Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗклерӗ (тĕпĕ: ҫӗкле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Половцев унтан икӗ утӑмра чарӑнчӗ, аллине ҫав тери ывӑннӑ чухнехи пек ҫӗклерӗ, ҫамки ҫинчен тарне шӑлса илчӗ; унтан алли, вӑйсӑрскер, ленчешкескер, аялалла шуса анчӗ.

Половцев остановился в двух шагах от него, очень усталым движением поднял руку, вытер испарину со лба; потом рука, безвольная и обмякшая, скользнула вниз.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Шань-сы пуҫне ҫӗклерӗ те вӑл хӑйпе юнашар утса пынине курчӗ.

Подняв голову, вдова Шань увидела рядом с собой

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Сасартӑк Бао-эр аллине ҫӗклерӗ те пурҫӑн ҫип ҫӑмхи пек муталаннӑ ҫӳҫне-пуҫнӗ тӑрмалама тытӑнчӗ.

Вдруг сынок вскинул ручонку и дернул ее за выбившуюся прядь спутанных волос.

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Пуҫне ҫӗклерӗ те вара, хӗсӗр чунсем пек, икшерӗн те виҫшерӗн кумса ҫӳрекен тӗлӗнмелле ҫынсене асӑрхарӗ.

Тогда он огляделся — везде сновали по двое, по трое какие-то странные тени, подобные бесплотным душам.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Вӑл чӑпӑрккине ҫӗклерӗ те, унӑн хулхушшинче таса мар кӗпи ҫинче тӗссӗрленсе тарпа пиҫӗхсе ларнӑ ҫаврашка курӑнса кайрӗ, вӑл ним тума аптӑранипе ҫапла каласа хучӗ:

Он поднял плеть, обнажив под мышкой вылинявшую и обопревшую от пота круговину грязной рубахи, с отчаянием сказал:

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лаша урисем шӑппӑн, ҫемҫен тапӑртатнӑ сасса илтсе, Давыдов пуҫне ҫӗклерӗ: хапхаран йӗнерленӗ, усӑк купарчаллӑ пӗчӗк хӑла лаша сиккипех вӗҫтерсе килсе кӗчӗ.

Заслышав глухой, мягкий грохот копыт, Давыдов поднял голову: в ворота на полном карьере влетел оседланный вислозадый буланый конишка.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Станицӑран тухнӑ чухне утланса ларасшӑн пулчӗ, анчах утланаймарӗ: йӗнер пускӑчи ҫине пусма хӑтланса тӑватӑ хутчен хӑрах урине ҫӗклерӗ, кашнинчех ӳсӗр пек сулӑна-сулӑна илсе йӗнер ҫумӗнчен татӑла-татӑла анчӗ.

На выезде из станицы хотел сесть верхом, но не смог: четыре раза поднимал ногу к стремени и, пьяно качнувшись, отрывался от луки.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав хушӑра Корчжинский, Балабинпа хирӗҫсе илнӗ май тарӑхса кайнӑскер, тӑртаннӑ куҫхупанкисем хушшипе ҫилӗллӗн ялкӑшса пӑхакан пӗчӗк куҫӗсене Макар ҫинелле ҫӗклерӗ, халь ӗнтӗ курайманлӑхне пӗр пытармасӑрах, ҫапла каларӗ:

Тем временем Корчжинский, обозленный стычкой с Балабиным, поднял на Макара сердито посверкивающие из-под припухлых век глазки и уже с нескрываемой враждебностью сказал:

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульнов пуҫне ҫӗклерӗ, Андрей ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхса илчӗ.

Нагульнов поднял голову, недовольно оглядел Андрея.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл, пӳрне вӗҫӗсемпе чӗпӗтсе, симӗс ҫӑм юбкин аркине кӑшт ҫӗклерӗ те, аллисене пилӗкӗ ҫине тытса, куҫне чарса пӑрахнӑ Давыдов умӗнче ҫаврӑна-ҫаврӑна кӑтартрӗ.

Она кончиками пальцев слегка приподняла подол зеленой шерстяной юбки и, избоченясь, поворачивалась перед ошарашенным Давыдовым.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑй тумӗн вӗҫне ярса тытрӗ те вӑштах туртса ҫӗклерӗ, пуласса ҫакӑ пӗр самант хушшинче кӑна пулса иртрӗ-ха, ҫапах эпӗ те, ман мӗнпур ҫыннӑмсем те Сав майра-патшин, хитре Балкис-Македӑн, этем урисемех иккенне курса юлтӑмӑр, анчах вӗсем кукӑрччӗ те ҫӑп-ҫӑра ҫӑмпа хупланнӑччӗ.

Она подняла кверху край своей одежды, и хотя это продолжалось только одно мгновение, но и я, и весь мой двор увидели, что у прекрасной Савской царицы Балкис-Македы обыкновенные человеческие ноги, но кривые и обросшие густыми волосами.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ҫитменнине тата кулак пулнӑ пулӗччӗ… — Мӑйӑхӗ вӗҫҫӗн йӑл кулса, хулӑн сассипе каласа хучӗ Кондратько, анчах Давыдов куҫ харшисене пӗрӗнтерме пуҫланине курчӗ те ӑна ыталаса илчӗ, кӑштах урай ҫумӗнчен уйӑрса, тытса ҫӗклерӗ.

Тай ще, мабуть, и кулак… — смеясь в усы, басил Кондратько, но, видя, что Давыдов сдвигает брови, обнял его, чуточку приподнял от пола.

22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Макар пуҫне вӑштах ҫӗклерӗ те Разметнов ӑна куҫран пӑхрӗ.

Голову поднял Макар разом, и Размётнов встретил его открытый взгляд.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӑвар суланчинчен тӑвар чӗпӗтсе илнӗ пек, вӑл кӗске кӗрӗкӗн аркине чӗпӗтсе тытрӗ, ӑна шыв кӳленчӗкӗ урлӑ каҫма хатӗрленнӗ хӗрарӑм юбкине ҫӗкленӗ пек ҫӗклерӗ, чӗлхине ҫуласа илсе, казаксем ӳмӗнче мухтанма тапратрӗ:

Щепоткой, как соль из солонки, брал он полу полушубка, поднимал ее наотлет, словно юбку баба, собравшаяся переходить через лужу, — цокал языком, хвалился перед казаками:

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Акӑ каллех эпӗ ухмах пулса тӑтӑм… — Нагульнов салхуллӑн пуҫне усрӗ, унтан ҫав самантрах ӑна, йӗнер качисене туйнӑ лаша пек, картах ҫӗклерӗ, янӑрашма тытӑнчӗ:

— Вот опять я вышел дурак… — Нагульнов понуро опустил голову и тотчас же вскинул ее, как конь, почувствовавший шенкеля; загремел:

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яков Лукич сӗтел хушшинчен тӑрса тухмарӗ (хал ҫитереймерӗ! ку ҫеҫ те мар-ха, пушмаккин кӗлисем урай хӑмине ан тӑкӑртаттарччӑр тесе, вӑл тӑр-тӑр-тӑр чӗтрекен халсӑрланнӑ урисене те ҫӗклерӗ).

Яков Лукич не встал из-за стола (не мог! и даже дрожащие, обессилевшие ноги поднял, чтобы не слышно было, как каблуки чириков дробно выстукивают по полу).

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сасса илтнӗ Давыдов ҫырмалли пӗчӗк кӗнеки ҫинчен шурӑ тутӑр татӑкӗпе ҫыхса лартнӑ пуҫне ҫӗклерӗ те йӑл кулса илчӗ.

На стук Давыдов поднял от записной книжки перевязанную белым лоскутом голову, улыбнулся:

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫавӑнпа та Андрей, хӑй хыҫӗнче Демидӑн уҫҫӑн илтӗнмен сасси аслатилле кӗрлесе кайсан, пуҫне вӑштах ҫӗклерӗ.

Поэтому-то Андрей и вскинул голову, заслышав над собой глухой гром Демидова голоса.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Килӗшместӗн-им? — Вӑл тар пӗрчисемпе витӗннӗ кӳҫхаршисене ҫӗклерӗ.

— Не согласен? — Он поднял покрытые потной испариной брови.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унта ҫитсен, кӗпи аркине ҫӗклерӗ, ӑна янаххипе кӑкри ҫумне хӗстерсе тытрӗ.

А подойдя, заголил подол рубахи, прижал его подбородком к груди.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех