Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗрулми сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӗрулми (тĕпĕ: ҫӗрулми) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та пурӑнать кунти хресчен чун-чӗринче ҫӗрулми тӗллӗн уйрӑм сум-хисеп.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫӗрулми пире ӑшӑтнӑ та, тӑрантнӑ та.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Астӑватӑп-ха: вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче урапа ҫине пӗр михӗ ҫӗрулми хураттӑмӑр та ҫирӗм-ҫирӗм пилӗк ҫухрӑмри Шӑмӑршӑ еннелле е Кӗтне тӑрӑхне вутта тухса каяттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫӗрулми Юньнаньте ҫиеҫҫӗ (тата Сычуаньте пулмалла), ытти провинцисенче ҫисех каймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Китайри ресторансенче питӗ тутлӑ ҫитереҫҫӗ…» // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/646

Фотора тӗтӗмлесе тӳнӗ баклажан тата ҫӗрулми (карамельпе витнӗ пекех).

Куҫарса пулӑш

«Китайри ресторансенче питӗ тутлӑ ҫитереҫҫӗ…» // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/646

Олег Николаев тата ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов агрофирмӑн Йӑлмахвари пахалӑхлӑ ҫӗрулми вӑрлӑхӗ туса илекен теплицинче пулнӑ, унти ӗҫ-хӗлпе паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлӗ визитпа пулнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d2%ab%d0%b ... %bd%d3%91/

Ҫав вӑхӑтрах килти ҫӗр лаптӑкне те пушӑ вырттарман, ҫӗрулми, ытти пахча ҫимӗҫ ӳстернӗ, выльӑхне те усранӑ.

Куҫарса пулӑш

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

«Рассвет», «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗсем, «Сюрбеево» ООО, «Слава картофелю» агрофирма, Самаринӑн фермер хуҫалӑхӗ 688 гектар ҫӗрулми лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир симӗс тумпа витӗнчӗ // Сергей Орлов. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d1%83%d0%b ... %87%d3%97/

Акана вӗҫлеме пулӑшнӑ, ҫӗрулми лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗх салтаксен вӑйне ҫӗклет... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12708-p- ... jne-c-klet

Ҫу уйӑхӗнче вӗсем тепӗр ҫуркуннеччен ҫимелӗх ҫӗрулми лартнӑ.

В мае они сажали столько картошки, что ее урожая хватило бы на каждый день до следующей весны.

Пӑрӑҫ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/593

Ҫав вӑхӑтрах пахча-ҫимӗҫ, ҫӗрулми ӳстерекенсен ҫавӑн пекех 45 процент пулать».

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑх паркӗ пуянланать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60546

Пуртӑпа ҫилос тураҫҫӗ, кӗреҫепе ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Машинсен выставки // Н. Маяк. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 9 с.

…Сулагаев вӑйпа тенӗ пекех пӗр сумкине — сап-сарӑ панулми, теприне шултра ҫӗрулми тултарчӗ те пӗччен йӑтса утма йывӑр тесе Таранова шоссе хӗррине ҫитичченех ӑсатма пычӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӳрте вӑл пӗр ҫатма шаритленӗ ҫӗрулми ҫӗклесе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сыснасем валли ҫӗрулми пӗҫеретӗп-ха лаҫра.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Писательсем те ҫӗрулми шуратма, купӑста турама пӗлеҫҫӗ иккен, тӗлӗнмелле!

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ытларах Таранова ӗҫлеттерчӗ паллах: ҫӗрулми шураттарчӗ, купӑстапа сухан тураттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кӗл ҫинче ҫӗрулми пӗҫерни, ачасене кишӗр валеҫсе пани асра юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Халӗ те ырӑпа асӑнатпӑр // Тамара Григорьева. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

План тӑрӑх, 35 000 гектар ҫу тумалли культурӑсем акса хӑвармалла, пӗтӗм хушма хуҫалӑхсемпе пӑхсан 19 000 гектар ҫинче ҫӗрулми лартмалла, сахӑр чӗкӗнтӗре тата ытти культурӑсем те».

Куҫарса пулӑш

Ака пырать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60883

Хӑш-пӗрисем, ҫамрӑккисем, ватӑсене сӗт таврашӗ тӳлевсӗр памалла тӑвасшӑн пулман, ҫавӑн пирки пӗрлехи пухура вӗсем председательпе ҫине тӑрсах тавлашнӑ, анчах Мамарланов ҫавнашкал карма ҫӑварсем хыҫҫӑн кайман: «Ватӑсене эп тырӑ та, сӗт те, ыттине те паратӑп, мӗншӗн тесен вӗсем ҫамрӑкрах чухне Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ҫӗрӗк ҫӗрулми икерчи ҫисех колхоза хӑйсен ӗнси ҫинче тытнӑ, фронта пулӑшнӑ — ун пеккисем ӗмӗр-ӗмӗр мухтава тивӗҫ!» — тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех