Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Кӑштах кулӑш — 5

Автор: Евгений Турхан

Ҫӑлкуҫ: http://suvargazeta.ru/index.php/news/cn- ... h-kulash-5

Ҫул: 2020; Хушнӑ: 2020.05.10 00:06

Пуплевӗш: 18; Сӑмах: 151

Текст тӗсӗ: Анегдот

Вырӑсла Тема: Кулӑш

Чипер Маринепе Яка Кулине тӗл пулаҫҫӗ:

— Эсӗ мӗн, Кӑтра Кӗтернепе калаҫма та пӑрахнӑ-им? — ыйтать Кулине.

— Пӑрахрӑм ҫав, вӑл сарӑ кӑтрисене хуратса хунӑ та…

— Вара мӗн?

— Ытла та ӑслӑ пулса кайнӑ, — ӑнлантарать Чиперри.

* * *

Кукша Кӗркури тӗн семинарине вӗренме кӗнӗ тет. Ҫуллахи каникула килне таврӑнсан ӑна таҫта аякка васкаса тухса каймалла пулнӑ пачӑшкӑ вырӑнне вӑхӑтлӑха лартаҫҫӗ. Служба вӑхӑчӗ ҫитсен Кӗркури чиркӗве пырать, аллине хулӑн кӗнеке тытса алтарьтен тухать:

— Ҫак кӗнекере мӗн тесе ҫырнӑ, пӗлетӗр-и эсир? — тесе ыйтать вӑл.

— Ҫук, пӗлместпӗр! — хуравлаҫҫӗ пухӑннисем.

— Пӗлместӗр пулсан мӗн калаҫмалла ӗнтӗ сирӗнпе? ! — тесе хурать те Кукша алтаре кӗрсе каять.

Ҫапла темиҫе кун иртет. Эрнерен ӗненекенсем пӗрле пухӑнса канашлаҫҫӗ те Кукша ыйтӑвӗ ҫине:
— Пӗлетпӗр! Пӗлетпӗр! — тесе хуравлаҫҫӗ.

— Пӗлетӗр пулсан мӗн ҫинчен каласа памалла ӗнтӗ сире? — тесе Кукша каллех алӑк хыҫӗнче ҫухалать.

Ӗненекенсем ҫавах та проповедьне итлемех шутлаҫҫӗ, тепӗр эрнерен вӗсенчен ҫурри «пӗлетпӗр», тепӗр ҫурри «пӗлместпӗр» тесе хуравлаҫҫӗ.

— Апла пулсан пӗлекенсем пӗлменнисене ӑнлантарса парӑр! — тесе ҫаврӑнать те утать Кукша.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех