Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татӑлма (тĕпĕ: татӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кил-тӗрӗшре арҫын ӗҫӗсем йышланса кайрӗҫ те, ҫула май тата кампа та пулин пулӑшма калаҫса татӑлма пулмӗ-ши тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Уншӑн пирӗн пысӑк юнпа, мӗльюншар ҫынсен пурнӑҫӗпе татӑлма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Ахальтен мар ӗнтӗ садиксен палаткисем патӗнчен ҫын татӑлма пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑварни, Ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12358-c- ... li-ikerchi

…Шӑлаварӗн хыҫалти вӗче кӗсйине каллех кӑльттӑн-кальттӑн тыткаламалӑх, вак-тӗвекшӗн те пулин тӑкакламалӑх укҫа кӳпчетнине кура Ула Тимӗр кӑнтӑр апачӗ столовӑйрах, туллин, чун мӗн кӗленине тивӗҫтерсех, ҫӑвар тултарсах, турӗ, унтан, халӑх татӑлма пӗлмесӗр капӑртатакан, ҫи-пуҫ тата апат-ҫимӗҫ лавккисене кӗркелесе, амаҫури амӑшӗпе аппӑшӗ валли парнесем, кучченеҫсем туянчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах ку пирӗн начальниксене килӗшмест пулсан, начальство пире кӳрентерме хӑтлансан, ун чухне эпир вӗсен умӗнче парӑмра юлмӑпӑр, татӑлма пӗлӗпӗр.

А если нашим начальникам это придется не по душе и они попробуют нас обидеть, тогда мы сумеем с ними рассчитаться.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлма вӗсене йывӑр.

Договориться было трудно.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ӑна кайран та калаҫса татӑлма пулӗ-ха, Надя сывалтӑрччӗ кӑна, — терӗ Лавр Кузьмич.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Эпӗ, хӗрарӑмсем ыйтнипе, хамӑр ӗҫленӗ делянкӑра пӗрене штабелӗсем мӗнле ларнине курма тата Тимофей Михайловичпа вӗсене хӑҫан турттарасси пирки калаҫса татӑлма тесе, ун патне тухса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Малтанах татӑлма пӗлместчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Унӑн шухӑшӗпе туйне мӗнле туса ирттересси, хулӑм укҫи ҫинчен татӑлма та нумаях мар пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашшӗ вӑтӑр тенкӗ укҫа кӑларса пачӗ те парӑнса килӗшме сӗнекен сасӑпа: — Пӳлӗхҫӗм ҫырлахтӑр, ачам, тем пулсан та кӑмӑлна тӳлеккӗн тытма тӑрӑш. Ятлаҫса ҫӗнтерес те, хӑратас та ҫук ӑна. Хуна валли инкек шырани ҫеҫ. Аннӳ тем чул та каларӗ мана… Чунӗ сӗтлӗ кӳлӗре ҫӳретӗр… — Ҫтаппан сӑхсӑхса илчӗ. — Ан ҫыхлан ҫавӑнпала, пӑрӑн ун ҫулӗ ҫинчен терӗ. Эпӗ итлемерӗм. Мӗнпур инкекӗ те ҫавӑнтан сиксе тухрӗ. Эсӗ ӑслӑрах пул. Кӑмӑллӑн калаҫса татӑлма тӑрӑш. Ҫӗре ҫеҫ каялла ҫавӑрса илесчӗ. Каллех ӗлӗкхи пек пурӑнма пуҫлӑттӑмӑр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑхӑтра сипленмесен этем пурнӑҫӗ кӗске вӑхӑтрах татӑлма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Хаяр чир-чӗртен сыхланса // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10784-kh ... -sykhlansa

Хакӗпе калаҫса татӑлма хушаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Агрохмель» агрофирмӑри хӑмла плантацийӗнче техника шавӗ татӑлма пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

Уяртсанах - уй-хире // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11391-uy ... h-uj-khire

Вӑл киличчен мӑрса хӑйӗн ҫураҫнӑ хӗрӗпе пурин ҫинчен те калаҫса татӑлма пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Куланай пирки вырӑссемпе ыррӑн калаҫса татӑлма тӑрӑшӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пире ваттисем кунти чук пуҫӗсемпе калаҫса татӑлма ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Асламӑшӗ вӑрҫмаллипех вӑрҫать: чӳк пирки калаҫса татӑлма кайнӑ ҫынсем виҫе кун мӗн туса ҫӳреччӗр?

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗнер Иливан йӑпӑртлӑха килне кайса килчӗ те ырӑ мар хыпар илтрӗ: кӳршӗ ялсене чӳк пирки калаҫса татӑлма кайнӑ ашшӗпе Ятламас ҫухалнӑ.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кил картинчен кунсерен ҫын татӑлма пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех