Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗр сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫӗр (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялта ҫуралса ӳснӗскер ҫӗр ӗҫне кӑмӑллать.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫу кунӗсене 1988 ҫултанпа, дачӑллӑ пулнӑранпа, 4 сотӑй ҫӗр ҫинче ирттерет.

С 1988 года, с момента получения дачи, летние дни проводит на 4 сотках.

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Выльӑх апачӗллӗх культурӑсене акса-лартса тумашкӑн ҫемьен уйра ҫӗр пайӗ ҫук — кӳрши-аршипе калаҫса татӑлса вӗсен анкартинчи курӑка ҫулаҫҫӗ е сутӑн илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫемьери 8 ҫынран 6-шӗ 370 тӑваткал метр лаптӑкпа танлашакан анкартинче ҫӗр ӗҫне пурнӑҫласа хӑйсем валли таса та паха пахчаҫимӗҫ, улма-ҫырла туса илме хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Вӑл ҫӗр ӗҫченӗн «Алран кайми аки-сухи...» гимнӗпе «Акатуй-2016» ялава ҫӗкленипе пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳре, ҫӗрпе акапуҫ уявӗнче // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

— Ҫӳлти хӑватсем манӑн поэзи урлӑ Ҫӗр ҫине информаци парса тӑраҫҫӗ.

— Верховные силы через мою поэзию передают на Землю информацию.

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Комисси членӗсем пахча ҫимӗҫ, тӗш-тырӑ тата пӑрҫа йышши культурӑсен тӗрлӗ сорчӗсене ӳстернипе, ҫӗр пахалӑхӗпе кӑсӑкланнӑ.

Члены комиссии интересовались разными сортами овощей, зерновых и бобовых культур, качеством земли.

Комисси ӗҫе хакланӑ // А.АНТОНОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.05

Ҫулталӑк илемӗ хӗлпе ҫу ҫаврӑннинче, кун-талӑк черечӗ кунпа ҫӗр улшӑннинче, пирӗн телей ӗҫпе тӑнӑҫ хушшинче.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сӑвап (1) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 12 с.

Чӑваш халӑхӗ пӑлхарсен ҫӗр ӗҫӗпе пурӑнакан хресченӗсенчен чӑмӑртаннӑ пулсан, ҫав вӑхӑт XIII—XV ӗмӗрсемпе тӳр килни иккӗленӳсӗр.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Ҫӗр ӗҫӗпе, килти хуҫалӑхпа ҫыхӑннӑ йӑласенчи кӗлӗсем каярах ҫирӗпленсе ҫитнине палӑртнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Вӑл чӑвашсен ватӑ аслашшӗсем ҫӗр ӗҫӗ ҫине куҫсан та питех улшӑнман темелле.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Чӑвашсен ватӑ аслашшӗсем ҫӗр ӗҫӗпе пурӑнма пуҫласан ҫулталӑк пуҫламӑшне нурӑс (иран сӑмахӗ ноу «ҫӗнӗ», рус «кун» тенине пӗлтерет) уйӑхӗнче (вӑл малтан март уйӑхӗн иккӗмӗш ҫуррипе тӗл килнӗ) палӑртма пуҫӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Кӗлӗсемпе пилсенче чӑваш ҫӗр ӗҫченӗ пек курӑнни ҫинчен Н.И.Ашмаринах каласа хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Ҫак факт та чӑваш вӑтам ӗмӗрсенчех ҫӗр ӗҫченӗ пулнине ӗнентерме пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Хуҫалӑхпа тата ҫӗр ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ жанрсем каярах ҫирӗпленсе ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Каярах вӗсенчен пӗрремӗшӗ ҫӳлти вӑй-хӑватсемпе хутшӑннине, иккӗмӗшӗ ҫӗр ҫинчи тата аялти тӗнчери вӑй-хӑватсемпе хутшӑннине пӗлтерме пуҫланӑ.

Попозже первый из них начал означать общение с высшими силами, а второй — силами на земле и в подземном мире.

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Таврари ҫӗр патшалӑхӑн пулсан та ӑна та, ял-йыша та хисеплемеллех.

Хоть и принадлежит земля в округе государству, и ее, и односельчан, все же надо уважать.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Каҫкӳлӗм пӑрусем кӑна мар, 15 ӗне те ҫак таврашрах, хырсем айӗнче, ҫӗр каҫать-мӗн.

Вечером не только телята, еще 15 кров пасутся в этих местах, ночуют под соснами.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Кун пирки ҫӗр ҫинчи кашни ҫыннӑн пӗлмелле.

Об этом на земле должен знать каждый.

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Ҫырав ялхуҫалӑх таварӗ туса кӑларакансене пурне те - ялхуҫалӑх продукцийӗсене туса илекен, усӑ куракан ҫӗр лаптӑкӗсене арендӑна, харпӑрлӑха илнӗ юридика сӑпачӗсене тата уйрӑм ҫынсене пырса тивет.

Перепись коснется всех сельхозпроизводителей - производителей сельскохозяйственной продукции, юридических и частных лиц, которые брали в аренду, в собственность земли, используемые ими.

«Ялта йӗрке - ҫӗршывра ҫителӗклӗ пурнӑҫ» // Н.МИЛЛИН. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех