Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Вӑтаҫӗр тинӗс ҫинчи юнӗҫен корсиканец, хурах тата тивлетлӗ кӗтӳҫ-хӗр Нимфодора ҫинчен янӑ вӗрентсе калакан аллегориллӗ юмах.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Николай Антоныч тем пек тертленнипе ӑна тинӗс училищи курсне пӗтерсе тухма та май параҫҫӗ иккен, унтан вара та, училищӗрен вӗренсе тухсан, ҫӗнӗ формӑлӑ тумтир ҫӗлетмелле пулнӑ чух, Николай Антоныч ӑна укҫан пулӑшать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл пулӑшса тӑнипех ун тӑванӗ флота хай ирӗкӗпе кӗрет, вара тинӗс прапорщикне тухма экзамен парать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Николай Антоныч хӑйӗн ҫамрӑк тӑванӗ кӗнеке вулама юратнине асӑрхасан, ӑна Геническран Дон ҫинчи Ростова куҫарать, унтах тинӗс ӗҫне вӗрентекен класа кӗме те ӗҫ ҫӳретет.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мӗн ачаранпах, Азов тинӗс хӗрринчи Геническра пурӑннӑ чухнех, вӑл хӑй тӑванӗшӗн тӑрӑшнӑ пулать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан вара Катя мана тинӗс компасӗ кӑтартрӗ — тӗлӗнмелле япала вара.Потом Катя показала мне морской компас — очень интересную штуку.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тинӗс хумӗ вӗтӗ-вӗтӗ чулсене ҫыран хӗррине кӑлара-кӑлара ҫапать.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Монастырь хыҫӗнче — ҫаран, ҫил вӗрнипе вӑл тинӗс пекех хӑйӗн тӗсне улӑштарать, пӗрре ем-ешӗл, тепре сарӑ сӑнлӑ пулать.за монастырем — луга, то светло-зеленые, то желтые, под ветром менявшие цвета, как море.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫак вӑхӑтрах манӑн тинӗс хумӗсен хӗрӗ кимӗ ҫине сиксе кӗчӗ те юлташне аллипе сулчӗ; лешӗ суккӑр алли ҫине темӗн хучӗ те: «Ме, ху валли премӗксем илӗн, — терӗ. —
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тата ҫакна та кала, ӗҫленӗшӗн лайӑх тӳлесе пынӑ пулсан, Янко ӑна пӑрахман пулӗччӗ, те, манӑн кирек ӑҫта та ҫулӑм уҫӑ, ӑҫта ҫил вӗрет те, тинӗс шавлать — ҫавӑнта!»
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл хӑйӗн вӑрӑм ҫӳҫӗнчен тинӗс шывне пӑрса кӑларать, йӗпеннӗ кӗпи унӑн хӳхӗм пӳ-сине, ҫӳллӗ кӑкӑрӗсене аванах палӑртса тӑрать.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫыран хӗррипе, хам чарӑннӑ пӳрт патнелле утнӑ май, эпӗ ирӗксӗрех, хай, иртнӗ каҫхине суккӑр ача тинӗс урлӑ ишсе килнӗ ҫынна кӗтсе тӑнӑ вырӑн еннелле пӑхса пытӑм.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тӗттӗмленсе ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, тинӗс кӑпӑкӗсем хушшинче унӑн пуҫӗ ик-виҫӗ хут курӑнса илчӗ те, вара ӑна эпӗ урӑх кураймарӑм.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ турткаланса тӑтӑм — тинӗс тӑрӑх ахалех уҫӑлса ҫӳреме юратсах каймастӑп эпӗ, — анчах каялла чакма май ҫук ӗнтӗ.Я колебался, я не охотник до сентиментальных прогулок по морю; но отступать было не время.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Уйах тухман-ха, икӗ ҫӑлтӑр кӑна, тинӗс ҫинчи икӗ маяк пек, тӗксӗм кӑвак тӳпере йӑлтӑртатать, йывӑр хумсем, пер тикӗссӗн те сулӑмлӑн кӗрлесе, пӗрин хыҫҫӑн тепри хутланса килеҫҫӗ те ҫыран хӗрринчи тӑлӑх кимме кӑштах ҫӗклентерсе иртеҫҫӗ.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ шартах сикрӗм, ҫаврӑнса кӑна пӑхрӑм, хыҫӑмра хайхи хӗр — манӑн тинӗс хумӗсен хӗрӗ — тӑра парать.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Акӑ, куратӑп хайхискер, манӑн тинӗс хумӗсен хӗрӗ каллех сиккелесе чупса килет.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӗҫ-хӗррисӗр ирӗкре — Симӗс тинӗс тӑрӑх, Карапсем ҫӳреҫҫӗ-ҫке — Шурӑ парӑслӑскерсем.Как по вольной волюшке — По зелену морю, Ходят все кораблики Белопарусники.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ман умра ҫӗрлехи тӑвӑлпа хускалнӑ тинӗс сарӑлса выртать.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ паян Хура тинӗс ҫинчи хам паллакан уряднике тӗл пултӑм, пӗлтӗр вӑл пирӗн отрядраччӗ.Я встретил сегодня черноморского урядника, он мне знаком — был прошлого года в отряде.