Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пай сăмах пирĕн базăра пур.
пай (тĕпĕ: пай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Казаков сӑмахӗпе ҫулталӑк пуҫламӑшӗ тӗлне районта пай ҫӗрӗсем 23 693 гектар йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Республикӑри хӑйтытӑмлӑх органӗсем хуҫасӑр пай ҫӗрӗсене 210 пин гектар тупса палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

2016 ҫул тӗлне 398,3 пин гектар пай ҫӗрне регистрацие тӑратнӑ (73 проценчӗ).

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Ҫав кун муниципалитет служащийӗсемпе пай начальникӗсем, ял администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе специалисчӗсем, «Кӗтне» ФСК ӗҫченӗ Юрий Боровков ертсе пыракан эстафетӑсене хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Шупашкартан килнӗ хӑнасемпе район администрацийӗн пай начальникӗсем 4 ушкӑна пайланса ял поселенийӗсене ҫул тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Чи малтанах ӗҫлӗ ушкӑн район администрацийӗн ларусен залӗнче райадминистрацин пай пуҫлӑхӗсемпе, тӗп специалисчӗсемпе тӗл пулса Пӗрлехи информаци кунӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ ыйтусем малти вырӑнта // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.04.20

Ҫынсене ытларах пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатасси, пай ҫӗрӗсене усӑ курма арендӑна парасси, вӗсене харпӑрлӑха илесси, тӗрлӗ социаллӑ пулӑшу илесси, ҫул-йӗр тӑвасси тата ытти ыйтусем хумхантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Кунне 4 хут апат умӗн пӗрер пай ӗҫмелле.

Куҫарса пулӑш

Инсульт хыҫҫӑн // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№

6. Мелхиседек вара вӗсен йӑхӗнчен тухнӑ ҫын пулмасан та, Авраамран вуннӑмӗш пай илнӗ, ӑна, Турӑ пама пулнине илесскере, пилленӗ.

6. Но сей, не происходящий от рода их, получил десятину от Авраама и благословил имевшего обетования.

Евр 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Левий тӑхӑмӗсем, священник ӗҫне туса тӑракансем, халӑхран — хӑйсен тӑванӗсенчен, лешӗсем Авраам йӑхӗнчи ҫынсем пулсан та — саккун тӑрӑх вуннӑмӗш пай илсе тӑнӑ.

5. Получающие священство из сынов Левииных имеют заповедь - брать по закону десятину с народа, то есть со своих братьев, хотя и сии произошли от чресл Авраамовых.

Евр 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Эпир ӗнтӗ Христоспа пӗрле пай илессисем пултӑмӑр, анчах пирӗн вӗҫне ҫитичченех малтанхи пекех ҫирӗп пулмалла.

14. Ибо мы сделались причастниками Христу, если только начатую жизнь твердо сохраним до конца,

Евр 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Пурте пӗр пай пулсан, ӳт-пӳ ӑҫтан пулӗччӗ вара?

19. А если бы все были один член, то где было бы тело?

1 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Ӳт-пӳре пӗр пай анчах мар, нумай.

14. Тело же не из одного члена, но из многих.

1 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Ҫӑкӑр пӗрре, эпир те нумаййӑн пӗр ӳт пулса тӑратпӑр, мӗншӗн тесессӗн пурсӑмӑр та пӗр ҫӑкӑртан пай илетпӗр.

17. Один хлеб, и мы многие одно тело; ибо все причащаемся от одного хлеба.

1 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансем ҫавӑнтан панипе тӑранса пурӑннине, парне вырӑнӗ патӗнче ӗҫлесе тӑракансем парне вырӑнӗнчен пай илнине пӗлместӗр-им?

13. Разве не знаете, что священнодействующие питаются от святилища? что служащие жертвеннику берут долю от жертвенника?

1 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Петр вара ӑна каланӑ: санӑн кӗмӗлӳ хӑвӑнпа пӗрлех пӗттӗр: эсӗ Турӑ тивлетне укҫалла илме шухӑш тытрӑн, 21. Турӑ умӗнче санӑн чӗрӳ таса мар, ҫавӑнпа ҫак тӗлӗшпе санӑн пай та, тивӗҫ те ҫук.

20. Но Петр сказал ему: серебро твое да будет в погибель с тобою, потому что ты помыслил дар Божий получить за деньги. 21. Нет тебе в сем части и жребия, ибо сердце твое неправо пред Богом.

Ап ӗҫс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

36. Санӑн ӳт-пӗвӳ пӗтӗмпех ҫутӑ пулсан, унта пӗр тӗттӗм пай та пулмасан, вара вӑл хӑвна ҫутаткӑҫ ҫути ҫутатса тӑнӑ пек ҫутӑ пулӗ, тенӗ.

36. Если же тело твое все светло и не имеет ни одной темной части, то будет светло все так, как бы светильник освещал тебя сиянием.

Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Шӑматкун хыҫҫӑн, туртса илнӗ тупӑшран аманнисем валли, тӑлӑх арӑмсем тата тӑлӑх ачасем валли пай хӑварса, ыттине хӑйсемпе хӑйсенӗн ачисем хушшинче уйӑрнӑ.

28. После субботы, уделив из добычи увечным, вдовам и сиротам, остальное разделили между собою и детьми своими.

2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

65. Ҫапла мухтава кӑларнӑ ӑна патша, ӑна яланлӑха хӑйӗн чи ҫывӑх тусӗсен шутне кӗртнӗ, ҫарпуҫне лартнӑ, патшалӑхӑн пӗр пай ҫӗрне пӑхса тӑма хушнӑ.

65. Так прославил его царь и вписал его в число первых друзей, и назначил его военачальником и областным правителем.

1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Завулон чиккипе юнашар, тухӑҫ енчен анӑҫа ҫитиччен, — Гада пӗр пай.

27. Подле границы Завулона, от восточного края до западного - один удел Гаду.

Иез 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех