне ҫыпҫӑнса ларнӑ.Он повис на ветке локустового дерева, зацепившись за один из шипов.
LХХVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑл мулкачӑ ҫине тинкерсе пӑхрӗ, тет, те турат ҫине вӗҫсе ларчӗ, тет.
Тӑманапа мулкачӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Хӑш чухне тата е мулкачӑ чупса иртсе каять, е вӗҫен кайӑк лапсӑртатать, е хӑрӑк турат хуҫӑлса анать.Другой раз заяц пробежит, птица трепещется или сухая ветка обломится.
Тӗнчери усал-тӗсел мӗнтен пулать // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Вӑрманта кашт турат ҫатӑртатсанах е ҫулҫӑ чӑштӑр-чӑштӑр тусанах, хӑраса, чӗтресе ӳкетӗн, чӗрӳ сиксе тухас пек тапать, нимӗне пӑхмасӑр-мӗнпур вӑйпа вӗҫтере паратӑн.
Тӗнчери усал-тӗсел мӗнтен пулать // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Хӑш чухне ирӗккӗн тӑраниччен ҫиетӗн те турат ҫинче савӑнса кӑранклатса ларатӑн, ҫавӑн чух пурте аваннӑн туйӑнать, пур япала ҫине те пӑхса хӗпӗртетӗн.Когда поешь вволю, сядешь себе на сук, покаркаешь — все весело, хорошо, на все радуешься.
Тӗнчери усал-тӗсел мӗнтен пулать // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Акӑ хайхи мана йӗнер ҫинчен ҫапса ӳкерекен турат.
ХLII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Йӑмрисем пурте папка ярса ҫулҫӑ кӑларнӑ; ҫӗре чикнӗ вӗҫӗнчи турат куҫӗнчен тымар янӑ.
Йӑмра // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫынна курсанах вӑл турат ҫине тӑсӑлса выртать те, вара ӑна кайӑка нумай ҫӳренӗ ҫын анчах уйӑрса илме пултарать, сахал ҫӳрени, патӗнчех тӑрсан та, нимӗн те курмасть.
Хир чӑххисем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Йытӑ пӗчченех пулсан, хир чӑххи унтан пӗртте хӑрамасть, ҫитменнине тата турат ҫинче ҫунатне ҫапса ларать.
Хир чӑххисем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Вара ӑмӑрткайӑк вӗсен патӗнчен вӗҫсе кайса ҫӳлти турат ҫине ларнӑ.
Ӑмӑрткайӑк // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
— Икӗ вӗрлӗк урлӑ темиҫе турат хурсан.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Чӗпӗ турат ҫинче ҫаврӑнкаларӗ те амӑшӗ патне каялла вӗҫсе пычӗ.
Анне патне канма // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Сад халӗ ав ешерет, унта пӗр хӑрнӑ турат та ҫук.
Каҫ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
— Чакак турат ҫинче ларать, пире хӑнана чӗнет, — асӑрхать Митя.— Сорока на сучке сидит, нас в гости приглашает, — подмечает Митя.
Хӗллехи каҫ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Володя самантрах хулӑн турат ҫине утланса ларчӗ.
Ҫӗнӗ ҫурт // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.