Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахаль сăмах пирĕн базăра пур.
ахаль (тĕпĕ: ахаль) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ паҫӑрах асӑрхатӑп-ха: ахаль куҫпах курма пулать.

— Я давно примечаю: простым глазом видать.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унччен кӑвак ҫӑмлӑ кӑкӑрне аллипе лӑпкӑн сӑтӑркаласа тӑснӑ пек курӑннӑ Штокман Иван Алексеевича гимнастерка ҫухинчен ҫатӑрласа тытрӗ те, хӑй патне туртса, халӗ ӗнтӗ ахаль калаҫса мар, ӳслӗкне ирттерсе яма хӑтланса, хыттӑн хӑркӑлтатрӗ:

Штокман, до этого с кажущимся спокойствием потиравший ладонью крытую седоватым волосом грудь, вспыхнул, с силой схватил Ивана Алексеевича за ворот гимнастерки и, притягивая его к себе, уже не говорил, а хрипел, подавляя кашель:

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокман кӗҫ-вӗҫ алӑран вӗҫерӗнсе куҫран ҫухаласран е вӑл куҫа ахаль кӑна курӑнакан мӗлке пулса тӑрасран шикленнӗ пек, Мишка тӑтӑшах ӑна шинель ҫаннинчен яра-яра татрӗ.

Мишка часто хватался за рукав штокманской шинели, будто опасаясь, что вот оторвется Штокман и скроется из глаз или растает призраком.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казаксене пӑтратма кирлӗ мар, ахаль те пӑтранаҫҫӗ вӗсем.

Казаков нечего шатать, они и так шатаются.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тарҫисем саланчӗҫ, тырпул тӑхӑр хут сахал акса тӑвать; вӑкӑрӗсемпе учӗсем ахаль те, тӗрекне ҫухатнӑ хаксӑр-мӗнсӗр укҫалла та картишне пушатса хӑварчӗҫ.

Разошлись работники, вдевятеро уменьшился посев, за так и за пьяно качавшиеся, обесцененные деньги пошли с база быки и кони.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дон тӑрӑхӗнчилле, аркисенче ҫӑмӗ курӑнса тӑмалла ҫӗленӗ кӗрӗкӗ айӗнчен аялти юбкин чӗнтӗрӗсем те курӑнаҫҫӗ, ҫиелти те, ҫӑм пусмаран ҫӗлени, ҫӗнӗ те лайӑхскер: ӑнланса илтӗр Фоминӑн ӳпререн тӳрене тухнӑ арӑмӗ Дарья та ахаль казачка маррине, мӗнле пулсан та, офицер арӑмӗ иккенне.

Под донской, опушенной поречьем шубой и кружева исподней виднелись, и верхняя, шерстяная, была добротна и нова, чтобы поняла вылезшая из грязи в князи фоминская жена, что Дарья не простая казачка, а как-никак офицерша.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— А мӗне кирлӗ вӑл сана? — ахаль ҫеҫ ыйтрӗ Христоня.

— А на что она тебе сдалась? — просто спросил Христоня.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эпир ахаль илместпӗр, эсӗ ан хӑра.

Мы не так берем, ты не бойся.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эсӗ ахаль шӑршласа килеҫҫӗ терӗн пуль!

— Ну, а то нюхают!

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ахаль сӑмахсемпе ӑшалантар эс!

Ты нам простыми словами жарь!

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав куҫсем ӑна витӗр ҫапса вӗрекен ҫил пек ҫӳҫентерчӗҫ, унӑн ахаль те лӑпкӑ мар чунне пушшех пӑлхантарса хӑратрӗҫ.

Глаза пронизывали его сквозняком, усугубляли и без того тревожно-растерянное состояние.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хуҫисем тӗреклӗ пурӑннӑ курӑнать: урайне сӑрланӑ, венски пукансем лартса тухнӑ, тӗкӗр пур, стенасем ҫумӗнче служивӑйсен ахаль сӑнӳкерчӗкӗсем, вӗренекенӗн хура рамкӑна вырнаҫтарнӑ мухтав хучӗ ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Хозяева, видно, жили ядрено: полы крашены, стулья венские, зеркало, по стенам обычные фотографии служивых и ученический похвальный лист в черной рамке.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

 — Пени усси ҫук, снарядсем ахаль сахал.

— Бесполезно бить, а снарядов мало…

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл вара пӗччен чухне классикӑлла роман геройӗ пек шухӑшларӗ, унччен хӑйне ахаль аскӑнас килни ҫеҫ илӗртнӗ самантсене мӗнпе те пулин витсе илем кӳрес тесе-тӗр, хӑйӗн ӑшчиккинче нихҫан никам патне пулман пархатарлӑ та вӑйлӑ туйӑмӗпе асапланса шырарӗ.

И он наедине с собой рассуждал, как герой классического романа, терпеливо искал в себе какие-то возвышенные чувства, которых никогда и ни к кому не питал, — быть может, желая прикрыть и скрасить ими наготу простого чувственного влечения.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗр минута яхӑн хура шӑплӑх чӳхенсе тӑчӗ, унтан каллех тӳпе тӑрӑх ҫиҫӗм ӗрӗхтерсе иртрӗ, ахаль те шуйттан шӑтӑкӗнчи пек ҫӑра сӗмлӗх пушшех тӗттӗмленсе килчӗ.

С минуту чернея полоскалась тишина, потом вновь по небу заджигитовала молния, усугубив дьявольскую темноту.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ахӑртнех, хӑвӑр ахаль казак пулни ҫинчен маннӑ пулас-ха эсир?

Вы, по всей вероятности, забыли, что вы рядовой казак?

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сывлӑхӗ ахаль те самаях хавшаса ҫитнӗ пирки 1932-1933 ҫулсенче сивӗ хӗл унӑн чирне тата та шаларах ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Ахаль автансен хушшинчи павлин ами пек.

Словно среди простых петухов — пава.

Ҫӗнӗ пушмаксем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

— Ӑна хуть ахаль мар, ашкӑннӑшӑн, пирӗн улпут майри вара — ахальтен, ним айӑпсӑр ҫакнашкал ачасене, чӗпӗсене сутнӑ пек, лавӗ-лавӗпе сутма леҫет.

— Того хоть за дело, за озорство, а наша барыня — так ни за что ни про что этих мальцов, словно цыплят, на торг возами вывозит.

Улпутсем патӗнче кам мӗнле пурӑнать // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Малтанласа ахаль ҫеҫ ҫӳренӗ, пӑхса тӑнӑ.

Вначале просто ходил, смотрел.

Коньки // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех