Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тавӑрса (тĕпĕ: тавӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тавӑрса кала вӗсене лайӑхрах, ку хӗрарӑмпа шӑл йӗрме йывӑр тесе аптраса тӑччӑр.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чипер пурӑнсан ярлӑкне тавӑрса параҫҫӗ пулӗ тетӗп-ха, — шахвӑртасшӑн пулчӗ Сарри.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку ытлашши калаҫу пулнине систерсе элчӗ ӑна нимӗн те тавӑрса каламарӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Инҫи-мӗнӗ, — княҫа тавӑрса калама кирлӗ сӑмахсем шырарӗ Черемисинов.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Нумай пулмасть вӑрман ҫунчӗ, куртӑн пуль? — ыйтрӗ вӑл сӑмах тавӑрса калас вырӑнне.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑкӑра тавӑрса пӑх — нимӗн те ҫук унта.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗр ача шахвӑртса калаҫма тӑрӑшнине сисрӗ пулсан та Иливан тата ытларах вӑтанчӗ, малтанах ним тавӑрса калама та пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусанне каялла тавӑрса пулать-и, пулмасть-и, эп ӑна халлӗхе шансах пӗтерейместӗп, анчах хамӑр вӑя кӑтартасчӗ пӑртак.

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лешсем ку ахаль ыйту маррине сисрӗҫ, анчах мӑрса воевода ҫуртӗнчен мӗнле кӑмӑл-туйӑмпа таврӑннине ӑнланса сӑмах тавӑрса калама тӑхтаса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл хирӗҫ тавӑрса калама сӑмах та тупаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темле хӑратсан та, тавӑрса калама сӑмах тупать тарҫӑ.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Данила текенни, ӑна тавӑрса калас вырӑнне, Северьяна пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанӗ таран куҫпа виҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чечекпи тавӑрса калас вырӑнне Иливана пилӗкрен ҫеҫ ыталарӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна никам та сӑмах тавӑрса калаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан ним те тавӑрса калаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑмӑла тавӑрса пур енчен те, хулапа посадран ҫеҫ мар, вӑрманпа улӑх енчен те, ҫӗрсе пӑнтӑхнӑ, хуртланнӑ пин-пин виле шӑрши сӑмсана кӳ те кӳ киле-киле ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс ху намӑссӑр, — ун сӑмахӗсемпех тавӑрса пычӗ Бурнаш ывӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темле ыйтсан та аслӑ карачи вӗсене каялла тавӑрса памарӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрсасене вуншарӑн вӗлерсе каварҫӑсене хӑрататӑп тет-ши е хӑй Хусанта нумай тытӑнса тӑрас ҫуккине сиссе тӑшманӗсене пуриншӗн те тавӑрса юлас тесе шутлать-ши?

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах вырӑссем Сӗве хулинчен тухиччен пурне те шута илнӗ ҫав: тутарсем хирӗҫ тӑрсан мӗн тумалла, Сююнбике кутӑнлашсан е чирлӗ пулсан мӗн каламалла, ӑна темиҫе кунтан тин парса яратпӑр тесен мӗн тавӑрса каламалла.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех