Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗр сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫӗр (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑн пек пырсан тӑван ҫӗр, тӑван ҫутҫанталӑк вӑйӗсем этеме куҫаҫҫӗ.

Если так идти, то силы родной земли, природы передаются человеку.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Михаил Игнатьев республикӑра ҫӗр ҫултан иртнӗ ҫынсен шучӗ 93-е ҫитни ҫинчен кӑмӑллӑн каларӗ.

Михаил Игнатьев с удовольствием сказал о том, что в республике число людей старше ста лет достигло 93 человек.

Ӑмӑртура - адвокатсем кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Леонид Фадеевӑн сӑввисенче — ҫӗр еннелле усӑнса тӑракан пучах сулмаклӑхӗ, халӑх пӳлмине кӗнӗ ылтӑн тырӑ мӑнаҫлӑхӗ.

В стихах Леонида Фадеева - тяжесть поникших к земле колосьев, величавость золотого зерна в закромах народа.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

— Ҫут ҫанталӑк илемӗ, ӳсентӑран тӗнчи, ҫӗр анне пуянлӑхӗ пирки.

— О красоте природы, мира растений, о богатстве земли-матери.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Артур /халӗ вӑл Канашри транспортпа энергетика техникумӗнче пӗрремӗш курсра вӗренет/ шкултан таврӑннӑ та сӗтел ҫинче выртнӑ ҫӗр тенкӗлӗх укҫана ыйтмасӑр илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Республика пысӑк мар, йӑлтах алӑ тупанӗ ҫинче темелле, анчах Росреестр, Чӑвашстат, ЧР ял хуҫалӑх министерствин пулӑхлӑ ҫӗр пирки кӑтартусем тӗрлӗрен пулни те шухӑшлаттарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Вӑрмар, Етӗрне тата хӑш-пӗр районта валеҫмелли фондра ҫӗр самай.

Куҫарса пулӑш

Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

2015 ҫулта сухаласа акса хӑварнӑ лаптӑксене, ҫӗртмене шута илсен усӑ курман ҫӗр 202 пин гектар (2006 ҫулхи ҫырав тӑрӑх - 170 пин гектар).

Куҫарса пулӑш

Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

2016 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Росреестр кӑтартӑвӗпе республикӑра сухалакан ҫӗр 807,5 пин гектар.

Куҫарса пулӑш

Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Район администрацийӗсен кӑтартӑвӗпе ҫӗр валеҫмелли фондра 53 пин гектар.

Куҫарса пулӑш

Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Предприятисемпе ыйтӑва татса панӑ пулсан, ӗҫне чарса лартнӑ 28 фермер хуҫалӑхӗпе (вӗсен 277 гектар ҫӗр) информаци ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Шывпа пӑсланнӑ ҫӗр.

Земля под паром.

Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

– Сухалакан ҫӗр 4 пин гектар ытла.

Куҫарса пулӑш

Ӗнен сӗчӗ чӗлхи ҫинче // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Ҫӗр лаптӑкӗ те ӳссех пынӑ.

Увеличивалась земельная площадь.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Ҫӗр ӗҫӗ, йывӑрлӑх вӗсене хӑратман.

Работа на земле, трудности их не пугали.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Вертикальлӗ клумбӑсем ҫӗр ҫинче юпа пек ҫӗкленисем, стена ҫумне ҫирӗплетнисем, ҫӳлтен ҫакса янисем пулаҫҫӗ.

Вертикальные клумбы бывают подымающееся столбом вверх от земли, укрепленные на стены, провисающие сверху вниз.

Ҫӳлелле кармашнӑ чечексем // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Енчен те лаптӑкра йӳҫеклӗ ҫӗр ҫинче лайӑх ӳсекен курӑксем сахалланчӗҫ-тӗк — тӑпра юсанса пырать.

Куҫарса пулӑш

Тӑпрана мӗншӗн извеҫлемелле? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Улмуҫҫи, груша, хӑмла ҫырли, крыжовник, ҫӗрулми, ҫӗр ҫырли кӑштах йӳҫеклӗрех вырӑна килӗштереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑпрана мӗншӗн извеҫлемелле? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Ытларахӑшне вӑтам йӳҫеклӗхлӗ /нейтраллӑ/ ҫӗр тивӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

Тӑпрана мӗншӗн извеҫлемелле? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Кунашкал ҫӗр ҫинче пахчаҫимӗҫ, улма-ҫырла туса илесси чӑрмавлӑрах.

На такой земле овощи, фрукты вырастить хлопотное дело.

Тӑпрана мӗншӗн извеҫлемелле? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех