Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курчӗ (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Григорий сӑрӑ чӑмакка евӗр Франьӑна икӗ казак аллисем ҫине йӑтса ҫӗкленине курчӗ (хӗрӗн урисем, юбка айӗнчен шӗвӗр кӗтеслӗн мӑкӑрӑлса тухса, нимӗн хускалмасӑр ҫакӑнса тӑраҫҫӗ).

Григорий видел, как двое подняли серый сверток — Франю (у нее, выпирая под юбкой острыми углами, неподвижно висели ноги).

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сотня командирӗ, взводнӑй офицера тем ӗҫ хушса тӑраканскер, ҫак ӗҫе курчӗ те тӳртӗн ҫаврӑнса тӑчӗ.

Сотенный командир, что-то приказывавший взводному офицеру, видел эту сценку и отвернулся.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий хуторти хӑйпе тантӑш ачасене курчӗ; Митька Коршунов вӗр-ҫӗнӗ те капӑр йӗнерпе йӗнерленӗ, янкӑс ӑмралӑхпа шуҫ тӳмеллӗ чӗн йӗвен тӑхӑнтартнӑ ҫӳллӗ ҫутӑ тур ут ҫине утланнӑскер, ирхине пусӑ патнелле вӗҫтерсе иртнӗччӗ, хваттер хуҫисен хапхи умӗнче тӑракан Григорие курсан, ӑна саламламасӑрах, чалӑштарса лартнӑ картузне сулахай аллипе тытса, мӑкӑрлантарса иртсе кайрӗ.

Григорий увидел хуторных ребят-одногодков; Митька Коршунов на высоком светло-гнедом коне, подседланном новехоньким щегольским седлом, с богатым нагрудником и наборной уздечкой, еще утром проскакал к колодцу и, завидев Григория, стоявшего у ворот своей квартиры, прожег мимо, не здороваясь, придерживая левой рукой надетую набекрень фуражку.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ашшӗ нимӗн те памасть тесе шутлани тӗрӗссине Григорий хӑй те часах курчӗ.

Предположения Григория, что отец ничего не даст, вскоре подтвердились.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те икӗ казак, акалама пӑрахса, ҫырманалла кӗрсе кайма тапаҫланакан кашкӑр ҫулне пӳлмелле чупнине курчӗ.

Григорий увидел, как двое казаков, бросив плуг, бежали наперерез волку, норовившему прорваться к логу.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, чӗлпӗр вӗҫне ҫавӑркаласа тип ҫырмаран тухнӑ чухне, кашкӑра самантлӑха куҫран ҫухатрӗ, утне тӗмеске ҫине сиктерсе хӑпарсассӑн ӑна татах курчӗ: — вӑл чылай аякра йӑртлатса пырать иккен; ҫеҫенхирӗн хура йӑранӗсем тӑрӑх ҫӗрпеле пӗр тӗс пулса, хыт курӑксем хушшипе йытӑсем шӑвӑнаҫҫӗ, унтан та инҫерехре, Крепышне чӗн саламат аврипе ӑшалантарса, чӑнкӑ шырлан хӗррипе ватӑ пан тӗрлеттерсе пырать.

Григорий, поднимаясь из буерака, кругообразно поводя поводьями, на минуту потерял его из виду, а когда выскочил на бугор, — волк мельтешился далеко-далеко; по черной ряднине степи, сливаясь с землей, плыли в бурьянах черные собаки, а дальше сбоку, полосуя Крепыша рукоятью арапника, обскакивал крутой яр старый пан.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр пӗчӗк айлӑм урлӑ сиксе каҫрӗ те вӑл чарӑнчӗ, унтан, вӑртах аяккӑн ҫаврӑнса тӑрса, йытӑсене курчӗ.

Перепрыгнув ложок, он стал и, живо повернувшись боком, увидел собак.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Иван Алексеевич Атепин мӗнле калаҫнине ҫав тери тӗрӗс витлесе кӑтартрӗ, вара Давыдка чӑтайманнипе, ҫӑварне ҫавракалатса, кулса ячӗ, анчах та Валет пит-куҫне шӑртланса ӳкнӗ пек хускантарса илнине курчӗ те шӑпах пулчӗ.

Иван Алексеевич так похоже передразнил Атепина, что Давыдка, округлив рот, пустил короткий смешок, но, глянув на язвительную мину Валета, смолк.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья, кӗтеселле пӑрӑнса кӗнӗ чух, каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ; пӑятамӗ, аллинчи туйи ҫине вӑйпа тайӑнса, площадь тӑрӑх лӑкӑштатса пынине курчӗ.

Наталья, заворачивая за угол, оглянулась: свекор хромал по площади, с силой налегая на костыль.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл пуҫне ҫӗклерӗ, курчӗ: йӑм-йӑм хура тӗксӗмпе эреветленнӗ кайӑк, урине хуҫлатнӑ та, нимӗн сасӑсӑр вӗҫсе иртсе, ҫунаттисемпе сулласа сывпуллашать.

Он поднял голову, увидел: вороненая, в черной синеве оперенья птица, поджав ноги, в беззвучном полете прощально машет крыльями.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Степан аллипе сулчӗ, кӑрпӑклӑ ҫерем тӑрӑх кайма пуҫланӑ вӑкӑрӗсене ҫул ҫине кӑларса, пушшипеле шартлаттарса илчӗ, унтан ҫуна хыҫӗнчен утса пыракан Григорие нумайччен тинкерсе пӑхса ӑсатрӗ, Григорий малтанхи кӳлӗрен аякрах мар ҫул ҫине пӑрахса хӑварнӑ ҫунана курчӗ: ҫуна патӗнче Аксинья тӑрать.

Степан махнул рукой, щелкнул кнутом, заворачивая направившихся по целине быков, и проводил шагавшего за санями Гришку долгим взглядом, неподалеку от первой ендовы Григорий увидел брошенные среди дороги сани, около саней стояла Аксинья.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫапӑҫун уйрӑм-уйрӑм тӗлӗсем Дарья куҫӗ умӗнче таткаланса пӗтнӗ тӗрлӗ тӗслӗ лӑнчашкасем евӗр мӗлтлетеҫҫӗ: чӗркуҫҫи ҫинче тӑракан Митька Коршунов хӑй умӗнчен чупса иртекен Сергей Платоновича тимӗр винтӑпала янлаттарса янине курчӗ вӑл, курчӗ те тӗлӗнмерӗ; лешӗ, хӑлаҫланса пыракан аллисене сарса ярса, тараса пӳлӗмнелле рак пек чакма пуҫларӗ; ӑна ура кӗллисемпе таптаҫҫӗ, айӑн-ҫийӗн йӑвалантараҫҫӗ…

Перед глазами Дарьи разноцветными лоскутьями мелькали разрозненные сценки побоища; она видела и не удивлялась тому, как Митька Коршунов, стоя на коленях, резнул железным болтом бежавшего мимо Сергея Платоновича; тот вскинул размахавшимися руками и пополз раком в весовую; его топтали ногами, валили навзничь…

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дарья Митька Коршунова ҫурса антарнӑ шупка-кӗрен ҫанӑллӑ Таврида ҫынни туртапа туртса янине, унтан ҫавӑнтах, чӗрпеленсе пӗтнӗ туртине кӑларса ӳкерсе, ҫӗре чикеленсе кайнине курчӗ: ӑна хулсӑр Алексей, хӑйӗн тӑхлан пек йывӑр чышкипеле ӗнсерен тӑрӑнтарса, ура кӗллипе ислетме пуҫларӗ.

Дарья видела, как Митьку Коршунова подкосил оглоблей тавричанин в расшматованной розовой рубахе и сейчас же упал навзничь, выронив расщепленную оглоблю, а на него ступил безрукий Алексей, прислонивший к тавричанскому затылку свой кулак-свинчатку.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро, алӑ айне лекнӗ ҫынсене чикӗлентерсе ярса, ушкӑн варрине кӗрсе кайнине Дарья курчӗ.

Дарья видела, как Петро втесался в середину, валяя подручных.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сергей Платонович жилетки ҫинчи ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене шӑлкаласа тухрӗ; Митькӑна курчӗ те — куҫхаршийӗсене хӗсрӗ:

Сергей Платонович вышел, обметая с жилета крошки сухаря; увидел — и сдвинул брови.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ыйхӑллӑ ӑшӑ сасӑ квасаккӑн туйӑнчӗ, Митька пӳлӗм тӑрӑх темӗнле чӑштӑртатакан шурӑ япала шӑвӑнса ҫӳренине курчӗ.

Сонный теплый голос, казалось, пахнул мятой, Митька видел что-то белое, шелестящее, двигавшееся по комнате.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Боярышкин кӗсменсенчен уртӑнса каялла сулӑннине, кулса янине курчӗ вӑл, анчах Лиза питне кураймарӗ, мӗншӗн тесен вӑл тӳртӗн ларнӑ.

Он видел, как Боярышкин, налегая на весла, откидываясь, засмеялся, но ее лица не видел: она сидела к нему спиной.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те Давыдкӑн паҫӑрхи шур шӑллӑ куллине курчӗ, унтан татӑклӑнах: «Калатӑп!» тесе шут турӗ.

Оглянувшись, увидел прежнюю белозубую Давыдкину улыбку и твердо решил: «Скажу!»

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл витрисене хӑйӑр ҫине лартрӗ те хӑлӑпӗсенчен кӗвенте ҫаклатрӗ, хӑйӑр ҫинче Гришкӑн шӗвӗр сӑмсаллӑ аттисен йӗрӗсем выртнине курчӗ.

Она поставила на песок ведра и, цепляя дужку зубцом коромысла, увидела на песке след, оставленный остроносым Гришкиным чириком.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий ӑна вӑл унпала танлашса ҫитеспе тин курчӗ.

Григорий увидел ее, когда она почти поравнялась с ним.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех