Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытрӗ (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шубин сасартӑк йӗрсе ячӗ, ҫул айккине пӑрӑнса ҫӗре ларчӗ те ҫӳҫне тӑрмаласа тытрӗ.

Шубин вдруг заплакал, отошел в сторону, присел на землю и схватил себя за волосы.

V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Шухӑш-кӑмӑлне ярт уҫҫӑн палӑртакан шуранка сӑнлӑ хӗр сукмак хӗрринчи сак ҫинчен тӑчӗ, пӳрт алӑкӗ умӗнче хӑмӑр кӑвак пурҫӑн кӗпе тӑхӑннӑ хӗрарӑм курӑнса кайрӗ, вӑл тӗрленӗ батист тутӑрне хӗвелтен хӳтӗленсе пуҫӗ ҫине тытрӗ, ывӑннӑ пек ачашшӑн йӑл кулса илчӗ.

Молодая девушка с бледным и выразительным лицом поднялась со скамейки близ дорожки, а на пороге дома показалась дама в лиловом шёлковом платье и, подняв вышитый батистовый платок над головой для защиты от солнца, улыбнулась томно и вяло.

II // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Унтан Заикин хунарне пирӗн ҫинелле тытрӗ.

 Затем Заикин направил фонарь на нас.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Саша тӳрех карабинне хатӗрлесе тытрӗ, эпӗ — автомата.

Саша вскинул карабин, я — автомат.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Капитан автоматне ярса тытрӗ те пеме тытӑнчӗ.

Капитан схватил автомат и начал стрелять.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Капитан сержант патнелле ыткӑнчӗ, унӑн шыва ӳкнӗ автоматне ярса тытрӗ:

Капитан бросился к сержанту, выхватил из воды автомат:

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Заикин, шинель кӗсйинчен икӗ граната туртса кӑларса, вӗсене пӗр алла пӗрлештерсе тытрӗ.

Заикин вытянул из карманов шинели две гранаты, взял их в одну руку.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Комзвод тӗттӗмре мана хулпуҫҫинчен ярса тытрӗ те автомата хывма тытӑнчӗ.

Комвзвода в темноте схватил меня за плечо и стал снимать автомат.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Выртӑр! — приказ пачӗ комвзвод, унтан хӑй ҫавӑнтах хӑлхине ярса тытрӗ.

— Ложись! — приказал комвзвода и схватился за ухо.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Машина сквертан хуллен пӑрӑнчӗ те тин кӑна чавнӑ хӑйӑр купи патнелле ҫул тытрӗ.

Процессия осторожно огибала скверик к кучам свежевырытого песка.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Лежайск? — юлашкинчен тинех тавҫӑрса илчӗ те вӑл икӗ пӳрнине карттусе патне тытрӗ.

— Лежайск? — наконец сообразил собеседник и поднял палец к фуражке.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Колонна пӗр харӑссӑн хапха патнелле утрӗ, унтан — тӑкӑрлӑксемпе ҫул тытрӗ.

Колонна дружно побрела к воротам, а затем по переулкам.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ухмаха тухрӑн-им?! — ярса тытрӗ мана ураран красноармеец, окопран тухса кайма тӑрсан.

С ума сошел! — cосед схватил меня за ногу, когда я уже готов был перевалить через край окопа.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Унтан Джон Мангльс Мэри ҫинчен ҫав териех ӑнланмалла каласа кӑтартрӗ те, мӗн пурне Эленӑн пӗр ик-виҫ сӑмахӗнченех тавҫӑрса илнӗ Гарри Грант, ҫамрӑк капитанӑн хастарлӑ аллине ярса тытрӗ, ӑна хӑй хӗрӗн аллине тыттарса, Гленарванпа унӑн арӑмне: — Юратнӑ тусӑмсем, ҫак ачасене пиллесемӗр! — терӗ.

Потом Джон Мангльс говорил о Мэри в таких выражениях, что Гарри, уже обо всём догадавшийся по нескольким словам Элен, взял мужественную руку молодого капитана, соединил её с рукой своей дочери и обратился к Гленарвану и его жене со словами: — Друзья мои, поздравьте этих детей!

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл Роберта алӑран тытрӗ те: — Тусӑм, эсӗ чӑнласах аҫу сассине илтрӗн-и? — тесе ыйтрӗ.

Он взял Роберта за руку и сказал ему: — Ты действительно слышал голос отца, дружок?

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл Мэрине алӑран тытрӗ.

Он взял руку Мэри.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫур сехетрен яхта океана тухса Талькагуано патнелле ҫул тытрӗ.

Через полчаса яхта взяла курс на Талькагуано и поплыла по океану.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Питех те хӗрсе калакан Айртон хӑйӗн сӑмахне пӗтерсен, каллех хӑйне нимӗн те пулман пек тытрӗ.

Айртон, говоривший с большим жаром, снова напустил на себя равнодушный вид, окончив свою тираду.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл трап тӑрӑх капитан кӗперӗ ҫине хӑпарчӗ, унтан сулкаланса каллех палуба ҫине, яхта пуҫне пычӗ, унта канат йӑлли ҫине такӑнчӗ те, кайса ӳкесрен хӑраса, темӗнле кантӑраран ярса тытрӗ.

Он поднялся по трапу на капитанский мостик, оттуда, шатаясь, опять опустился на палубу, прошёл на нос, споткнулся там о круг каната, чтобы не упасть, схватился за какую-то верёвку.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Джон Мангльс пуртӑ ярса тытрӗ.

Джон Мангльс схватил топор.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех