Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тӗрлӗ (тĕпĕ: тӗрлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ хамӑр та нумайӑшӗ тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Паян та пирӗншӗн вӗрентекен // В. Никитин. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... vrenteken/

Асӑннӑ груз шутӗнче — ҫапӑҫура кирлӗ «Нива» тата УАЗ — «буханка» автомобильсем, тиев илмелли тележка-прицеп, тӗрлӗ йышши 25 кӑмака, уйри госпиталь валли электрогенератор, тӗрлӗ таварсемпе продуктсем.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ahmastpar/

Ялсенче пурӑнакансене халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан сферӑри законодательство улшӑнӑвӗсемпе, округри ял хуҫалӑх аталанӑвӗн малашлӑхӗсемпе, хӑй тӗллӗн ӗҫлекен шучӗпе регистрациленекенсене патшалӑх пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерессипе, патшалӑх порталӗн майӗпе илекен услугӑсемпе, тӗрлӗ ултавҫӑсенчен сыхланмалли майсемпе паллаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Ҫамрӑксем регион шайӗнчи тӗрлӗ форум компанийӗсене тата фестивальсене хастар хутшӑннине палӑртнӑ муниципалитет ертӳҫи.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Тӑвай муниципалитет округӗн территорийӗнче тӗрлӗ харпӑрлӑхлӑ 6 ял хуҫалӑх предприятийӗ-пе организацийӗ, 34 хресчен-фермер хуҫалӑхӗ тата 7286 харпӑр хӑй хушма хуҫалӑхӗ ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Чӑваш тӗрриллӗ костюмсем пуканесемпе аслӑ ҫынсем валли тӗрлесе ҫӗлет, вӗтӗ шӑрҫасемпе ӗҫлет, пластмасса савӑтсенчен чечексем, тӗрлӗ япаласем ӑсталать, пӑккисенчен стенасене илемлетет, тӗрлеме тата ҫыхма юратать.

Куҫарса пулӑш

Ал ӗҫӗ - чун киленӗҫӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... un-kilenc/

Галина Мясникова - пултаруллисенчен пӗри, хутран улӑм пӗрчи пек пайсем туса ваза, шӗлепке, карҫынкка, велосипед тата ытти тӗрлӗ сувенирсем ӑсталать.

Куҫарса пулӑш

Ал ӗҫӗ - чун киленӗҫӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... un-kilenc/

Тӗрлӗ блюдӑсем хатӗрлеме те кӑмӑллаҫҫӗ хӗрарӑмсем.

Куҫарса пулӑш

Ал ӗҫӗ - чун киленӗҫӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... un-kilenc/

Эсир тӗрлӗ вӑхӑтра тӑван район ҫирӗп утӑмсемпе малалла кайтӑр тесе хӑвӑртан килнине йӑлтах тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑвай ене – 88 ҫул // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ne-88-cul/

Ял-йыш вара тӗрлӗ япаласем парать - супӑньне, нуски-алсишне, апат-ҫимӗҫне тата ыттине те.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

Ҫавӑн пекех чатра мобилизациленӗ ентешсене пулӑшмалли сӗнӳсемпе, гуманитари пулӑшӑвӗ памалли тӗрлӗ информаципе паллашма пулать.

Куҫарса пулӑш

"Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр" акцие кашниех хутшӑнма пултарать // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11801 ... a-pultarat

Светланӑн ӑста аллисем кичемлӗхе пӗлмеҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӑл пушӑ вӑхӑтра тӗрлӗ япаласем ҫыхать.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11802 ... e-t-r-shat

Кадр ыйтӑвне лайӑхлатас тӗллевпе те ӗҫлеҫҫӗ тӑрӑхра, ҫамрӑк специалистсене тӗрлӗ пулӑшу параҫҫӗ: ӗҫ укҫин 10 виҫине пӗр хутчен тӳлеҫҫӗ; ҫулсерен шкул выпускникӗсене направленипе тӗллевлӗ вӗрентӗве республикӑри вузсене яраҫҫӗ (2020 ҫулта - виҫҫӗ, 2021 ҫулта - пӗрре).

Куҫарса пулӑш

Пахалӑхлӑ пӗлӳ илме майсем пур // А.ВАСЮКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11882 ... majsem-pur

Ҫакна шута илсех ӗнтӗ кӑҫал та ейӳ тапхӑрне инкексӗр ирттерсе ярас тӗллевпе тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма округ пуҫлӑхӗн мартӑн 10-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе ятарлӑ комисси туса хунӑ, унта тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшакан яваплӑ ҫынсене кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи шыв-шур шар ан кӑтарттӑр // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/12050 ... -k-tartt-r

Выльӑх-чӗрлӗх те усратӑп, пахчара тӗрлӗ ҫимӗҫ туса илетӗп.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.

Сӗтел ҫинче — вун-вуникӗ тӗрлӗ эрех, ҫирӗм-вӑтӑр тӗрлӗ апат.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Кумсем пӗчӗк ачана черетпе алӑра тытса пӑхаҫҫӗ, тем тӗрлӗ ҫулӑмлӑ сӑмах калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Тӗлӗнтӗм кайрӑм: эпӗ ыттисем пек тӗрлӗ ыйтусем татса паракан начальник те мар-ҫке, тетӗп ӑшӑмра.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Сире сывлӑх, пур тӗрлӗ ырлӑх тата ҫирӗплӗх сунатӑп!

Желаю вам здоровья, благополучия и стабильности!

Олег Николаев Культура ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/25/gla ... aet-c-dnem

Кӑвак-симӗс тӗкӗсем хӗвел ҫинче ялтӑртатса пурҫӑн евӗр ҫиҫеҫҫӗ, хӳри ҫинчи тӗрлӗ тӗслӗ пӑнчӑсем ҫӑлтӑрсем пек ялтӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Урҫа кӑвакал // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 17–18 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех