Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗтӗ сăмах пирĕн базăра пур.
вӗтӗ (тĕпĕ: вӗтӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗвер ҫине хунӑ сулахай аллӑн виҫӗ пӳрнинчен пӗрне шакканӑ чух вӑл эхинококк хӑмпи ӑшӗнче пӗчӗк гидатидӑсем (вӗтӗ хӑмпӑсем) чӗтреннине уҫҫӑнах сисрӗ: ал лаппи айӗнче пружина чӗтреннӗ пек туйӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Анчах хытӑ витӗмне ҫӳл енчен вӗтӗ юн тымарӗсем карса илнӗ, икӗ куҫӗ те сиенленнӗ — куҫ шӑрҫи таранах.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сулахай аллинче унӑн кӗмӗл сулӑ, кӑкӑрӗ ҫинче — вӗтӗ ҫеҫтенкӗллӗ мӑй ҫыххи.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун уҫлӑхне ытла ҫывӑха килсе ларнӑран вӑл Атӑлпа иртсе ҫӳрекенсенчен чӑлӑш-чалӑш мӑрьеллӗ, ҫӗтӗк ҫи виттиллӗ пӳрчӗсене ҫеҫ мар, ӳкме пуҫланӑ картисене те, хуралса ларнӑ мунчисене те, ҫыран хӗррипе сапаланса тухнӑ вӗтӗ киммисене те, ним йӗркесӗр купаланса выртакан вут-шанкӑ шаршанӗсене те пытараймасть.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗтӗ ҫумӑр пӗрӗхместчӗ Тӗтре витӗр кӗркунне…

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Кӑҫал улма вӗтӗ, хуртлӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӳлӗ тӗпӗ вӗтӗ хӑйӑрпа витӗннӗ.

Дно озера покрыто мелким песком.

Балатон // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%BE%D0%BD

Темскерле питӗ вӗтӗ шӑллӑ пӑчкӑ пур, тет, лобзик ятлӑскер.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Витри — вунӑ пус! — вӗтӗ улмана виҫе-виҫе сутнӑҫем янӑрать Кольӑн уҫӑ сасси.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл мӗнле ӳкнӗ ҫавӑн пекех выртать: кӑштах хутланнӑ, пуҫӗ айккинелле пӑрӑннӑ, аллисем тупанӗсемпе ҫӳлелле, ҫӳп-ҫап ӑшӗнче чӗр куҫҫи таранах; ҫӑварӗ уҫӑ, вӗттӗн-вӗттӗн, хӗвтесӗррӗн, шывӑн вӗтӗ хумӗ лӑпланнӑн пит ҫӑмартисем тытӑнкӑллӑн чӗтресе хевтесӗрленнӗ.

Она лежала в этом положении, как упала и свернулась при упругой поддаче: запрокинув голову, с вытянутыми руками, повернутыми ладонями вверх, с воткнувшимися в мусор до колен ногами; ее рот раскрылся, на щеках угасала судорога, мелко и безвольно томясь, как стихающая рябь воды.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫӗрӗкпе тата вӗтӗ туратсен пружинипе хутӑшнӑ хӑрӑк-турат сийӗ Гервак кӗлеткине кисретсе кӑна йышӑнчӗ — вӑл ӳксен пӗтӗм «тӳшек» силленчӗ, кунсӑр пуҫне турат татӑкӗн ҫивӗч вӗҫӗ унӑн сулахай аякӗнчен шӑтарса кӗчӗ те ӳтне аяк пӗрчисем таранах касса ҫурса амантрӗ.

Слой хвороста, смешанный с перегноем и пружинами сучьев, встретил тело Гервак лишь жестоким сотрясением, от которого закачался весь помост; кроме того, острый древесный обломок рассек ее левый бок, вспоров кожу до ребер.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Чул аялалла вӑркӑнчӗ те ҫухалчӗ; сасартӑк хӑйӗн пирки систерчӗ — вак чулсенчен ҫапӑна-ҫапӑна чанклатать; вӗтӗ чул сике-сике сапаланнине ҫӳлтен уйӑрса илеетӗн.

Камень понесся вниз и исчез; вдруг обнаружил себя, стукнув по кучам гальки; можно было различить сверху, как запрыгала галька.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Выртнӑ ҫӗртен тӑрса иллюминатортан тинӗселле тӗмсӗлтӗм: вӑл ҫилпе тата вӗтӗ ҫумӑрпа сивлекленнӗ.

Встав, я посмотрел в иллюминатор на море и увидел, что оно омрачено ветром с мелким дождем.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Урай варринче чавса уҫнӑ шӑтӑк хӗрринче вараланчӑк пӗчӗк тӗркемсем, Горн хӑй тунӑ сӑран хутаҫсем сапаланса выртаҫҫӗ; вӗсем вӗтӗ ылтӑн тултарнӑран тачка-кӳпчем.

Земля, взрытая на середине пола, зияла небольшой ямкой, по краям ее лежали грязные узелки и самодельные кожаные мешочки, пухлые от наполнявшего их мелкого золота.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Шыв тӗпӗнче ылтӑн вӑрттӑн пытанса выртать, унӑн тӗксӗм пӗрчисенчен Горнӑн куҫ шӑрҫисем ҫинелле курӑнми, янӑравлӑ вӗтӗ фонтансем сирпӗнеҫҫӗ; вӗсемех хӑлхисенчи юн таппипе пӗрлешсе янӑраҫҫӗ.

Оно таинственно покоилось в глубине, от его матовых зерен били в зрачки Горна невидимые, звонкие фонтанчики, звеня в ушах беглым приливом крови.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Шыв ҫемҫетнӗ йӑлтӑрккапа тӗлкӗшсе сарӑ хӗлхемсем ҫырман таса тӗпне чӑпарлатаҫҫӗ, Горн мӗн чухлӗ ытларах тӗмсӗлет — вӗтӗ чулсене ылтӑнран ҫавӑн чухлӗ йывӑррӑн уйӑраять.

Желтые искры, тлея смягченным водой блеском, пестрили чистое дно ручья, и чем больше смотрел Горн, тем труднее становилось ему отличить гальку от золота.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Вӗтӗ чул кӑшӑртатать, такамсем ерипен утаҫҫӗ, ҫурма сасӑпа калаҫаҫҫӗ.

Зашуршал гравий, послышались медленные шаги и разговор вполголоса.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Унта та кунта кӳлӗре тытнӑ вӗтӗ раксемпе устрицӑсем тултарнӑ карҫинккасем курӑнаҫҫӗ.

Попадались корзины с устрицами и мелкими озерными раками.

XVIII. Ливингстонпа сыв пуллашни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Сулахай аллипе король вӗтӗ нумай шӑнкӑравлӑ патак тытнӑ.

В левой руке король держал палку с колокольчиками.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Шау вӑтӑр пилӗк ҫулсенче, тӑваткал хӗрлемес сухаллӑ, хӑлхи-сӑмси-ҫӑварӗ вӗтӗ, куҫ харшисем ачаннилле шӗвӗ; сӑн-пичӗ — йӳҫӗкрен — кӳреннӗ евӗр курӑнать; куҫӗсем пӑрҫа пек тата тӗссӗр.

Шау был человек лет тридцати пяти, с квадратной рыжеватой бородкой, мелкими чертами лица и жидкими детскими бровями; кислому выражению его лица отвечал обиженный взгляд; глаза были ничтожны и бесцветны.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех