Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лӑпкӑн сăмах пирĕн базăра пур.
лӑпкӑн (тĕпĕ: лӑпкӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Симурден ҫав ҫын лӑпкӑн сывланине тарӑн шухӑша кайса итлерӗ.

Симурдэн задумчиво вслушался в этот мирный звук.

V. Тӗрмере // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Маркиз сӑмахсене ахаль чухне, юлташла калаҫнӑ чухнехи пек, Говэн ҫине хаваслӑ та таса куҫӗсемпе пӑхса, аллисене кӗсйисене чиксе, лӑпкӑн каларӗ.

Маркиз говорил непринужденным, миролюбивым тоном, ничего не подчеркивая, как и положено человеку светскому, серые его глаза смотрели спокойно, а руки были засунуты в карманы куртки.

I. Ман асатте // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Вӑл хӑйне кӗтекен тӗттӗм ҫӗр ҫине лӑпкӑн та чаплӑн анчӗ.

А он тем временем горделиво спускался в подстерегавший его мрак.

III. Ачасем вӑранаҫҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Унтан, пуҫне мӑнаҫлӑн тытса, лӑпкӑн та васкамасӑр, чӳрече янаххи урлӑ каҫрӗ, хӑй хыҫӗнче ахӑракан вут-ҫулӑм ҫине пӑхмасӑр, умӗнче хуралса выртакан тарӑн вар енне ҫаврӑнчӗ те, ҫӳллӗ те тӳрӗ кӗлеткеллӗ, мӑнаҫлӑскер, мӗлкӗ пекех аялалла анма тытӑнчӗ.

Потом, не торопясь, перешагнул через подоконник и, не оборачиваясь, медленно и величаво, прямой и словно застывший, стал спускаться по лестнице спиной к бушующему пламени, среди общего молчания, торжественно, как призрак.

III. Ачасем вӑранаҫҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Тархасласа йӗни чарӑнкаланӑ хушӑра пушар лӑпкӑн ҫатӑртатни илтӗнет.

В промежутках между этими возгласами слышался ровный треск пламени.

I. Тупнӑ, анчах ҫухатнӑ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫак вут-ҫулӑм хӑвӑлӗнче вӗсем, хӑйсене хӑйсем пулӑшма пултарайманскерсем, ҫулӑмпа ҫуталакан урайӗнче илемлӗн сарӑлса, лӑпкӑн ҫывӑраҫҫӗ.

На ярком фоне, лежавшими в спокойных, милых позах, словно три ангела мирно уснули в аду.

I. Тупнӑ, анчах ҫухатнӑ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Жоржетта вара лӑпкӑн та савӑнӑҫлӑн пакӑлтатса ларать.

А Жоржетта весело и невозмутимо щебетала.

I // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Малалла лӑпкӑн утнӑ май вӑл: — Ҫапла ҫав, хресченсемпе ним тума та ҫук. Пире акӑлчансем кирлӗ, — терӗ.

Уходя спокойной, размеренной поступью, холодно бросил: «Нет, на крестьянина надежда плоха. Без англичан нам не обойтись».

III. Пӗчӗк ҫарсемпе пысӑк ҫапӑҫусем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Пӗр хӗрарӑм ҫавӑнтах ҫӗр ҫиме ларнӑ та ачине кӑкӑр ӗмӗртет, урине амантнӑ упӑшки унпа юнашар, стена ҫумне таянса ларнӑ; унӑн суранӗнчен юн юхать, хӑй, ыратнине туймасӑр, пӑшалне лӑпкӑн авӑрласа, пӗр тӗлсӗр тӗттӗмелле перет.

Вот возле дома сидит женщина и кормит грудью младенца, тут же рядом к стене прислонился ее муж; из перебитой ноги ручьем течет кровь, а он хладнокровно заряжает свой карабин и посылает куда-то в ночную мглу несущие смерть пули.

III. Пӗчӗк ҫарсемпе пысӑк ҫапӑҫусем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫав лагерь вара пӗтӗмпех, ҫар станне мар, канма чарӑннӑ каравана аса илтерекенскер, лӑпкӑн ҫывӑрса кайрӗ.

Весь бивуак спал, напоминая остановившийся на ночлег караван, а не военный лагерь.

III. Пӗчӗк ҫарсемпе пысӑк ҫапӑҫусем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

— Чӑнах-и? — тарӗ те ҫулҫӳревҫӗ лӑпкӑн, — манӑн лашана сӗлӗ парӑр, — тесе хушса хучӗ.

— Вот как! — заметил всадник и прибавил: — Дайте овса моему коню.

I. Граждан вӑрҫипе ҫемье вӑрҫи // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Робеспьер ун ҫине пӑхса илчӗ те лӑпкӑн: — Тӑшман ӑҫта пулни ҫинчен тавлашни ҫитӗ. Эпӗ сире фактсем илсе кӑтартрӑм, — терӗ Робеспьер, хӑй умӗнче выртакан хутсем ҫине аллине хучӗ те сӑмахне малалла тӑсрӗ.

Робеспьер взглянул на Марата и спокойно возразил: — Нам не нужно общих мест. Я констатирую факты, — Робеспьер положил руку на разложенные перед ним бумаги и продолжал.

II. Республика хӑрушлӑхра // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Мӗнле тӗлӗнмелле лӑпкӑн кӑларса яраҫҫӗ ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачине, пӗтӗм чунтан юратса пӑхса ӳстернӗ ҫынна е хӑйӗн мӗнпур сӗткенне ачана ӗмӗртсе пурӑннӑ хӗрарӑма!

С каким ужасным спокойствием семейства отпускают и кормилицу, вскормившую ребенка своим молоком, и воспитателя, вложившего в него свою душу!

III. Ача пӑхса ӳстерекен // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Вилесем пӗр майлӑ выртни ҫак ҫынсене персе вӗлернине уҫҫӑнах кӑтартать: вӗсене ҫак вырӑнта пӗр харӑс персе пӑрахнӑ, лӑпкӑн та ҫине тӑрса персе вӗлернӗ.

Людей этих, очевидно, расстреляли, на что указывало симметричное падение тел; их убили наповал, и притом весьма аккуратным образом.

VII. Хӗрхенмелле мар! // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Вӑл шпага ҫакнӑ шарӑха лӑпкӑн та мӑнаҫлӑн тӑхӑнчӗ.

Он со спокойным и серьезным видом опоясался портупеей.

VI. Граждан вӑрҫин ӑнсӑртлӑхӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Де-Лантенак маркиз (халӗ ӗнтӗ эпир те ӑна ҫапла чӗнӗпӗр) лӑпкӑн ответ пачӗ:

Маркиз Лантенак, с этих пор мы так и будем его называть, серьезно ответил:

IV. Ыйткалакан // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

— Эсир калӑр-ха: ӑҫта эпӗ? — лӑпкӑн та мӑнаҫлӑн сӑмах хушрӗ старик.

— Сначала вы мне сами скажите, где это я? — проговорил старик с почти надменным спокойствием.

III. Шултра саспаллисен усси // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Шанчӑклӑ тӗттӗмлӗхре пӗтӗмпех лӑпкӑн тӗлӗрет.

Тихо, все дремало в доверчивом сне.

II. Хӑлхаллӑ пулин те илтмест // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

— Ҫапла пултӑр эппин, — терӗ старик, унтан лӑпкӑн кӑна: — Священник ӑҫта вара? — тесе ыйтрӗ.

— Пускай будет по-твоему, — спокойно возразил старик, — ну, а где же священник?

I. Сӑмах — вӑй // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

— Эпӗ унӑн пурнӑҫне хӑтарнинчен пуҫларӑм, — терӗ старик, лӑпкӑн хирӗҫлесе.

— Я начал с того, что спас ему жизнь, — спокойно заметил пассажир.

I. Сӑмах — вӑй // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех