Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: IV

Пай: Вӗри чул

Автор: Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 141–146 с.

Ҫул: 1953; Хушнӑ: 2020.05.23 14:05

Пуплевӗш: 13; Сӑмах: 160

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Шухӑша кайнӑ Ивашка сад ҫумӗпе иртсе пынӑ чух каллех старике курнӑ, старик ӳсӗркелесе, час-часах: канма тӑркаласа, витрепе акшар, хулпуҫҫи ҫинче мунчала мелке йӑтса пынӑ.

Ырӑ кӑмӑллӑ Ивашка вара ҫапла шухӑшланӑ: «Акӑ ҫын пырать, вӑл шухӑшласа-туса тӑмасӑрах мана вӗлтӗренпе вӗтелентерме пултарнӑ. Вӑл мана хӗрхенчӗ. Халь эпӗ ӑна хӗрхенем те ҫамрӑклатам, вӑл ан ӳсӗртӗр, ан уксахлатӑр, ҫакӑн пек йывӑр ан сывлатӑр».

Акӑ мӗнле лайӑх шухӑшсемпе ҫывхарнӑ ырӑ кӑмӑллӑ Ивашка старик патне, ӑна вӑл тӳрех ҫавӑн ҫинчен каласа панӑ. Старик Ивашкӑна хаяррӑн тав тунӑ. Анчах хуралтан пӑрахса кайман, мӗншӗн тесен кам та пулсан сада кӗрсе пахча ҫимӗҫне ҫаратса тухма пултарнӑ, ҫут тӗнчере пур вӗт ҫавӑн пек ҫынсем.

Старик Ивашкӑна хӑйнех ҫав чула шурлӑхран кӑларса сӑрт ҫине сӗтӗрсе хӑпартма хушнӑ. Кайран вӑл вӑхӑтлӑха пырать те унта, чула мӗнпе те пулин шаккаса ватать.

Ӗҫ ҫавӑн пек пулса тухни Ивашкӑна питӗ кӳрентернӗ.

Ҫапла пулсан та, апла тумастӑп тесе старике кӳрентерме шутламан вӑл. Тепӗр ирхине Ивашка аллине чул пӗҫертесрен ҫирӗп михӗпе пир алсиш илнӗ те шурлӑха кайнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех