Шырав
Шырав ĕçĕ:
Партизансем-и? — тесе ыйтрӗ Вернер пулемёт лентине вырнаҫтаракан, хашкама ернӗ часовойран.Партизаны? — спросил Вернер запыхавшегося часового, который вставлял ленту в пулемет.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Чӑнах та, ялҫыннисем, ӑна чума чирӗ ернӗ ҫын вырӑнне хунӑ пекех, унтан пӑрӑннӑ, унпа ӑнсӑртран та тӗл пуласшӑн пулман.И вправду они избегали ее, как зачумленную, старались не столкнуться даже случайно.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
— Эсӗ чума чирӗ ернӗ ҫынран та усалтарах!
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Чума чирӗ ернӗ ҫын-и мӗн эпӗ?
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вилес пекех хӑраса ӳксе чӗтрекене ернӗ капитан Двина ҫине янӑ вырӑссен батальонӗ восстани пуҫлани ҫинчен каласа пачӗ.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Хӑйсем хытӑ ахӑлтатса кулаҫҫӗ, хуйхӑпа ухмаха ернӗ пек ӗсӗклесе йӗрекен карчӑксем ҫине аллисемпе тӗлле-тӗлле кӑтартаҫҫӗ.Кто-то из них громко и по-дурацки хохотал, показывая на обезумевших от горя рыдающих старух.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Унтан вӑл хут листисене тарӑхнипе чӗтреме ернӗ аллипе аяккалла илсе хучӗ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ҫапла пӗр ҫухрӑм е ытларах кайрӑмӑр, ухмаха ернӗ пек вӗҫтертӗмӗр…
6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Фролов патне хашкакана ернӗ Крайнев вӗҫтерсе пычӗ.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
«Ухмаха ернӗ вӑл», — шухӑшларӗ Роджерс.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Сивӗпе шӑнса чӗтрекене ернӗ ҫынсем, йӗпе кӗпе-тумтирпе ҫул тӑрӑх аран-аран уткалаҫҫӗ.Дрожа от холода в мокрой одежде, люди едва тащились по дороге.
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Аялтан, ҫыран хӗрринчен хӑпаракан сукмак тӑрӑх, хашкакана ернӗ, хытӑ чупнипе хӗрелсе кайнӑ пӗр моряк чупса хӑпарчӗ.Снизу, с береговой тропки, прибежал запыхавшийся и красный от напряжения моряк.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Ку арҫынна темскер чӗтрев чирӗ ернӗ тейӗн! — тенӗ Прасковья.
7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Чӑпарпа ытти сыснасене те ернӗ.
1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Василий Кузьмич, ҫӗнӗ сысна аҫине кӗҫӗ ернӗ, — терӗ Сережа-сержант.— Василий Кузьмич, у новорожденного поросенка чесотка, — сказал Сережа-сержант.
1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Мӗнле чир ернӗ?
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Амӑшӗ унӑн ним сас-хурасӑр ҫухалнӑ, ашшӗ — вӑрӑ, ӗҫке ернӗ, — терӗ хӗрарӑм, шухӑша кайса.— Мать у него без вести пропала, отец — вор и пьяница, — задумчиво сказала женщина.
XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ӑна хӑйӗн арӑмӗ, ывӑлӗ, йытти, ӗҫке ернӗ ватӑ вӑрӑ Данило Весовщиков — фабрикӑран хӑваласа янӑскер, тата слободари темиҫе ыйткалакан пуҫтарӑнса пытарнӑ.
II // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Матвей, ухмаха ернӗ пек темскер кӑшкӑрса, ун хыҫҫӑн васканӑ, анчах Келлипе пӗр нимӗҫ ҫийӗнчех унӑн ҫулне пӳлсе хунӑ.Матвей кинулся за ней, крича что-то, почти в исступлении, но немец и Келли загородили ему дорогу.
XXX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Пичӗ унӑн пир пек шурса кайнӑ, хӑраса ӳкнӗ куҫӗсем ухмаха ернӗ чухнехи пек курӑннӑ.С лицом, бледным, как полотно, с испуганными сумасшедшими глазами…
XXI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.