Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шыва (тĕпĕ: шыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, машина пек хускалкаласа, кӗсменӗсене шыва ячӗ, хӑй каялла каҫӑрӑлчӗ, унтан каллех кӗсменӗсене кӑларчӗ те шыва пӑрахрӗ, ку хушӑра пӗрмаях хӑйӗн ҫӑпатисем ҫине шӑтарас пек пӑхса ларчӗ.

Он машинально опускал весла в воду, откидывался назад, вынимал их, бросал снова и все время упорно смотрел на свои лапти.

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Кимӗ, хӑранӑ пек чӳхенкелесе, шыва шавлӑн касса, хӑвӑрттӑн малалла ярӑнчӗ.

Лодка точно испугалась и пошла быстрыми, нервными толчками, с шумом разрезая воду.

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Кимӗ хӳринче ларса, вӑл рульпе шыва касса пырать, ҫак яка бархатлӑ шыв тӑрӑх вӑрах та инҫете каяс кӑмӑлпа тулса, малалла тинкерсе пӑхать.

Сидя на корме, он резал рулем воду и смотрел вперед спокойно, полный желания ехать долго и далеко по этой бархатной глади.

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

— Кайӑпӑр! — терӗ Гаврила, кӗсменӗсене шыва ярса.

— Едем! — сказал Гаврила, спуская весла в воду.

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Пуринчен ытларах шыва путса вилнӗ ҫынсене, кивӗ якорьсене, путнӑ пӑрахутсене, — пурне те тытаҫҫӗ.

Больше утопленников, старые якорья, потонувшие суда — все!

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Шыва кӗме те пит аван кунта.

И купанье у нас чудесное.

Кулак йӑви // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 27–33 стр.

— Салтӑнсан, Андрей Андреевич тарланӑ ӳчӗ сивӗниччен тӑхтарӗ те, шыва кӗрсе кайрӗ.

Раздевшись, Андрей Андреич дает себе остынуть и лезет в воду.

Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.

Ваҫук хӑвӑрт салтӑнчӗ те шыва кӗрсе кайрӗ.

Василий быстро раздевается и лезет в воду.

Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.

— Кӗр шыва, — тесе хушрӗ ӑна улпучӗ: — вӗсене шампа туртса кӑларма пулӑш…

— Полезай в воду, — приказывает ему барин, — помоги им вытащить налима…

Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.

Аялти йӗммине пӑрахиччен тӑхтама унӑн чӑтӑмӗ ҫитеймерӗ, ҫавӑнпа вӑл, сӑхсӑхса илчӗ те, тӗксӗм те ырхан аллисемпе хӑлаҫланкаласа, аялти йӗммипех шыва кӗрсе кайрӗ…

Сбросить порты нехватает у него терпения, и он, перекрестясь, балансируя худыми, темными руками, лезет в портах в воду…

Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.

Пӳрнепе йӑкӑрласа кӑлар ӑна! — Курпун пит-ҫӑмартисене карӑнтарнӑ, куҫӗсене чарса пӑрахнӑ, пӳрнисемпе «сӑххисенчен» тытма пуҫланӑ пулас, анчах ҫав самантрах унӑн туратсенчен тытакан сулахай алли вӗҫерӗнсе кайрӗ те, вӑл сулӑннипе тӳрех шыва чӑмрӗ.

Шпыняй его пальцем! — Горбач, надув щеки, притаив дыхание, вытаращивает глаза и, по-видимому, уже залезает пальцами «под зебры», но тут ветки, за которые цепляется его левая рука, обрываются, и он, потеряв равновесие, — бултых в воду!

Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.

Анчах ури ҫине тӑма тӑрсанах, вӑл пуҫӗпех шыва путрӗ те хӑмпӑсем кӑларчӗ.

При первой же попытке стать на ноги, он погружается с головой и пускает пузыри.

Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.

Девяткин шыва шампӑртатса сикрӗ, часах ҫан-ҫурӑмӗ ҫунма чарӑнчӗ.

Девяткин бултыхнулся в речку, и жжение вскоре утихло.

36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шыва кӗр, шыва! — тепӗр енчи ҫыранран канаш пачӗ ӑна Федя.

— В воду лезь, в воду! — посоветовал ему с другого берега Федя.

36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лешсем кула-кула шыва сикрӗҫ.

Те со смехом прыгнули в речку.

36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Федя вара шыва ҫӗнӗрен кӗчӗ.

И Федя вновь лез в речку обмываться.

36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Девяткин, хӑйне пылчӑкпа вараласа, урисене шыва перӗнтерсе, шывран тухакан ачасене пылчӑкпа персе ларчӗ.

Девяткин, измазав все тело черной жидкой грязью, сидел у самой воды и занимался тем, что забрасывал всех вылезающих из речки ошметками грязи.

36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӑварне хӑмӑш хыпса аллине йывӑр чул тытрӗ те шыва путрӗ, шыв тӗпӗнче, хӑйӑр ҫинче уткаласа ҫӳрерӗ.

Всунул в рот камышинку, в руки взял большой, тяжелый булыжник и, погрузившись в воду с головой, прошел по песчаному дну реки.

36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вӑл патакне тӑп-тӑрӑ шыва ячӗ, унпа лили тунине ҫаклатса чечеке айккинелле илсе кайрӗ те касрӗ, шурӑ чечек курӑк ҫине персе анчӗ.

Затем погрузил палку в прозрачную воду, захватив в расщеп стебель лилии, повел в сторону, подсек, и белый цветок, как плотица, упал на траву.

33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Мӗне пӗлтерет-ши?» — вӑл чӑм шыва ӳксе вӑранса кайрӗ, вырӑн ҫинчен сиксе тӑчӗ те ҫӗрлехи урама пӑхса илчӗ.

«К чему бы это?» — проснулась Катерина в холодном липком поту, поднялась с постели и долго всматривалась в ночную улицу.

30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех