Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чуна (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чуна ҫӗклентерекен ем-ешӗл тавралӑх.

Окрыляющая душу светло-зеленая природа.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

Чӗпкуҫ чирӗ чуна илнӗ.

Выматывала душу куриная слепота.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

Тӑйлӑк-тайлӑк кивӗ пӳртсем чуна ҫӳҫентернӗ.

Старые дома вызывали потрясение.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

Сывлӑша калама ҫук уҫӑ, таса, пӗтӗм чуна, ҫан-ҫурӑма ҫӳҫентерет.

Куҫарса пулӑш

Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова

- Кӑмӑл пулсан ҫав ӗҫшӗн чуна пама хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Пуҫна ан ус, Азиз! // Валентин ГРИГОРЬЕВ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... id=2567024

Шӑтса тухнӑ калча илемлӗн курӑнать, чуна савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Пахча ҫимӗҫ акатпӑр-лартатпӑр // В. ВАСИЛЬЕВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 6&page=279

Анчах шел: ырӑпа усала, хурапа шурра уйӑрман ҫылӑхлӑ чуна пурӑннӑ чух юсанма-тасалма кирлине мӗнле майпа ӑнлантарӑн?!

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Чуна час-часах ҫав тери тӑвӑрччӗ, сӑмахран, пӗр-пӗр пуҫлӑх шутланаканскер, этем чысӗ-тивӗҫӗпе ҫыхӑннӑ пахалӑхсене ним чухлӗ те уямасӑр ҫеҫ мар, вӗсене «ури айне сарса» утса ҫӳренине куллен курса тӑма.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Нумай ҫул ӳсекен ӳхлӗмпе (костер) люцерна хутӑшӗн ани ҫине ҫитсен ӗҫлӗ ушкӑн хӑйӗн савӑнӑҫне пытараймарӗ: тип-тикӗс те сип-симӗс калчасем чуна савӑнтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй кунӗ чунсене савӑнтарчӗ // А.Исаева. «Каҫал Ен», 09.06.17

Чуна витерекен сӑмахсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗкре масар пасар пек кӗрлемелле-и? // Софья Савнеш. https://chuvash.org/content/3119-%D2%AA% ... B8%3F.html

Хам унта пулман-ха ӗнтӗ, анчах уява вырӑсла кӑна илемлетни чуна питӗ кӑмӑлсӑрлантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Эпӗ, мӗнле калас та, чуна парсах, савӑнсах ӗҫлетӗп.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Ҫирӗм ҫул юратса, чуна парса ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Ҫакӑ йӑлтах Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ тата Чӑваш халӑх художникӗн Миша Григорянӑн 1995 ҫулта ӳкернӗ «Синкер» /Трагедия/ картининче чуна витермелле сӑнарланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аннесен куҫҫулӗ юхнӑ чух чулсем те йӗреҫҫӗ // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Мӗн чухлӗ аякка каятӑн - тӑван кил чуна ҫывӑххине ҫавӑн чухлӗ ытларах туйса илетӗн.

Куҫарса пулӑш

Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Ҫавӑн хыҫҫӑн тинех чӑвашсен илемлӗ те ҫепӗҫ, чуна тыткӑнлакан юррисене тӑван республикӑн кашни кӗтесӗнче кӑна мар, пирӗн йӑхташсем йышлӑн пурӑнакан Мускавра тата Ленинградра, Совет Союзӗн тӗрлӗ регионӗнче итлеме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02

Асӑннӑ семинарта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем П.Хусанкайӑн тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхне тишкерчӗҫ, поэт сӑввисене чуна тивмелле вуларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе ячӗпе ирттернӗ семинар // А.В.Лукина, Л.Н.Тарасова. http://www.sheraut-komsml.edu21.cap.ru/? ... ews=462675

Чӑнах, хӗрарӑмӑн сӑмахӗсем чуна пырса тиврӗҫ-ҫке!

Куҫарса пулӑш

Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Асӑрхарӑн пуль, кирек мӗнле ӗҫе те юратса, чуна парса тусан ҫеҫ вӑл пахалӑхлӑ пулать.

Заметил, наверное, любая работа, только выполненная с любовью, от всей души, может быть качественной.

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

Пачӑшкӑпа чуна уҫса калаҫнӑ хыҫҫӑн хама лӑпкӑрах туйма пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Упӑшкана савакан хӗр кашни утӑма йӗрлет // Галина. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех