Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Мулкач

Автор: Гаврил Молостовкин

Ҫӑлкуҫ: Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 125-126 с.

Ҫул: 1951; Хушнӑ: 2020.05.18 15:51

Пуплевӗш: 16; Сӑмах: 226

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫутҫанталӑк

Ҫӗрӗпе ҫунӑ юр вӑрман турачӗсем ҫине купаланнӑ, ҫӗре татӑла-татӑла аннӑ, чӑштӑртатнӑ. Чӑштӑртатнӑ сасӑ шурӑ мулкача вӑрмантан хӑваласа кӑларнӑ, вӑл вара, хӑнчӑр куҫ, ир енне хура уй-хир шап-шурӑ пулса тӑрӗ те, эпӗ, шурӑскер, нимӗнрен те хӑрамасӑр выртма пултарӑп, тесе шухӑшланӑ пулас. Вӑл уй-хирте вӑрмантан инҫе мар выртрӗ, унтан инҫе мар, ҫулла ҫил ҫинче тата хӗвел ҫинче мулкач пекех шуралнӑскер, лаша пуҫ шӑмми выртнӑ. Тул ҫутӑлнӑ тӗле пӗтӗм уй-хир шап-шурӑ пулнӑ, ҫав шурӑ ҫинче шурӑ мулкач та, шурӑ пуҫ шӑмми те ҫухалнӑ.

Эпир кӑшт кая юлса пытӑмӑр, мулкач хӑвалакан йытӑсене вӗҫертсе янӑ вӑхӑтра мулкач йӗрӗсем ирӗлме пуҫланӑччӗ ӗнтӗ. Манӑн йытӑ Осман мулкач тӑранса ҫӳренӗ вырӑна шӑршласа ҫӳренӗ чухне мулкач йӗрӗсем аран-аран курӑнкалатчӗҫ. Йытӑ лайӑхрах тавҫӑрса илме те ӗлкӗреймерӗ, йӗрсем пачах ирӗлсе пӗтрӗҫ. Эпир мулкачсем ҫине алӑ султӑмӑр та, вӑрман хӗррипе килелле утрӑмӑр.

— Пӑх-ха бинокль витӗр, — терӗм эпӗ юлташа, — мӗн шуралса выртать унта хура уй-хирте?

— Лаша пуҫ шӑмми, — терӗ вӑл.

Эпӗ бинокль илтӗм те хам та лаша пуҫ шӑмми куртӑм.

— Унта тата темӗскер шуралса выртать, — терӗ юлташ, — сулахаярах пӑх.

Эпӗ ҫавӑнталла пӑхрӑм та лаша пуҫ шӑмми пекех выртакан шурӑ мулкача куртӑм. Бинокль витӗр унӑн икӗ хура шӑрҫа пек куҫӗсем йӑлтӑртатни курӑнать. Вӑл калама ҫук пӑшӑрханать: выртсан — пурин куҫӗ умӗнче те пулмалла, чупсан — ҫемҫе те йӗпе ҫӗр ҫинче йытӑ валли ура йӗрӗсем хӑвармалла. Эпир ҫапла Пӑхкаласа тӑнӑ вӑхӑтра пирӗн Осман та ҫывӑрман, выртакан мулкача асӑрхасанах, вӑл хытӑ хӑрӑлтатса ҫавӑнталла ыткӑнчӗ…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех