Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куна (тĕпĕ: кун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куна эсир мӗн пирки, атте?

— Вы о чем, батя?

XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Куна эпӗ сирӗн ҫинче ҫеҫ те мар асӑрхатӑп: ман арӑм та хама пӑхнӑ.

И это я не только на вас замечаю: моя жена на меня похожа.

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ӑнланма та, ӑнлантарса пама та йывӑр куна.

Это было трудно понять и объяснить.

XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ун сассине илтсен нумайӑшӗ тӗлӗнсе кайрӗҫ, анчах куна вӑл кӑшкӑрнине нихӑшӗ те ӑнланса илеймерӗ, пӗри те вырӑнтан хускалмарӗ.

Многие с удивлением услышали его голос, но никто не понял, что он кричит, и не тронулся с места.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Санбатра ирттернӗ виҫӗ куна Андрей хӑй пурнӑҫӗнче пустуй ирттернӗ кунсем вырӑнне шутларӗ.

Все три дня, проведенные в санбате, Андрей считал пропащими в жизни.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах Митман куна урӑхларах ӑнланчӗ.

А Митман понял это по-другому.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл Лозневой Андрейпа пӗрле килсе кӗнӗ куна аса илчӗ.

Она вспомнила тот день, когда Лозневой пришел с Андреем.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Куна та пулин вӑйпа хӑйпӑтса илтӗм.

— И то через силу вырвал.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах Лозневой куна хӑй майлӑ хакланӑ.

Но Лозневой по-своему расценивал это.

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Куна та ӑнсӑртран тупса сыртӑм.

— Этот-то еле достал.

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Марийка чи пысӑк та сапакаллӑрах йывӑр турата ярса тытрӗ, ун ҫине пӑхса илчӗ те — тӳрех ҫак ҫурхи пӗр йӑлтӑр хӗвеллӗ куна аса илчӗ.

Марийка поймала большую, тяжелую ветку, густо обвешанную гроздьями ягод, взглянула на нее — и сразу вспомнила один лучистый день последней весны.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Мӗн темелле-ха ӗнтӗ куна — хӗрарӑмсемпе ача-пӑчасене вӗлернине?

Это как называется — баб да детишек бить?

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн паян Чжан-фу патне кайрӑм; вӗсен килӗнче пуласшӑнах хулара тепӗр куна юлтӑм.

Сегодня после обеда я пошел к Чжан Фу; ради этого пришлось задержаться на день.

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

Пӗтӗм куна эпир ӗҫре аппалансах ирттереттӗмӗр, пӗр-пӗринпе калаҫма урӑх май килмерӗ.

Весь день прошел в беготне, и поговорить нам больше так и не удалось.

Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.

Ҫак ӗҫ ҫинчен эпӗ паянхи куна ҫитсе те манаймастӑп, вӑл мана пӑшӑрхантарать, хам ҫине тиркесерех пӑхма кирли ҫинчен аса илтерет.

До сих пор память об этом происшествии живет во мне, оно терзает меня и заставляет задумываться над самим собой.

Пӗр пӗчӗк ӗҫ // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 13–16 стр.

Паянхи куна ҫитсе те ӑна манма пултараймастӑп.

И я до сих пор не могу забыть его.

Пӗр пӗчӗк ӗҫ // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 13–16 стр.

— Паянхи куна урӑх ним те калама хушман, пысӑк спаҫҫипӑ ҫеҫ.

— Да на сегодняшний день ничего, кроме спасиба большого.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Ку ӗҫе пӗр куна кая хӑварма хӑрушӑ, пӗлес тетӗр пулсан — пӗр куна мар, пӗр сехете хӑварма та хӑрушӑ, — хирӗҫ каларӗ Лазарев.

— Опасно откладывать это дело даже на день, если хотите — даже на час опасно, — возразил Лазарев.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫӗр айӗнче пулнисем ҫак куна нихҫан та манас ҫук, анчах ҫак тискер сехетсенче, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе темӗнле пӑчӑ та кӗмсӗртетекен, тамӑкра курнине никам тӗпӗ-йӗрӗпе каласа парас ҫук…

Тот, кто пережил его, никогда о нем не забудет, но вряд ли сможет точно восстановить в памяти все, что пришлось испытать защитникам подземной крепости в те долгие, гибельные часы, иногда сливавшиеся в какой-то один длительный, душный, грохочущий кошмар…

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Паянхи куна сӑмах ун ҫинчен мар.

На сегодняшний день не о том речь.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех