Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ксени (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ксени ҫилпе юра хирӗҫ талпӑнса ҫапла утнипе такама усал тунӑ пек утрӗ.

Ксения шагала навстречу ветру и снегу так, словно она делала это кому-то назло.

26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени килтен тухнӑ чухне сӗм тӗттӗмччӗ.

Было совсем темно, когда Ксения вышла из дому.

26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени лӳчӗркеннӗ кӗпине хыврӗ, тӗкӗр умӗнче пӑртак тӑртаннӑ пит-куҫне пудрӑ сапрӗ, пӗчӗк сӗтелте тахҫан илнӗ помадӑ тупса, тутине пурнӑҫӗнче пӗрремӗш хут кӑшт хӗретрӗ.

Ксения сняла смятое платье, припудрила перед зеркалом чуть вспухшее лицо и, найдя в столике когда-то купленную помаду, впервые в жизни слегка подкрасила губы.

26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени, ҫав ҫулҫа илсе, ывӑҫ тупанӗ ҫинче якатрӗ, ҫунса тӑракан пит ҫӑмартийӗ ҫумне тытрӗ, вара ун кӑкӑрӗнче сасартӑк темскер ҫемҫе те ӑшӑскер ҫавӑрӑнса илчӗ — Ксени йӗрсе ячӗ.

Ксения взяла этот лист, разгладила на ладони, приложила к пылающей щеке, и вдруг словно что-то мягкое и теплое повернулось в груди, и она заплакала.

26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени хуравламарӗ, кӗпе-йӗме чӳхесе пӗтерчӗ, пӗшкӗнсе кӗвенте айне тӑчӗ те, ҫемҫен яра-яра пусса, шыв хӗрринчен ерипен утрӗ, хулпуҫҫисем ҫине пуснипе хӑйне ӑшӗнче ҫӑмӑлтарах пулнине туйрӗ.

Не отвечая, Ксения дополоскала белье, согнувшись, подлезла под коромысла и, пружиня шаг, медленно пошла от реки, испытывая странное облегчение от этой давящей на плечи тяжести.

26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени ҫиелте выртакан пит шӑллине илсе шыва чикрӗ.

Ксения подняла лежавшее сверху полотенце и окунула ого в воду.

26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Карчӑкӑн куҫӗсем тӗссӗрленнӗ, куҫҫулленсе тӑраҫҫӗ, вӑл саралса, типсе кайнӑ питне Ксени еннелле пӑрчӗ те нимӗн те каламарӗ.

Старуха повернула к ней желтое, иссохшее лицо с выцветшими слезившимися глазами и ничего не сказала.

26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени хӑвӑрт ун патне чупса анчӗ.

Ксения не выдержала, быстро подбежала к ней.

26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Шыв хӗрринче кӗпе ҫума хунӑ хӑмасем сатӑлт-сатӑлт туса илчӗҫ, Ксени чӗтренекен хӑмасем ҫинче ӳкесрен хӑраса тӑракан кӑвак ҫӳҫлӗ курпун карчӑка курчӗ.

Под выдвинутыми в реку деревянными мостками на козлах захлюпала вода, и Ксения увидела седую сгорбленную старуху, неуверенно вступавшую на шаткий настил.

26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Мӗн тӑвасшӑн-ха эпӗ? — кӗтмен ҫӗртен ыйтрӗ Ксени хӑй ӑшӗнче, хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса выртакан шыв ҫине тӗлсӗр пӑхса.

«А что я, собственно, хочу? — неожиданно спросила себя Ксения, скользя рассеянным взглядом по кишащей солнечными светляками реке.

26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пушӑ пахчасенчен иртсен, Ксени шыв хӗррине тухрӗ, питрен ӑна уҫӑ та сивӗ ҫил варкӑшрӗ.

Миновав пустые огороды, Ксения вышла к реке, и в лицо ей повеяло студеной свежестью.

26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Мӗн хуҫкаланать-ши, мӗне кирлӗ-ши?» — шухӑшларӗ Ксени, Иннокентий сӑмахӗсем те, вӑл тӑрӑхласа кулни те хӑйне пачах пырса тивменнинчен тӗлӗнсе.

«И чего он кривляется, зачем это нужно?» — подумала Ксения, поражаясь тому, что ее совершенно не трогают ни слова Иннокентия, ни его язвительная усмешка.

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пӗлместӗп, — терӗ те Ксени, кӑшт шухӑшласа тӑчӗ.

— Не знаю, — сказала Ксения и немного подумала.

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Мӗншӗн-ха капла эсӗ, Кешӑ? — хирӗҫлерӗ Ксени ывӑннӑн.

— Зачем ты так, Кеша? — устало возразила Ксения.

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Юрать, — терӗ Ксени пӗр самант шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн.

— Хорошо, — после некоторого раздумья проговорила Ксения.

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени, эсӗ ӳссе ҫитӗннӗ, хӑв пуҫупа шухӑшлама пултаракан ҫын! — терӗ Анохин, хулпуҫҫийӗсене сиктерсе.

— Ксения, ты же взрослый и самостоятельный человек, — пожав плечами, проговорил Анохин.

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тепӗр вӑхӑтра, тепӗр ҫӗрте пулсан, Ксени ҫакӑн пек каланишӗн, сивленӗ пулӗччӗ: парти работникӗ ҫапла каланинчен чылаях тӗлӗнмелле ӗнтӗ, тата вӑл ӑна юратнине пӗтӗмӗшле интерессенчен мала хурать акӑ, анчах халӗ Иннокентие итленӗ чухне вӑл ытла та йӑвашланса кайрӗ.

В другое время, в иной обстановке она осудила бы такое признание, звучавшее довольно странно в устах партийного работника, ставившего любовь к ней выше общих интересов, но сейчас она слушала Иннокентия, проявляя необъяснимую слабость.

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Куна вара эсӗ ахалех! — хирӗҫлерӗ Ксени, нимӗн тума пӗлмесӗр, вӑтанса.

Ну, это ты зря! — теряясь, сконфуженно запротестовала Ксения.

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кутекленсе йӑтса пыриччен ӑна чакарсарах хаклани луччӑ, — ӑнлантарчӗ Анохин, Ксени ҫапла шутланӑшӑн нимӗн чухлӗ те кӳренмесӗр.

Лучше их немного недооценивать, чем брать ношу не по плечам, — нисколько не обидевшись на подозрение Ксении, пояснил Анохин.

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эпӗ ӑнлансах ҫитерейместӗп-ха сана, — терӗ Ксени.

— Я не совсем понимаю тебя, — сказала Ксения.

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех