Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗр сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫӗр (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав кӗлеткесем умӗнче авалхи йышши шӑвӑҫ хунар чӳхенсе пычӗ, ҫӗр ҫинелле вӑл, чӗкеҫ шатрисем тӑкнӑ пекех, темӗн чухлӗ ҫутӑ хӗмсем тӑкать.

Раскачивая старый жестяной фонарь, от которого на землю ложились бесчисленные пятнышки света, точно веснушки.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах вӑл ҫавна теппипех пӗлсе ҫитесшӗн пулчӗ, ҫавӑнпа таса хӑйӑрлӑ варинкке пек вырӑн шыраса тупрӗ, ҫӗр ҫине выртрӗ те ҫапла каларӗ: — Хурт-кӑпшанкӑ, мана хам мӗн пӗлес килнине каласа парсам!

Он решил, что надо это проверить; поискал кругом и нашел в песке маленькую воронку, он лег на землю, приставив губы к ямке и позвал: — Лев, лев, скажи мне, что я хочу знать!

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав ҫӗр эпӗ сана хирӗҫ кушакла макӑрма пултараймарӑм: мана мӑнакка астуса сыхласах тӑчӗ.

Тогда мне нельзя было мяукать, за мной тетя следила.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпӗ шухӑшлатӑп: усалсем вӗсем вырсарникун ҫӗр ҫинчен питех те сӗтӗрӗнсе ҫӳреме юратмаҫҫӗ пулӗ, тетӗп.

Не думаю, чтобы чертям можно было везде шляться по воскресеньям.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кушака ил те ҫур ҫӗр ҫитиччен кӑшт малтанрах масар ҫине, пӗр-пӗр усал ҫынна пытарнӑ шӑтӑк патне, кай.

Берешь кошку и идешь на кладбище в полночь, после того как там похоронили какого-нибудь большого грешника.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав юнпа вара пӑрҫа хутаҫҫин ҫуррине сӗретӗн, унтан вара пӗчӗк шӑтӑк чаватӑн та ҫав ҫуррине тӑпра ӑшне пытаратӑн… пӗлӗт ҫинче уйӑх пулман чухне, ҫур ҫӗр тӗлнелле ҫитсен, хӗреслӗ ҫул ҫинче пытаратӑн… тепӗр ҫуррине ҫунтарса яратӑн.

капаешь кровью на половину стручка, роешь ямку и зарываешь стручок на перекрестке в новолуние, ровно в полночь, а другую половинку надо сжечь.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Индеец ҫимӗҫӗ — урпа, Йӑлт тӑкӑн ҫӗр ҫине.

Ячмень, ячмень, рассыпься, индейская еда.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫанталӑк лайӑх чухне вӑл ют ҫынсен пусма картлашкисем ҫинче ҫӗр каҫнӑ, ҫанталӑк ҫумӑрлӑ пулсан — пушӑ пичкесем ӑшӗнче.

В сухую погоду он ночевал на чьем-нибудь крыльце, а если шел дождик, то в пустой бочке.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том, алӑкран тухсан, тазне пӗчӗк сак ҫине лартрӗ, унтан супӑнне шыв ӑшне чиксе кӑларчӗ те малтанхи вырӑнне хучӗ; унтан васкамасӑр ҫаннисене тавӑрчӗ, тазри шыва хуллен ҫӗр ҫинелле тӑкса ячӗ, вара кухньӑна пырса кӗчӗ те алӑк хыҫӗнче ҫакӑнса тӑракан алшӑллипе хӑйӗн питне мӗнпур вӑйӗпе сӑтӑрма пуҫларӗ.

он вышел за дверь и поставил таз на скамейку, потом окунул мыло в воду и опять положил его на место; закатал рукава, осторожно вылил воду на землю, потом вошел в кухню и начал усердно тереть лицо полотенцем, висевшим за дверью.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унтан ҫӗр ҫинчен улӑм пӗрчи илчӗ те ӑна хӑйӗн сӑмси ҫине тӑратрӗ, улӑм пӗрчи тӳре тӑтӑр тесе тӑрӑшса, вӑл пуҫне каялла хытӑ каҫӑртрӗ те хуллен ҫеҫ пӗр енчен тепӗр еннелле сулланкаларӗ.

Потом поднял с земли соломинку и начал устанавливать ее на носу, закинув голову назад.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӳмене пӗтӗмпех шуратса лартнине курсан, шуратнӑ ҫеҫ те мар, извеҫпе темиҫешер хут тӑрӑшса хулӑннӑн сӗрсе лартнине тата хӳме ҫумӗпе ҫӗр ҫине те шурӑ йӗр туртса тухнине курсан, Полли мӑнаккӑшӗ питех тӗлӗнчӗ.

Когда же она увидела, что выбелен весь забор и не только выбелен, но и покрыт известкой в два и даже три слоя и вдобавок на земле проведена белая полоса, то ее удивление перешло всякие границы.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том ҫакна та астуса илчӗ: ҫӑл патне ҫитме ҫӗр аллӑ утӑмран ытла мар, ҫапах Джим нихҫан та пӗр-ик сехет иртмесӗр шыв йӑтса таврӑнни пулман, кунсӑр пуҫне, ялан тенӗ пекех, ӑна камӑн та пулсан кайса чӗнме тивнӗ.

И еще он припомнил, что, хотя колодец был от них всего шагов за полтораста, Джим никогда не возвращался домой раньше чем через час, да и то приходилось кого-нибудь посылать за ним.

2-мӗш сыпӑк. Пит аван маляр // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Мана икӗ цент парсан, сана тытса хӗнеместӗп-тӗк, ҫӗр ҫӑттӑр мана.

— Давай два цента, отлуплю.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав варение тивсен, пӗҫертетӗп тесе сана ҫӗр хут та каланӑ.

Сорок раз я тебе говорила: не смей трогать варенье — выдеру!

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗсем парасси те ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланса пырать.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ кӑмӑл-туйӑм хуҫаланчӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2019.06.04

Уяв ячӗпе район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, финанс пайӗн начальникӗ С. Чернова, экономика, ял хуҫалӑх, ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗ Л. Кузнецов, вӗрентӳ, ҫамрӑксен политики, физкультурӑпа спорт управленйӗн начальникӗ И. Рубцова, Чӑваш Республикин ӗҫ министерствин районти халӑха социаллӑ пулӑшупа тивӗҫтерекен учреждени директорӗ, ача прависен уполномоченнӑйӗ А. Воробьева тата ыттисем те саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ кӑмӑл-туйӑм хуҫаланчӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2019.06.04

Уй-хир тӗрӗслевне пӗтӗмлетнӗ май район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Р. Селиванов юлашки ҫулсенче ҫӗр ӗҫ культури лайӑхланса пынине, юпасем ҫывӑхӗнче те акмасӑр тӑратса хӑварманнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Ҫӗр пайӗсенче ҫум курӑк ҫитӗнтерекенсем те саккун умӗнче явап тытаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

«Красное Знамя», «Исток» хуҫалӑхсем суд урлӑ ҫӗр хуҫисенчен тӑкаксене шыраттарса илнӗ.

Хозяйства «Красное Знамя», «Исток» через суд сумели возместить расходы с хозяев земель.

Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Р. Селиванов, унӑн ҫумӗ, экономика, ял хуҫалӑх, ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗ Л. Кузнецов, республикӑри «Россельхозцентр» управленийӗн районсем хушшинчи Патӑрьелӗнчи филиалӗн начальникӗ О. Глухов, ял тӑрӑх пуҫлӑхӗсемпе ял хуҫалӑх предприятийӗсен, фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем, агрономсем тата агропромышленность комплексӗн ветеранӗсем ирхи 5 сехет ҫурӑ валлиех район администрацийӗ умне пухӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех