Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Арлан

Автор: Гаврил Молостовкин

Ҫӑлкуҫ: Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 104-105 с.

Ҫул: 1951; Хушнӑ: 2020.05.18 15:02

Пуплевӗш: 18; Сӑмах: 227

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫутҫанталӑк

Акӑ эпир санпа вӑрманта ҫӳретпӗр — терӗм эпӗ Зинӑна, — тен, эпир пусакан кашни утӑмра ҫӗр айӗнче пӗр е икӗ кайӑк пурӑнать.

— Шӑтӑк чавса пӑхар та, унта мӗн пурӑннине пӗлер, — терӗ Зина.

— Кайӑк пиртен ҫӗр айӗнчи ҫулпа тарӗ, эпир ӑна курма та ӗлкӗреймӗпӗр, — терӗм эпӗ ӑна. — Луччӗ хӗррисене чӑнкӑ туса канав алтар, ҫӗрле унта мӗн те пулсан лекетех, вӑл пӗчӗкҫӗ пулсан, тен, пирӗн канавран тухаймӗ те.

Эпир ҫапла турӑмӑр та ӗнтӗ.

Акӑ ирхине хамӑрӑн канавра пысӑк мар кайӑк — арлан тупрӑмӑр. Тирӗ унӑн каюра тирӗ тӗслех: тип-тикӗс, яп-яка, йӑмӑх-кӑвак курӑнать. Пӗртте шӑши пек мар, сӑмси вӗҫлешке, вӑрӑм, тӑсӑлса тӑрать, хӑй пит йӑрӑскер.

Чӳлмек ӑшне кӗртсе лартрӑмӑр — ҫӳлӗ сикет. Хурт парса пӑхрӑмӑр — ҫавӑнтах ҫисе ячӗ, тахҫанах чӳлмек ӑшӗнче пурӑнать тейӗн.

Тӳрех ӳкекен хӗвел ури арлана вӗлерет тенине илтнӗччӗ эпир — мӗншӗн тесен вӑл ҫӗр айӗнче пурӑнакан кайӑк. Ҫавна тӗрӗслесе пӑхас терӗмӗр эпир чӑнах-ши вӑл е ҫук-ши; унтан ӑна виҫсе, ӑшне касса пӑхас та кӑткӑ йӑви ҫине пӑрахас тенӗччӗ. Кӑткӑсем ун шӑмми-шаккине часах тасатаҫҫӗ, вара эпир ӑна лайӑх тӗпчесе пӗлетпӗр.

Унтан каюрана тытса ӑна арланпа пӗрле чӳлмек ӑшне лартас, тесе шутларӑмӑр.

Тата темӗн те тума шухӑшларӑмӑр эпир!

Анчах ҫав вӑхӑтра арлан вуникӗ сантиметр ҫӳлелле сикрӗ те, чӳлмек хӗрринчен сиксе каҫса ҫӗре ӳкрӗ.

Мӗн вара ӑна ҫӗр — пулӑшӑн шыв пекех: арлан сасартӑк ҫухалчӗ.

Ҫав ҫухалнӑ пӗчӗкҫӗ кайӑк ҫинчен эпир нумайччен шухӑшласа тӑтӑмӑр; вӑл ҫӗр айӗнче, йывӑҫ тымарӗсем тата эпир пӗлмен тӗрлӗ япаласем хушшинче мӗнле пурӑнать-ши, терӗмӗр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех