Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

помощникӗ (тĕпĕ: помощник) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш ен прокурорӗн аслӑ помощникӗ Алексей Якушевич, Раҫҫейри ФСБ-н республикӑри управленийӗн сотрудникӗ Юрий Михайлов калем ӑстисен информацие шанчӑклӑ ҫӑлкуҫсенчен илмелле тесе ҫирӗплетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Террора хирӗҫ пӗрле! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11392-te ... ir-c-p-rle

Лилия ЗАБИРОВА, полицин «Вурнарский» пайӗн пуҫлӑхӗн помощникӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫтешӗсене пылак парнепе саламланӑ // Лилия ЗАБИРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11515-ct ... e-salamlan

Тиек помощникӗ ҫырмалли хатӗрсем майлаштарать.

Помощник дьяка перебирает на столе бумаги.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тиек помощникӗ те хӑйне пуҫлӑх тет.

Помощник дьяка считает себя за начальника.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чее унӑн помощникӗ, сисет Антун.

Этот помощничек — хитрая бестия, чует Антон.

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах «кантуртисем» — шатра питлӗ ҫамрӑк тиекпе унӑн помощникӗ Ивук хӑнт та тумаҫҫӗ.

Однако «чиновники» — молодой рябой писарь и его помощник Ивук — не унывают.

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Округ начальникӗн помощникӗ Ивукран ыйтать:

Помощник окружного начальника спрашивает у Ивука:

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Пуҫлатпӑр, эсӗ вӗсене чӑвашла куҫарса пар», — тет Ивука округ начальникӗн помощникӗ картишнелле пӑхса.

— Начнем, ты им переводи на чувашский лад, — приказал помощник Ивуку, кивнув на двор.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Округ пуҫлӑхӗн помощникӗ те пӗчӗк ҫын мар, анчах хулӑн, тӗреклӗ, патвар.

Помощник окружного начальника выступает не хуже, чем на смотру, довольно легко подбрасывая свое круглое плотное тело.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ивука, хуралҫӑсене, куланай пуҫтаракансене тата, ҫӑхан пек, яланах кантуртисем хыҫҫӑн ҫӳрекен Чикме усламҫисене шутламасан, вӗсем виҫҫӗн: округ пуҫлӑхӗн помощникӗ, вулӑсри кулава, исправник.

Не считая Ивука, охранников, сборщиков податей и хищного, как ястреб, козьмодемьянекого мещанина, их трое: помощник окружного начальника, волостной голова и исправник.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ҫӗршывра промышленноҫ тытӑмӗнче вӑй хуракансем тӗрлӗ таварсем тирпейлесе кӑларассипе ӑста. Спорт хатӗрӗсем питӗ чаплӑ. Пысӑк технологисен витӗмлӗхӗ куҫ кӗретех», – тесе ҫапларах каланӑ Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Помощникӗ Игорь Левитин.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ пӗтӗм тӗнчери «Раҫҫей – спорт ҫӗршывӗ» форум шайӗнче уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/09/29/chav ... ekse-petem

Видео ҫыхӑну мелӗпе уҫӑ калаҫӑва Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн помощникӗ Игорь Левитин, Раҫҫей Федерацийӗн спорт Министрӗ Олег Матыцин хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ пӗтӗм тӗнчери «Раҫҫей – спорт ҫӗршывӗ» форум шайӗнче уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/09/29/chav ... ekse-petem

— И-и, ирех ӗҫке тытӑннӑ-ҫке артистсем! — ҫавӑнтах таҫтан сиксе тухрӗ Кирилл Егоров, режиссер помощникӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Арча уҫӑлчӗ те унтан Кио помощникӗ — вырӑс хӗрарӑмӗ — тухрӗ тӑчӗ!

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Атнер — режиссер помощникӗ — Максимов-Кошкинские икӗ хулӗнчен ҫатӑрласа тытать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сасартӑк сцена ҫине режиссер помощникӗ Атнер чупса кӗрет:

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Юлашки каҫа ҫӳлте палуба ҫинче тӑрса пыма чармарӗҫ ӑна, капитан помощникӗ унӑн хутне кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Соньӑна лайӑхрах вырӑн парас тесе, капитан помощникӗ ӑна ӗлӗкхи пӗрремӗш класс салонӗнче вырнаҫтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑл вӑхӑтра Эльгеев патне режиссер помощникӗ Атнер чупса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Акӑ мӗн ҫырнӑччӗ ҫав статьяра: «Учредительнӑй пуху членӗсем: Гаврил Федорович Алюнов (особоуполномоченнӑйӑн помощникӗ), Иван Васильевич Васильев, Семен Николаевич Николаев, вӗсене пулӑшакансем — Алексей Степанович Блинов ҫавӑн пекех е хӑйсен ирӗкӗпе шуррисен ҫарне кайнисем, е ялсенче Совет влаҫне хирӗҫ вӗрентекенсем (пупсем, кулаксем т. ыт. те) ҫавсем пурте РСФСР тата мӗнпур чухӑн, мӗскӗн чӑвашсен тӑншанӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсене…» — малалла вулаймарӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех