Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лешӗ сăмах пирĕн базăра пур.
лешӗ (тĕпĕ: лешӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чей чашкине ҫӗклерӗ те вӑл, юнашар тӑракан Лозневой ҫинелле пӑхса илчӗ, — лешӗ пӗҫертсе янӑ пӳрнисене ҫӗтӗк-ҫатӑк пиншак аркипе шӑлкаласа, ним чӗнмесӗр тӑрать.

Подняв чашку, он взглянул на Лозневого, который стоял рядом, молча обтирая полой истрепанного пиджака обожженные пальцы.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Лешӗ ӑҫта кайрӗ?

— А куда тот?

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Каялла кайма пултарать ӗнтӗ, анчах унта лешӗ, пӗчӗк мӑйӑхлӑ ют ҫынӗ пур; вӑл куҫне чарса выртать…

Можно было повернуть назад, но там — тот чужой, с усиками; у него были открытые глаза…

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Колоннӑн вӑтаҫӗрри ҫӑлпа танлашрӗ ӗнтӗ, анчах лешӗ, ҫӗре ӳкни, ҫаплах тӑраймасть-ха.

Колонна уже продвинулась так, что середина ее находилась против колодца, а пленный, что упал, все еще не мог подняться.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Лешӗ ҫав вӑхӑтра тӗпек урлӑ каҫрӗ те хӑйӗн вӑрӑм сӑмсине тупӑ еннелле ҫавӑра пуҫларӗ.

А тот перебрался через холм, и начал поворачивать к пушке свой длинный нос.

XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Лешӗ, оборона схемипе лараканскер, Волошин майор чӑрмантарнӑшӑн кӑмӑлсӑрланса, хӑй кӑмӑлсӑр пулнине пытармасӑр, темиҫе хутчен те пуҫне ҫӗкле-ҫӗкле пӑхнӑ.

Тот сидел над схемой обороны, и раздражался от того, что майор Волошин мешал ему, своего раздражения не скрывал, несколько раз встряхнул головой.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Пурте паллӑ, Юргин! — Озеров Лозневой патнелле ҫаврӑнса пӑхрӗ, — лешӗ, ним тума пӗлмесӗр, йӗри-тавра пӑхкаласа илчӗ.

— Все ясно, Юргин! — Озеров обернулся к Лозневому, — тот, не зная куда деваться, оглянулся вокруг.

XVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Лешӗ, ҫӗнӗ хыпарсене пӗлес килнипе, хӑйне чӗнессе тахҫанах кӗтсе, вӗтеленсе тӑнӑ-мӗн.

Тот давно и с нетерпением ожидал этого вызова, чтобы узнать новости.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Волошин майор, чышкисене чӑмӑртаса, тата тепӗр минут хушши пек нимӗҫ патнелле пычӗ, анчах кирек мӗн ыйтсан та, лешӗ, хирӗҫ чӗнес вырӑнне, йӗрӗннӗ пекле тутине ҫеҫ выляткаларӗ, е тата — хутран-ситрен сапаланчӑк ҫӳҫ пайӑркине силлентеркелерӗ.

Еще с минуту майор Волошин подступал к немцу, потрясая кулаками, но тот в ответ на все его вопросы лишь трогал губы презрительной улыбкой или — изредка — легонько покачивал растрепанным чубом.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Ну, мӗнле, хуҫа? — ыйтнӑ Ерофей Кузьмич, ывӑлне чи малтан тӗллесе пӑхнӑ чухне; лешӗ ашшӗнчен именсе, алӑк сули патӗнче сарӑ та вӑрӑм пайӑркаллӑ ҫӳҫлӗ пуҫне усса тӑнӑ.

— Ну как, хозяин? — спросил Ерофей Кузьмич, осматривая в первый раз сына; стесняясь отца, тот стоял у порога с опущенной русой чубатой головой.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Поликарп Михайлович патӗнче ӗҫленӗ чух, Ерофей пӗрмаях сӑнаса пурӑннӑ; лешӗ хӑйӗн хуҫалӑхне ҫав тери хӑвӑрт вӑйлатса пынӑ.

Работая у Поликарпа Михайловича, Ерофей все время наблюдал, как тот быстро поднимал свое хозяйство.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Арӑмӗ пӳлӗмрен тухрӗ, лешӗ каллех сӗтел ҫине ӳпӗнчӗ.

Жена вышла, а он снова склонился над столом.

Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.

Сань тайтай вара кроликшӑн пӗр юань пӗтернӗ, мӗншӗн тесен вӑл кроликсем илме служанкӑна янӑ, лешӗ вӗсене лавккара илнӗ.

А ведь если самой сходить в храм, когда там по праздникам устраивается базар, можно купить кролика за две связки медяков, не дороже.

Кроликсем тата кушак // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 45–52 стр.

Хун-эр Шуй-шэна чӗнсе илчӗ, лешӗ вара, ҫӑмӑллӑн сывласа ярса, савӑнӑҫлӑн ун хыҫҫӑн утрӗ.

Хун-эр позвал Шуй-шэна, и тот, вздохнув облегченно и радостно, побежал вслед за ним.

Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.

Жунь-ту Шуй-шэне каллех пуҫ тайма хушрӗ, анчах лешӗ, вӑтанса, ашшӗн ҫурӑмӗ хыҫне пытанчӗ.

И Жунь-ту снова приказал Шуй-шэну подойти к нам и поздороваться, но тот продолжал прятаться у отца за спиной.

Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.

Аллинче унӑн сӑнӑ, унпа вӑл мӗнпур вӑйран пӑсарана чикме хатӗрленет, лешӗ вара ниҫта кайса кӗреймесӗр ҫаврӑнкалать, вара ача урисем хушшипе тухса тарать.

В руке у него стальная рогатина, он что есть силы замахивается ею на ча, а зверек удирает, проскользнув у него между ног.

Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.

Лешӗ, мана честь параканни, ман пӗлӗш.

Этот, который мне честь отдал, мой знакомый.

Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Иккӗшӗнчен пӗри, лешӗ, Агеев текенни, Володьӑна: — Ну, шӑллӑм, аннӳ те сан, аппу та, хастар! — терӗ.

А одна из них, тот, который назвался Агеевым, добавил, обращаясь к Володе: — Ну, браток, мать и сестренка у тебя, сказку я, боевые!

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Михаил Иванович Калининӑн ҫак сӑмахӗсем хыҫҫӑн Лазарев ҫумӗнче ларакан капитан-лейтенант хӑй кительне тӳрлетрӗ те старшина ҫине пӑхрӗ, лешӗ хӑйне кӗрнеклӗн тытса, таврари ҫынсем ҫине пӑхса илчӗ.

При этих словах Михаила Ивановича Калинина сидевший возле Лазарева капитан-лейтенант оправил китель, бросил взгляд на старшину, а тот приосанился и поглядел на окружающих.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Володьӑна хӑйне командир текех ҫӳле кӑлармарӗ, лешӗ темле тархасласан та, ҫӗр айне юлса Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илме хатӗрленме хушрӗ.

Самого Володю командир наверх больше не пустил и, как тот ни просился, приказал ему остаться под землей и готовиться к праздничной встрече Нового года.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех