Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк

Пай: Уржум ачи

Автор: Николай Пиктемир

Ҫӑлкуҫ: Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Ҫул: 1953; Хушнӑ: 2020.08.01 17:41

Пуплевӗш: 93; Сӑмах: 888

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Кӗтесре пурӑнакан

Хусанти промышленнӑй училищӗре занятисем шӑпах сакӑр сехетре пуҫланнӑ. Хулан тепӗр вӗҫӗнче пурӑннӑ пирки Сергейӑн яланах иртерех тӑма тӳр килнӗ.

Вӑл вӑраннӑ чухне кухньӑри ҫуркаланчӑк циферблатлӑ сехет ҫиччӗ ҫурӑ ҫинче ҫеҫ пулнӑ.

Питне ҫума тата тумланма ӑна вунӑ минутран ытла кирлӗ пулман. Аттине вӑл чи кайран тӑхӑннӑ, унччен кухньӑра та, коридорта та ҫарранах ҫӳренӗ. Уржумран тухса килес умӗн Польнер ӑна пур предметсемпе те пятёрка илме, тата аттине лайӑх пӑхса усрама наказ парса янӑ.

— Пысӑк хулара подмёткӑсем хӑвӑрт ҫӗтӗлеҫҫӗ. Хула тӑрӑх ахаль чупса ан ҫӳре! — тенӗ вӑл.

Сергей чӑнах та ахаль чупса ҫӳремен. Анчах подмёткисене ӑҫтан пӑхса усрӑн, унӑн Нижне-Федоровски урамран Арски полене ҫитмелле, ҫав тери инҫе ҫӳремелле пулнӑ Урамсенче типӗ пулсан юрать-ха, ҫумӑр е пылчӑк чухне — атӑсемшӗн вилӗм. Ҫав тери шӳсе каяҫҫӗ те ирччен те типсе ҫитеймеҫҫӗ.

Анчах ҫанталӑк япӑхлансах, япӑхлансах пырать.

— Уяр кунсем иртрӗҫ, — тесе вӑрҫнӑ ирсерен ватӑ кухарка, лампа ҫутса. — Халӗ ӗнтӗ пӗрре тытӑнсан, турӑ юр париччен вӗҫӗмсӗр шӳтерет.

Карчӑк ахлаткаласа тата анаслакаласа сӑмавар лартма тытӑннӑ, вара тин тӗттӗм ҫӗрте Сергее асӑрхаса илнӗ.

— А эсӗ, учёный, похода кайма пуҫтарӑннӑ та… Пулӑ пек йӗпенӗн, ачам. Хӑть чей вӗриччен кӗтесчӗ, манӑн сӑмавар пӗр самантрах вӗресе тухать.

Анчах Сергейӗн чей ӗҫессине кӗтме вӑхӑт пулман.

Вӑл картузне пусарах лартнӑ та, хӑйӗн тӑвӑр пальтин ҫухине тӑратса, йӗпе те сивӗ урама тухнӑ.

Ҫил ҫинче краҫҫын хунарӗсем сулланкаланӑ. Унта-кунта йывӑҫ пӳртсенче хӑй ҫутисем чӳречесене тӗксӗммӗн ҫутатнӑ. Урамран пӑхсан ҫитса занавескӑсем хыҫӗнче мӗлкесем куҫни палӑрнӑ — ҫынсем ӗҫе кайма хатӗрленнӗ.

Сергее утма йывӑр пулнӑ. Унӑн урисем шунӑ. Атӑсем айӗнче ҫӑра пылчӑк шӑпӑртатнӑ. Тарӑн кӳлленчӗксем хуран палӑрса выртнӑ. Сергей, аттисем витӗрех ан йӗпенччӗр тесе, вӗсем урлӑ е сиксе каҫнӑ, е аякран пӑрӑнса иртсе кайнӑ. Хӑвӑрт та вӑрӑммӑн пусса утнӑ вӑл, ҫапах та ҫул ҫинче мӗскер тӗл пулнине нумай асӑрхама ӗлкӗрнӗ.

Пуринчен ытла ӑна хутсем сутакан магазинӑн чӳречи илӗртнӗ. Кантӑк умӗнче шалта ҫырусем ҫырмалли хут коробкӑсемпе ҫырмалли пӗчӗк кӗнеке куписем хушшинче уҫӑ готовальня выртнӑ. Мӗн тери лайӑх пулнӑ вӑл. Хупӑлчи хура, ӑшӗ чие ҫырли пек хӗрлӗ бархатлӑ, бархачӗ ҫинче икӗ циркуль ялкӑшса выртнӑ. Пӗри виҫмелли, тепри чертёжсем тумалли. Циркульсемпе юнашар икӗ рейсфедер, хурҫӑран тунӑ пысӑк транспортир, хуҫӑк линейка тата кӑранташсем чикмелли пӗчӗк йӗнӗ пулнӑ.

Готовальнӑпа юнашар тата ҫав чӳрече ҫинчех пӗр вунпилӗк лекало выртнӑ, вӗсене те готовальнӑсемпе пӗрле сутнӑ-мӗн. Ҫитменнине тата ҫав хакпах сутнӑ пулас.

Эх, ҫав готовальнӑпа мӗн тери лайӑх чертёжсем тума пулӗ, вӗсене черчени учителӗ Житков хӑй те тиркемен пулӗччӗ.

Тата ӑҫтан та пулин уйрӑм сӗтел тупасчӗ, пӗчӗккӗ пулсан та юратчӗ. Унсӑрӑн кухньӑри сӗтел ҫинчех ӗҫлеме тивет. Чертёж ҫине ҫу тумласран асӑрхансах тӑмалла.

Акӑ ӗнтӗ Сергей Людмила Густавовна патӗнче уйӑх ҫурӑ пурӑннӑ. Ҫав уйӑх ҫурӑ хушшинче кашни кунӗ пӗр пек пулса пынӑ.

Каҫхине тӑхӑр сехет тӗлӗнче ватӑ кухарка чашӑк-тирӗксене ҫума тытӑннӑ. Васкамасӑр ҫунӑ вӑл. Чугунсене хӑйӑрпа сӑтӑрнӑ, ҫӗҫӗсемпе вилкӑсене кирпӗч ҫӑнӑхӗпе тата наждаклӑ хутпа тасатнӑ. Вӑл чашӑк-тирӗксемпе аппаланнӑ хушӑра Сергей нимӗн тума пӗлменнипе кухня тӑрӑх калла-малла утса ҫӳренӗ.

Ну, хӑҫан ку карчӑк сӗтел ҫинчен пуҫтарса вырӑн пушатса парӗ-ха?

Анчах карчӑкӑн васкамалли пулман.

Юлашкинчен Сергей чӑтайман, ҫӗҫҫисемпе вилкисене ярса тытнӑ та вӗсене тарӑхсах наждакпа сӑтӑрма тытӑннӑ.

Кухарка хӑрасах кайнӑ.

— Хуллентерех, ачам, аврисене ан ҫӗмӗр, — тенӗ вӑл. Акӑ ӗнтӗ ӗҫ те вӗҫне ҫитсе пынӑ. Кухарка сӗтел ҫума тытӑннӑ. Малтан вӑл ӑна чейникрен вӗри шыв ярса йӗпетнӗ, унтан ҫӑкӑр касмалли пысӑк ҫӗҫӗпе хырма пуҫланӑ, кайран мучалапа ҫунӑ, вара каллех вӗри шывпа йӗпетнӗ. Сӗтел пӑсланнӑ, унӑн шатрашкаллӑ хӑми тӗкленсе ҫу пек саралса кайнӑ.

Сергей ҫавна ҫеҫ кӗтнӗ. Вӑл таса тутӑр татӑкӗ илнӗ те ҫав шӑрпӑклӑ кивӗ сӗтеле шӑлса типӗтнӗ.

Халь ӗнтӗ ӗҫлеме те май пулнӑ. Сӗтел ҫине пысӑк тӑваткал шурӑ хут листи сарнӑ, Сергей хуллен ӑна кӗтессинчен кнопкӑсемпе хӗстерсе лартнӑ, унтан хӑйӗн корзинкинчен туш кӗленчине, шкулта панӑ кивӗ готовальнине, икӗ шӗвӗр кӑранташӗпе резинкине кӑларса хунӑ.

— Ну, кӑвакарчӑнӑм, лекрӗн-и? Халӗ ҫӗр каҫах ларатӑн ӗнтӗ, — тенӗ карчӑк, рукомойник айӗнче пуҫне йӗпетсе, хӑйӗн сайра ҫӳҫне ҫивӗтлеме тытӑнсан.

Анчах Сергей карчӑк сӑмахӗсене те, вӑл кухньӑра кӑштӑртатнине те илтмен.

Вӑл краҫҫын лампине умнерех сиктернӗ те, хутран тунӑ пӗчӗк калпакне тӑхӑнтарса, чертёж ӳкерме пуҫланӑ.

Ҫивӗч шӗвӗртнӗ кӑранташ ҫирӗп шурӑ хут тӑрӑх ҫӑмӑллӑн шунӑ, циркуль вӗҫӗ кӑшт ҫеҫ палӑракан ҫинҫе йӗрсем хӑварнӑ. Акӑ каллех ура сассисем илтӗннӗ. Туфлисене сӗтӗркелесе кухньӑна Людмила Густавовна пырса кӗнӗ.

Кашни каҫах вӑл хӑйӗн хваттерӗн кашни кӗтесне пӑхса ҫаврӑннӑ.

— Вутпа асӑрхануллӑрах пулмалла, — тенӗ вӑл, Сергей патне пырса тӑрса. — Тур хӑтартӑрах, пушар тухсан…

Пурнӑҫра вӑл нимрен ытла шӑшисемпе пушарсенчен хӑранӑ.

Сергей чертёжне туса пӗр чӗнмесӗр пуҫне тайнӑ.

— Илтрӗн-и эсӗ, эп мӗн каланине? — тесе ыйтнӑ Людмила Густавовна.

Сергей татах пуҫне тайнӑ.

— Мхм… мхм… юрать… — тенӗ вӑл.

Людмила Густавовна карчӑк хӑрӑлтаттарса ҫывӑрнӑ ҫӗре кӑмака хыҫне кӗрсе кайнӑ, кантра ҫинче ҫакӑнса тӑракан йӗпе алшӑллине темшӗн тытса пӑхса, кухньӑран мӑнкӑмӑллӑн тухнӑ. Унӑн пуҫӗ ҫинче папильеткӑсем чӗтренсе силленсе пынӑ.

Ну, тинех кайрӗ тесе шутланӑ Сергей.

Ун хыҫҫӑн Сергей кухньӑра пӗчченех тӑрса юлнӑ.

Мӗнле лайӑх! Хваттерте ҫав тери шӑп. Умывальникрен кӑна лаххана меллӗн шыв тумлать, стена ҫинче сехет шаккать.

Сергей рейсфедерне илнӗ, ӑна лампа умне тытса, унӑн вӗҫӗ ҫине тинкерсе пӑхнӑ. Тӗрӗслемелле пулнӑ: перо ҫумне пӗчӗк ҫӳп е ҫӳҫ пӗрчи ҫыпӑҫман-и? Ӑна вӑхӑтра илмесен, пӗтӗм ӗҫ пӗтме пултарать: хура, ҫинҫе хитре йӗр вырӑнне хут ҫине хӳреллӗ комета пулса юлать.

Сергей аттисене хывса сӗтел тавра уткаласа ҫӳренӗ, хатӗр чертёжа пур енчен те пӑхса сӑнанӑ.

Лутра та сарлака хулпуҫҫиллӗ Сергей унтан кӑкӑрӗпе сӗтел ҫине выртнӑ, чертёжӑн ҫӳл хӗррине кармашса тытнӑ. Чертёж чаплӑ пулнӑ. Сергей савӑннӑ. Унӑн халь шӑхӑрас, юрлас килнӗ, анчах ҫынсем пурте ҫывӑрнӑ. Кӑмака хыҫӗнчи карчӑк ҫеҫ темӗн мӑкӑртатнӑ, вӑл хӑй мӗн-мӗн илнине тӗлӗкре шутланӑ пулас.

— Кӗренке ҫурӑ какай, икӗ кӗренке хӑпарту, икӗ кӗренке хура ҫӑкӑр, пилӗк пуслӑх селдерей тата петрушка… — тесе мӑкӑртатнӑ вӑл.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех