Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Шӑллӑма утма вӗретни

Автор: Николай Ишентей

Ҫӑлкуҫ: Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 28,30 с.

Хушнӑ: 2020.04.22 22:03

Пуплевӗш: 27; Сӑмах: 172

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Анне ирпе ирех тутлӑ кукӑль пӗҫерме шутларӗ.

— Петя, Антошкӑна асӑрха-ха, — терӗ вӑл.

Антун — манӑн шӑллӑм. Вӑл пысӑк ӗнтӗ — тахҫанах кипке ӑшӗнчен тухнӑ. Хӑй чӗлхипе юрлама та пӗлет. Урине хитре пушмак тӑхӑнтартатпӑр пулин те тӑпӑрт-тӑпӑрт утма-чупма ҫеҫ вӗренеймен-ха.

Эпӗ унпа йӑпанма питӗ юрататӑп. Халӗ те футболла выляс терӗмӗр. Хапхасем те хатӗрех: шӑллӑма тенкел ҫумне тӑратрӑм, хам — сӗтел тӗлне.

— Антошка, хӳтӗлен, — терӗм те мечӗке тапрӑм.

Шӑллӑм, тенкел хӗрринчен ҫатӑрласа тытнӑскер, мечӗке чараймарӗ. Аллисем пушӑ марччӗ ҫав унӑн. Тӗревсӗр юлсан, ҫӑмха пек, чикӗл-макӑль йӑванасран шикленчӗ пулинех. Ҫапах мечӗк хапхана кӗреймерӗ, ун-кун ҫапӑнса урайӗнче сиккелерӗ ҫеҫ. Пӗчӗк хапхаҫӑ савӑннипе тыткӑҫа вӗҫертсех алӑ ҫупрӗ.

«Ӳкет пуль», — вӗлтлетрӗ шухӑш. Шӑллӑм патнелле ыткӑнтӑм, анчах кӑлӑхах. Вӑл пӗр утӑм турӗ, тепре… Эпӗ чупса ҫитиччен тӑппи-таппи таплаттарчӗ, мечӗк хыҫҫӑн талпӑнчӗ. Чараймарӑм. Икӗ кӑлтӑркка — мечӗкпе Антун — сӗтел айне кӗрех кайрӗҫ.

— Анне! Антошка ман хапхана мечӗк кӗртрӗ, утма та вӗренчӗ, — ыткӑнтӑм эпӗ кухньӑналла.

— Ырӑ ӗҫ тӑваканӑн тутлӑ ҫимелле, — терӗ анне шӑллӑмпа иксӗмӗре сӗтел хушшине лартса.

Пирӗн пӗчӗк ҫеҫ ҫӗнтерӳҫӗ те чыса тивӗҫрӗ. Антун кукӑле ҫӑвар тулли явӑнтарчӗ. Малашне татах та тупӑшса выльӑпӑр-ха шӑллӑмпа.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех