Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иртнӗ (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Зимовка ҫийӗпе аялтанах вӗҫсе иртнӗ май, Рудольфпа Карл-Александр утравӗсем хушшинче эпӗ питех те пысӑк ҫутӑ йӑлтӑртатнине куртӑм — ку пӗлӗтсем хушшипе курӑнакан хӗвел пулчӗ иккен.

Пролетая низко над зимовкой, я увидел между островами Рудольфа и Карла-Александра огромное яркое пятно — это в разрыве облаков светило солнце.

Мускава таврӑнни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Уссӑр иртнӗ кунсене аса илсе эпир малалла хӑвӑртрах кайма тӑрӑшатпӑр».

Мы постарались наверстать упущенное время».

Пилот ӗмӗчӗ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Иртнӗ ӗмӗрте те ҫак ҫӗр ҫинчен никам та пӗлмен.

Еще в прошлом веке никто не знал о существовании этой земли.

Франц-Иосиф ҫӗрӗ тата мӗншӗн ӑна ҫапла калаҫҫӗ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Ҫак архипелага тӗпчес тӗлӗшпе пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен ҫырнисене эпӗ пурне те тенӗ пекех вуласа тухрӑм.

С неослабным интересом я не раз перечитывал все, что было связано с исследованием этого архипелага.

Франц-Иосиф ҫӗрӗ тата мӗншӗн ӑна ҫапла калаҫҫӗ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Ытти вырӑнсемпе танлаштарсан, ҫакӑнта вара полярти хӑрушӑ ӗҫсем ытларах пулса иртнӗ: пӗр-пӗр хӑюллӑ ҫынсем кунта инкекрен ҫӑлӑннӑ, теприсем вара, шанчӑкӗсене ҫухатса хӑйсен вилӗмӗсене паттӑррӑн кӗтсе илнӗ.

Здесь, больше чем где-либо, разыгрывались полярные трагедии: одни смельчаки находили свое спасение, а другие, потеряв надежду, мужественно встречали смерть.

Франц-Иосиф ҫӗрӗ тата мӗншӗн ӑна ҫапла калаҫҫӗ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Юлашкинчен эпе калаҫакан пултӑм, хампа пулса иртнӗ килӗшӳсӗр ӗҫсем ҫинчен йӗркипе каласа патӑм.

Наконец я снова обрёл дар речи и рассказал по порядку о всех своих злоключениях.

Вырӑнсӑр шыравсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

— Ҫак сехет ҫине пӑхатӑн та — тӳрех: вӑхӑт Слепнев патне ҫитиччен ҫур сехет юлать, тетӗн, — ҫапла вӑл вӑхӑт тӑватӑ сехет те вӑтӑр минута пӗлтерет, е тата Доронинран чӗрӗк сехет иртнӗ тени — вӑхӑт ҫичӗ сехет те вунпилӗк минут ҫитнине пӗлтерет.

— Посмотришь на такие часы и сразу скажешь: половина Слепнёва — значит, половина пятого, или там Доронин с четвертью — значит, семь часов пятнадцать минут.

Полярта шӳт тунисем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Хӑш чухне вӗсем чапа тухнӑ Мюнхгаузенпа пулса иртнӗ историсем евӗрлӗ ӗҫсем ҫинчен каласа паратчӗҫ, хӑйсен юлташӗсене ӗнентерме пултарнӑшӑн чунтанах савӑнатчӗҫ, вӗсем вара хӑйсем юриех шутласа кӑларнӑ ӗҫсене чӑн пулса иртни вырӑннех шутлатчӗҫ.

Сочиняли иногда истории вроде тех, какими славится Мюнхгаузен, и были простодушно рады, если удавалось провести друзей и они принимали вымысел за чистую монету.

Полярта шӳт тунисем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Анчах пӗрре вара никам та кӗтмен ӗҫ пулса иртнӗ.

Но однажды произошёл совершенно непредвиденный случай.

Кӑнтӑр шӑнипе Анвӗр ятлӑ йытӑ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Эпӗ хамӑн самолёт экипажӗпе пулса иртнӗ пӗр ӗҫ ҫинчен каласа патӑм.

Я рассказал о случае, происшедшем с экипажем моего самолёта.

Арктика «хуҫи» // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Ку ӗҫ апрель уйӑхӗнче пулса иртнӗ.

Дело было в апреле.

Ҫурҫӗрти авиаци пионерӗсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Самолётсем Пешӑра анса ларсан, унта вара тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртнӗ.

Когда самолеты приземлились в Пеше, там поднялся страшный переполох.

Ҫурҫӗрти авиаци пионерӗсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Ҫапла ноябрь, декабрь, январь тата февраль уйӑхӗн пӗр пайӗ иртнӗ.

Так прошел ноябрь, декабрь, январь и часть февраля.

«Челюскин» пӑрахут ишни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Кӑштах вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн сурансенчен юхакан юн сивӗпе шӑнса ларнӑ, эпӗ вара кӑштах тӑна кӗнӗ пулмалла.

Через некоторое время мороз остановил кровотечение и привел меня в неполное сознание.

Катастрофа // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Мотор ӗҫлеме тытӑнмарӗ пулсан та, вунӑ кун иртнӗ хыҫҫӑн ҫапах сасӑ парса, пӗрремӗш хут хӗм кӑларса илчӗ.

Мотор хотя и не завелся, но наконец за десять дней дал первую вспышку.

Самолёт тата ҫӑматӑ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Ҫакна мана пӗр хут ҫеҫ мар пулса иртнӗ ӑнсӑртлӑхсем питӗ лайӑх ӗнентерчӗҫ.

Меня в этом убедил не один случай.

Кӗтмен япала // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Пӗр вунӑ минут иртнӗ, вӑрманӗ ҫапах курӑнман.

Прошло минут десять, леса всё не было.

V // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Тӗмерен иртнӗ, унтан тата пӗр ҫирӗм чалӑш кайнӑ, тӑваттӑмӗш маякӗ пулман, вӑрманӗ те пулман.

Куст проехали, проехали еще сажен 20, — четвертой вешки не было, и леса не было.

V // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Каллех ял тӑрӑх паҫӑрхи ҫулпах, шӑн кӗпесем ҫакӑнса таракан кил ҫумӗн кайнӑ, анчах халь кӗписем паллӑ пулман; унтан хайхи сарай ҫумӗн иртнӗ, ӑна халь ҫийӗ таранах юр вӗҫтерсе лартнӑ, унӑн ҫийӗнчен татти-сыпписӗр юр юхнӑ; унтан каллех ҫав хӑрушшӑн кашласа, авӑнса ларакан хӑвасем патӗнчен иртнӗ те каллех аялтан та, ҫӳлтен те хумханакан юр тинӗсне кӗрсе кайнӑ.

Опять поехали слободой и той же дорогой, мимо того же двора с развешанным замерзшим бельем, которого теперь уже не видно было; мимо того же сарая, который уже был занесен почти до крыши и с которого сыпался бесконечный снег; мимо тех же мрачно шумящих, свистящих и гнущихся лозин и опять въехали в то снежное, сверху и снизу бушевавшее море.

V // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Ҫапла вара, манӑн хаклӑ тусӑм, ҫав ҫупкӑ пирки пулнӑ тахҫанах иртнӗ ӗҫе аса илсе, хӑвӑр чӗрӗре ҫунтарма кирлӗ пулман сирӗн.

Итак, вы видите, моя дорогая, не к чему вам было терзать свое сердце из-за того, что когда-то вы ударили меня.

Эпилог // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех