Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

енлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
енлӗ (тĕпĕ: енлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1990-мӗш ҫулсенчи ядерлӑ хӗҫпӑшал тавра ирттернӗ калаҫусене, ҫав шутра 1997 ҫулта Китай, АПШ, Кӑнтӑр тата Ҫурҫӗр Корей хушшинчи тӑватӑ енлӗ калаҫӑва хутшӑннӑ, ҫавӑн пекех 2003—2009 ҫулсенче ултӑ енлӗ ядерлӑ хӗҫпӑшал темипе калаҫма пухӑннӑ Ҫурҫӗр Корей делегаци йышне кӗнӗ.

Входила в состав северокорейских делегаций на ядерных переговорах 1990-х годов, в том числе в 1997 году на четырёхсторонних переговорах между Китаем, США, Южной и Северной Кореей, а также в 2003—2009 годах на шестисторонних ядерных переговорах.

Цой Сон Хи // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A6%D0%BE%D ... 0%A5%D0%B8

– Паянхи кун куратпӑр ӗнтӗ, тӗрлӗ енлӗ производствӑсем, тӗрлӗ енлӗ аталану енӗсем пирӗн пурнӑҫра пулса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Професси ӑсталӑхӗн ӑмӑртӑвӗ иртет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60745

Вӑл 126 тӑваткал метр йышӑннӑ, унта икӗ енлӗ 10 тата пӗр енлӗ 9 стеллажсем вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ хутсем типтерлӗ управра // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12364-kh ... rl-upravra

Вӑл сарлака, анчах сапаланчӑк, нумай енлӗ пулнине, анчах полякпа — йывӑрлӑхӗсене тӳссе ҫирӗпленнӗ, пӗр енлӗ, малалла кайман, ҫапах та хӑйӗн никӗсӗ ҫинче ҫирӗп тӑракан ҫынпа тӗл пулсан чӑтса тӑрайманнине кӑтартса парасшӑнччӗ.

Широкую, но распущенную, многостороннюю, но не устоявшуюся в соприкосновении с натурой польской, определенной, испытанной, односторонней, не идущей вперед, но твердо стоящей на своей почве.

Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Огняновӑн ҫак икӗ енлӗ кӑмӑлӗ те вӗркесе-паркаса тӑрать пулсан, эппин вӑл паттӑр та пултаруллӑ, ҫав хӑватпа хавхаланма пултарать вӑл, хастарланать, икӗ енлӗ кӑмӑлӗ пӗр-пӗринпе хирӗҫме кӑна та мар, ӑна ҫунатлантарсах тӑрать-ха!

Какая же у него богатая и сильная натура, думал Кандов, если он легко дышит под бременем двух таких всепоглощающих страстей, черпая в них новое мужество, и они не противоречат одна другой, а окрыляют его!

XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак кунсенче, акӑ, Патӑрьел муниципалитет округӗнчи ветеринари службин тӗп тухтӑрӗ Петр Ефимов тата округ администрацийӗн экономика, ял хуҫалӑх тата инвестици ӗҫӗ-хӗлӗн пайӗн ятарлӑ специалисчӗсем ҫыру йӗрӗпе Шӑнкӑртама кайнӑ, нумай лаша усраса кӳршисене тӗрлӗ енлӗ чӑрмав кӳрекенсен условийӗсене тӗпченӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗрке пуриншӗн те пӗрре: ӑна пӑхӑнмаллах! // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51311-j-rk ... h-nmallakh

Ҫавӑн пек центра пула шкул вӗренекенӗсем тӗрлӗ енлӗ аталанма пултараҫҫӗ, хӑйсем валли ҫӗнӗ майсем тупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Районта вунпӗрмӗш "Ӳсӗм точки" уҫӑлчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/novosti/2024 ... ch-3933774

Хумӑн пултарулӑхӗ питӗ нумай енлӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхре — вӑй! // Юрий ПЕТРОВ Сантус-Ара. http://gazeta1931.ru/gazeta/12352-p-rl-khre-v-j

Тӗрлӗ енлӗ пултаруллӑ ентешӗмӗр хӑйне куҫару ӗҫӗнче те тӗрӗслесе пӑхнӑ, критика статйисем те ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Салампи» авторӗ 100 ҫулта // Оксана БАРХАТКИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABsalampi%C2% ... culta.html

Раҫҫей Федерацийӗнче хӗрарӑмсене консультаци парассипе, пур енлӗ тӗрӗслев ирттерессипе ӗҫе лайӑх йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗн сывлӑхӗ пӗлтерӗшлӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/ashshe-amashen-sy ... eshle.html

Эппин, эпир те, аслисем, йывӑрлӑха лекнӗ хамӑр ҫӗршыв ҫыннисене пӗрле тӗрлӗ енлӗ пулӑшар.

Куҫарса пулӑш

Пӗр шухӑшлӑ пулса пулӑшаҫҫӗ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/09/06/%d0%bfe%d ... %d0%b0cce/

Шкул хатӗрӗсемпе туллин тивӗҫтернӗшӗн вӗсем Надежда Петрова усламҫа тата ачасене шкула кайма тӗрлӗ енлӗ пуҫтарса пулӑшнӑ ырӑ кӑмӑллӑ кашни ҫынна чӗререн тав тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкула кайма пулӑшнӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/09/06/%d1%88%d0 ... 88%d0%bda/

Пӗлӳ ҫурчӗ тӗрлӗ енлӗ тупӑшӑва хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

90 ҫул - мӑнаҫланмалли нумай // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51082-90-c ... li-numaj-2

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикинче вӑй илсе пыракан пуҫару бюджечӗн программипе пурнӑҫланса пыракан ӗҫсем тӗрлӗ енлӗ.

Куҫарса пулӑш

Масарсен картисене ҫӗнетнӗ // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51140-masa ... ene-c-netn

«Президент Ново-Огаревӑра ӗҫлет, вӑл Казахстан ӗҫтешӗпе Токаевпа телефонпа калаҫнӑ ӗнтӗ. Эпир ҫитес минутсенче тивӗҫлӗ пӗлтерӳ паратпӑр, вӗсем Раҫҫейпе Казахстан икӗ енлӗ ҫыхӑнса килӗшӳллӗн ӗҫлессине, энергетика ыйтӑвӗсем ҫине акцент туса, сӳтсе явнӑ», — пӗлтернӗ Песков журналистсене.

Куҫарса пулӑш

Кремльте Путинпа Токаев телефонпа калаҫни ҫинчен пӗлтернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... rn-3899916

«Пирӗн патшалӑхсем пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑнаҫҫӗ. Тӗрлӗ облаҫсенче икӗ енлӗ ӗҫлени, регионти кун йӗркин нумай ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса парас тӗлӗшпе вӑй хунине координацилени, ҫав шутра терроизма хирӗҫле тата афган ҫул-йӗрӗсенче», - тенӗ Путин саламлӑ телеграмминче.

Куҫарса пулӑш

Путин Раҫҫейпе Пакистан хушшинчи туслӑ ҫыхӑнусене палӑртнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... tn-3886469

Раҫҫейпе Пакистан хушшинчи хутшӑнусем туслӑ характерпа ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ, тӗрлӗ облаҫсенче икӗ енлӗ лайӑх ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Путин Раҫҫейпе Пакистан хушшинчи туслӑ ҫыхӑнусене палӑртнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... tn-3886469

Паян Пишпӳлекре спорт нумай енлӗ аталанать.

Куҫарса пулӑш

Спорта юратакансен уявӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... av-3886487

Светлана Халиловна пӗлтернӗ тӑрӑх, юстици енӗпе ӗҫлекен ПР Комитечӗн «Патронаж» ӗҫ-хӗл шайӗнче пур енлӗ тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Адус Ягафаровпа Светлана Ишмуратова ӗҫпе Пишпӳлекре пулнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... ln-3888839

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Узбекистан пуҫлӑхӗпе Шавкат Мирзиёевпа кӗҫнерникун, августӑн 15-мӗшӗнче телефонпа калаҫнӑ чухне икӗ енлӗ кал-кал аталанакан сотрудничествӑн тӗп ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Путин Мирзиёевпа РФ тата Узбекистан пӗрле мӗнле ӗҫленине сӳтсе явнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... vn-3887879

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех