Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: IX

Пай: Ася

Автор: Асклида Соколова

Ҫӑлкуҫ: Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Ҫул: 1982; Хушнӑ: 2020.05.14 16:17

Пуплевӗш: 104; Сӑмах: 960

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ася пире алӑк умӗнче кӗтсе илчӗ; эпӗ каллех вӑл кулса ярасса кӗтрӗм, анчах вӑл шап-шурӑ шуралса кайнӑ, калаҫмасть, пуҫне те ҫӗклесе пӑхмасть.

— Акӑ Н. каллех кунта, — сӑмах пуҫарчӗ Гагин, — пӗлсе тӑр, хӑй таврӑнма кӑмӑл турӗ.

Ася ман ҫине ыйтуллӑн пӑхса илчӗ. Эпӗ ун еннелле алла тӑсрӑм та унӑн сивӗ пӳрнисене хальхинче хытӑ чӑмӑртарӑм. Эпӗ ӑна питӗ хӗрхенсе кайрӑм; малтан ӑнкарса илейменнинчен нумайӑшне эпӗ халӗ ӑнланса ҫитрӗм: вӑл мӗншӗн ялан канӑҫсӑр пулни, мӗншӗн хӑйне хӑй тытма пӗлменни, курнӑҫланма хӑтланни — пӗтӗмпех паллӑ маншӑн. Эпӗ ҫак чуна витӗрех куртӑм: ӑна яланах темӗнле йывӑрлӑх пусса тӑрать, ҫын умӗнче куҫран ӳкес мар текен шухӑш ӑна вӗҫӗм канӑҫ памасть, анчах унӑн пӗтӗм чунӗ тӗрӗсси патне ӑнтӑлать. Ҫак тӗлӗнтермӗш хӗрача мана мӗнпе илӗртнине ӑнлантӑм эпӗ. Хӑйӗн чечен ӳт-пӗвӗнче курӑнакан чурӑсрах илемӗпе ҫеҫ мар илӗртнӗ вӑл мана: унӑн чунӗ килӗшнӗ мана.

Гагин хӑйӗн ӳкерчӗкӗсемпе аппаланма тытӑнчӗ; эпӗ Асьӑна манпа пӗрле иҫӗм пахчине уҫӑлма тухма сӗнтӗм. Вӑл пӗртте турткаланса тӑмарӗ, хаваспах килӗшрӗ. Эпир ҫур тӑвайкки таран антӑмӑр та сарлака плита ҫине лартӑмӑр.

— Сире пирӗнсӗр кичем пулмарӗ-и? — сӑмах пуҫарчӗ Ася.

— Сире мансӑр кичем пулчӗ-и? — ыйтрӑм эпӗ те. Ася ман ҫине айккӑн пӑхса илчӗ.

— Кичем пулчӗ, — терӗ вӑл. — Аван-и тусем хушшинче? — терӗ вӑл ҫавӑнтах, — вӗсем ҫӳллӗ-и? Пӗлӗтсенчен те ҫӳлерех-и? Хӑвӑр мӗн курнине каласа парӑр мана. Эсир пиччене каласа патӑр, эпӗ нимӗн те илтеймерӗм.

— Мӗншӗн пӑрахса каймаллаччӗ-ха сирӗн, — терӗм эпӗ.

— Эпӗ кайрӑм… мӗншӗн тесен… Халӗ акӑ каймастӑп, — хушса хучӗ Ася ачаш сасӑпа, — эсир паян ҫилленнӗччӗ.

— Эпӗ-и?

— Эсир.

— Каҫарӑр, мӗн пирки-ши?

— Пӗлместӗп, анчах эсир ҫилленнӗччӗ, ҫилленнипех тухса кайрӑр. Эсир ҫапла кайнишӗн эпӗ питӗ кӳрентӗм, ҫавӑнпа халӗ эсир таврӑннишӗн савӑнатӑп.

— Эпӗ те савӑнатӑп хам таврӑннишӗн.

Ася хулпуҫҫисене выляткаласа илчӗ, хӗпӗртенӗ чух ачасем час-часах ҫапла тӑваҫҫӗ.

— О, эпӗ питӗ сисетӗп! — калаҫрӗ вӑл татах, — атте тепӗр пӳлӗмре пӗрре ӳсӗрнинченех вӑл кӑмӑллӑ-и, кӑмӑллӑ мар-и — ҫавна пӗлеттӗм.

Унччен Ася мана хӑйӗн ашшӗ ҫинчен пӗр сӑмах та каламанччӗ. Ку мана хытӑ тӗлӗнтерчӗ.

— Эсир аҫӑра юратнӑ-и? — терӗм те эпӗ сасартӑк хам хӗрелсе кайнине туйрӑм.

Ася хирӗҫ нимӗн те каламарӗ, ман пекех хӗрелсе кайрӗ. Эпир иксӗмӗр те чӗмсӗрлентӗмӗр. Аякра, Рейн ҫинче, пӑрахут тӗтӗм кӑларать. Ҫавна пӑхса лартӑмӑр эпир.

— Мӗншӗн каласа кӑтартмастӑр-ха эсир? — терӗ пӑшӑлтатса Ася.

— Мӗн-ма эсир паян мана курсанах кулса ятӑр? — ыйтрӑм эпӗ.

— Хам та пӗлместӗп. Хӑш-пӗр чухне манӑн макӑрас килет, эпӗ вара кулатӑп. Эсир мана тиркесен те, ырласан та, эпӗ мӗн тунине ан пӑхӑр. Ах, тӑхтӑр-ха, мӗнле юмахчӗ-ха ҫав Лорелей ҫинчен? Ав лере унӑн сӑрчӗ курӑнать вӗт? Малтан вӑл пурне те хӑй шыва путарнӑ, тет, кайран, юратса пӑрахсан, хӑй шыва сикнӗ, тет. Ҫак юмах мана килӗшет, Луизе фрау мана темӗнле юмах та каласа парать. Луизе фраун сарӑ куҫлӑ хура кушак аҫи пур.

Ася пуҫне ҫӗклерӗ те кӑтра ҫӳҫне силлентерсе илчӗ.

— Ах, питӗ лайӑх мана, — терӗ вӑл.

Ҫак самантра пирӗн пата темӗнле пӗр евӗрлӗ сасӑсем татӑкӑн-татӑкӑн илтӗнчӗҫ. Ҫӗршер сасӑ пӗр харӑссӑн, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн чарӑнса, кӗлӗ кӗвви каять иккен: кӗлтӑвакансен пысӑк ушкӑнӗ айлӑмри ҫул тӑрӑх хӗрессемпе хоругвисем йӑтса пырать…

— Эх, каясчӗ ҫавсемпе, — терӗ Ася, — майӗпен шӑпланса пыракан сасӑсене тимлесе.

— Эсир ҫав териех турра ӗненетӗр-и вара?

— Ӑҫта та пулин аякка каясчӗ, турӑ умӗнче кӗлтума е паттӑрла йывӑр ӗҫ тума, — калаҫрӗ вӑл татах. — Акӑ кунсем иртеҫҫӗ, пурнӑҫ та иртсе каять, мӗн тунӑ-ха эпир?

— Эсир чапа тухасшӑн, — асӑрхарӑм эпӗ, — пурнӑҫа уссӑр пурӑнса ирттересшӗн мар, хӑвӑрӑн йӗре хӑварасшӑн…

— Ӑна тума май ҫук-им?

«Май ҫук», — тесех яраттӑмччӗ эпӗ… Анчах унӑн ҫутӑ куҫӗсенчен пӑхрӑм та ҫапла ҫеҫ каларӑм: Тӑрӑшса пӑхӑр…

— Калӑр-ха, — пуҫларӗ каллех Ася кӑшт чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн, ҫак хушӑра унӑн шуралса кайма ӗлкӗрнӗ пичӗ ҫинче темӗнле ӗмӗлкесем шуса иртрӗҫ, — сире леш хӗрарӑм питӗ килӗшетчӗ-и… Астӑватӑр-и, тусем хушшине кайсан, эпир паллашнӑ хыҫҫӑн иккӗмӗш кунне, пичче унӑн сывлӑхӗшӗн ӗҫрӗ?

Эпӗ кулса ятӑм.

— Сирӗн пиччӗр шутлерӗ. Мана пӗр хӗрарӑм та килӗшмен, халӗ пушшех те килӗшмест.

— Хӗрарӑмсенче сире мӗн ытларах килӗшет? — пуҫне ялт ывтӑнтарса ыйтрӗ Ася, ытахальтен кӑна пӗлесшӗн пулнӑ пек.

— Тӗлӗнмелле ыйту, — терӗм эпӗ сасса хӑпартса.

Ася кӑшт вӑтанчӗ.

— Манӑн сире кун пек ыйту памалла марччӗ, ҫапла-и? Каҫарӑр, эпӗ пуҫа мӗн пырса кӗрет, ҫавна пакӑлтатма хӑнӑхнӑ, ҫавӑнпа калаҫма хӑратӑп та эпӗ.

— Калаҫӑр, тархасшӑн, пӗртте ан хӑрӑр, — хавхалантартӑм эпӗ ӑна, — эсир ютшӑнма пӑрахнӑшӑн эпӗ ҫав тери савӑнатӑп,
Ася пуҫне чикрӗ те лӑпкӑ, ҫӑмӑл кулӑпа кулса ячӗ; эпӗ ӑна ун пек кулма пӗлет теменччӗ.

— Ну, каласа кӑтартӑр, — терӗ вӑл татах, кунта вӑрах ларма шутланӑ пек кӗпе аркипе аллипе тӳрлетсе урисем айне сарса хунӑ май, — каласа кӑтартӑр е мӗн те пулин вуласа парӑр, астӑватӑр-и, эсир пӗррехинче пирӗн патӑрта «Онегинран» вуланӑччӗ…

Ася шухӑша кайрӗ…

Унта аннеҫӗмӗн пӗччен
Хӗресӗ йывӑҫ айӗнче —
терӗ вӑл пӑшӑлтатса.

— Пушкинӑн апла мар, — терӗм эпӗ.

— Эпӗ Татьяна пулнӑ пулӑттӑм, — ҫаплах шухӑшлӑн калаҫрӗ Ася. — Каласа кӑтартӑр, — терӗ вӑл хавхаланса.

Анчах манӑн нимӗн ҫинчен те каласа парас шухӑш марччӗ. Пӑхатӑп та эпӗ ун ҫине: янкӑр хӗвел пайӑркисемпе ҫап-ҫутӑ ҫуталнӑ сӑнӗ унӑн лӑпкӑ та кунӗ. Пирӗн йӗри-тавра, аялта, ҫӳлте — пӗлӗт, ҫӗр, шывсем — пурте савӑнӑҫлӑн ҫиҫсе ялкӑшаҫҫӗ, сывлӑш хӑй те йӑлтӑркка ҫутӑпа тулнӑн туйӑнать.

— Пӑхӑр-ха, мӗн тери аван! — терӗм эпӗ хам та сисмесӗр сасса вӑйсӑрлатса.

— Ҫапла, аван, — терӗ вӑл та хуллен, ман ҫине пӑхмасӑр. — Эпир сирӗнпе кайӑксем пулнӑ пулсан, мӗнлерех ҫӗкленсе вӗҫне пулӑттӑмӑр… Ҫак янкӑр кӑвак пӗлӗт ӑшнех путнӑ пулӑттӑмӑр… Анчах эпир кайӑк мар.

— Пирӗн те ҫунат ҫитӗнме пултарать, — хирӗҫлерӗм эпӗ.

— Мӗнле апла?

— Пурӑнсан — куратӑр. Хамӑра ҫӗртен ҫӗклеме пултаракан туйӑмсем пур пирӗн. Ан пӑшӑрханӑр, сирӗн ҫунатсем пулаҫҫех.

— Сирӗн пулнӑ-и-ха?

— Мӗнле калас-ши сире… Халиччен эпӗ вӗҫмен пулас-ха.

Ася каллех шухӑша кайрӗ. Эпӗ ун енне тайӑлтӑм. Вальс ташлама пӗлетӗр-и эсир? — ыйтрӗ вӑл сасартӑк.

— Пӗлетӗп, — тавӑртӑм эпӗ, вӑл мӗншӗн ҫапла ыйтнине ӑнлансах ҫитеймесӗр.

— Апла пулсан, кайрӑмӑр, кайрӑмӑр… Эпӗ пиччене пире валли вальс калама ыйтӑп… Шухӑшӑмӑрсенче эпир вӗҫнӗ пек, пирӗн ҫунатсем ҫитӗннӗ пек шутлӑпӑр.

Вӑл килнелле чупрӗ. Эпӗ ун хыҫҫӑнах васкарӑм — тепӗр темиҫе самантран эпир тӑвӑр пулӗмре Ланнерӑн ачаш кӗввипе вальс ташшинче ҫаврӑнтӑмӑр. Ася ҫав тери лайӑх, киленсе ташлать. Унӑн хӗрлӗ ҫирӗп сӑн-сӑпатӗнче сасартӑк темӗнле, хӗрарӑмларах ҫепӗҫлӗх пурри палӑрчӗ. Кайран манӑн алӑ унӑн ачаш пӗвӗ-сийӗн ӑшшине тахҫанччен туйса ҫӳрерӗ, вӑл ҫывӑхра хӑвӑрт-хӑвӑрт сывлани тахҫанччен илтӗнсе тӑчӗ, унӑн кӑтра ҫӳҫ пайӑркисем шуххӑн вӗлкӗшни, шуранка пичӗ ҫинчи ҫурма хунӑ, хускалман хура куҫӗсем тахҫанччен умран каймарӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех