Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Мӑн асатте пехилӗ

Автор: Николай Ишентей

Ҫӑлкуҫ: Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 30,32,34 с.

Хушнӑ: 2020.04.22 22:04

Пуплевӗш: 31; Сӑмах: 228

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Пӗррехинче эпӗ асаттене ыталаса ҫапла ыйтрӑм:

— Асатте, кала-ха, эсӗ епле майпа пысӑк ҫынна тухма пултарнӑ? Сана ав телевизорпа та час-часах кӑтартаҫҫӗ, хаҫат-журналта та ҫыраҫҫӗ.

— Петюк, ку ҫитӗнӳ пӗтӗмпех санӑн мӑн аслаҫу пехилӗ пулӑшнипе пулчӗ. Унтри салтак ҫинчен сана унччен каласа панӑччӗ-ҫке. Вӑл шӑпах манӑн тӑван атте пулать те.

— Унтри салтак Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинчен таврӑнман теттӗн-иҫ. Эсӗ ҫураличчен вӑл пӗр йывӑр ҫапӑҫура пуҫ хунине те пӗлетӗп. Мӗнле майпа пехиллеме пултарнӑ-ха сана мӑн асатте? — ӗненмерӗм эпӗ.

— Аттене курман пултӑрин, пехилне илнӗ вара. Хамшӑн та, саншӑн та, килес ӑрусемшӗн те…

— Епле? — тӗлӗнтӗм эпӗ.

Асатте сентре ҫинчен кивӗ пӗчӗк арча илчӗ те уҫрӗ. Унтан вӑл вӑхӑт тутӑхӗпе сарӑхнӑ хут кӑларчӗ. Виҫ кӗтеслӗн хутлатнӑскере асӑрханса саркаларӗ.

— «Мускав. 1945 ҫул. Мартӑн тӑваттӑмӗшӗ. Аҫу ҫырӑвӗ», — вулама пуҫларӗ вӑл.

— Унтри салтак ҫырӑвӗ-и ку? — ыйтрӑм эпӗ кӑсӑкланса.

Асатте килӗшсе пуҫне сӗлтрӗ те малалла тӑсрӗ:

— «Госпитальте сывалтӑм. Кӗҫех инҫе ҫула тухатпӑр. Германие, Берлина, каятпӑр. Ку пирӗн юлашки ҫапӑҫу. Мирлӗ пурнӑҫ пултӑр тесе ют ҫӗре каятпӑр…»

Асатте вулама чарӑнчӗ.

— Малалла мӗн пулнӑ-ши?

— Хӑв вуласа пӗл, — пулчӗ хурав.

Эпӗ сарӑхнӑ хута алла илтӗм, аран палӑракан сӑмахсене сыпӑкӑн-сыпӑкӑн пӗрлештертӗм:

— «Манӑн юратнӑ ачамсем, аҫу пӗрле ҫуккишӗн ан пӑшӑрханӑр, ҫынран ан юлӑр. Шкулта тӑрӑшса вӗренӗр. Мирлӗ пурнӑҫ малашлӑха уҫса пытӑр. Сирӗнне те, мӑнукӑрсен мӑнукӗсенне те…»

Ҫакӑнпа салтак ҫырӑвӗ вӗҫленчӗ. Вӑл ҫапӑҫӑва васканӑ пулас, калас тенине те каласа пӗтереймен. Ҫырӑва вулани ырӑ ӗмӗт ҫуратрӗ — манӑн та асатте пек ятлӑ-сумлӑ ҫын пулмалла. Унтри салтак пехилӗпе.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех