Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӗп сăмах пирĕн базăра пур.
Тӗп (тĕпĕ: тӗп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑнтан хурахсем хӑйсен эшкерӗн тӗп чӑмӑрне ҫӗнӗ ҫынна ҫав тери сайра йышӑнни палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗлессе вара, чӑнах та, нумай пӗлет ӗнтӗ вӑл: ушкӑнри тӗп ҫынсем хӑш-хӑш ялтан иккенне те, килӗсене час е часах мар ҫӳренине те, вӗсенчи «хыпарҫӑсене» те, вӑрланӑ япаласене ӑҫта-ӑҫта пытарнине те…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Акӑ, «Канаш» хаҫат республикӑри халӑх хуҫалӑхӗ тӗп кӑтартусем енӗпе вӑрҫӑчченхи шая ҫитни ҫинчен каласа парать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тинех тӗп тӗллев патне пырса тухас самант ҫывхара пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Сана эп кунта та, ҫак самантрах тӗп тума пултарап, — револьвер чикнӗ кӗсйине ал лаппипе шаккарӗ вал.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Енчен эсир мана, пире кансӗрлет ку тесе, тӗп тӑвасшӑн кӑна пулсан? — сисчӗвленчӗ Телегин.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пирки мар-ха, тӗрӗссипе, вӑлах тӗп турӗ вӗсене.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Паллах, ҫав тӗп ушкӑнра чи хӑюллисем, нимрен те хӑраманнисем, пӑшӑрханма-кулянма пӗлменнисем пулччӑр…»

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑрттӑн ҫӳреймесен, сире пӗр-пӗр кун ярса илеҫҫех, тӗп тӑваҫҫех.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун та, унӑн тӗп тусӗсем те Сидорпа килӗшрӗҫ, хӗрхенес-шеллес йӑлана пурӑна киле пӑрахса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Совет влаҫне кӗҫех тӗп тӑвасси ҫинчен калаҫать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Е туссем пулӑр, е, этеммисем сире ура хурасшӑн-тӑк, меллӗ самантра вӗсене тӗп тӑвӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа Советсене тӗп тӑвассишӗн тата ытларах тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Мӗнле тӗп вӑйсем ҫинчен пуплешетӗн эсӗ? — те хирӗҫлерӗ, те ыйтрӗ Калюков.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вара нумаях та вӑхӑт иртмӗ — пирӗн тӗп вӑйсем ӑна ҫапса та антарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Влаҫне ӑна кӗҫех ак ҫак патакпа тӑрӑнтарнӑн тӗп тӑвӗҫ, чӗреренех витерӗҫ, — таврара никам ҫуккине пӗлнӗ ҫӗртех шӑппӑн чашкӑрчӗ Сидор.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юрать, вӑрҫӑра пӗрле пулнӑ юлташӗ пулӑшнипе, вӑл ун чухне ырӑ ҫынсем тӗлне пулчӗ, вӗсем пулӑшнипе, большевиксемпе явӑҫса кайрӗ, пурнӑҫӑн тӗп тымарне ваккисенчен уйӑрма вӗренчӗ, тӗрӗс ҫул ҫине тухма пултарчӗ…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Ҫапла, Александровпа Орлов пек паттӑрсем халӑхӑмӑр лӑпкӑ пурӑнтӑр тесе пуҫ хураҫҫӗ пулин те, вӗсен вырӑнне милицие пултаруллӑ, вӗреннӗ, ӗҫе лайӑх пӗлекен, хастар ҫынсем килсех тӑраҫҫӗ. Ҫу-ук, кивӗ тӗнче юлашкисем нумай иртӗхеймӗҫ, шалҫи тулатех вӗсен. Чӑвашра та, ҫӗршывӑн ытти кӗтесӗсенче те ӗмӗрлӗхех тӗп тӑватпӑр вӗсене», — шухӑшларӗ Крапивин.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эшкерӗн тӗп вырӑнӗ хӑш тӗлтине пӗлменскер, вӑл Ванькка валли ҫыхӑну майӗсем чылай районсенче туса хума тӑрӑшрӗ…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑна вӑл граждан вӑрҫинче те, Хуралам ҫывӑхӗнчи хурахсен ушкӑнне тӗп тума пулӑшнӑ чухне те, кулленхи пурнӑҫра та ҫителӗклех кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех