Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ырӑ ӗҫсен команди

Автор: Николай Ишентей

Ҫӑлкуҫ: Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 24 с.

Хушнӑ: 2020.04.22 22:02

Пуплевӗш: 28; Сӑмах: 166

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Паян шкулта ҫӗнӗ сӑмах вӗрентӗмӗр — «коллекционер». Пӗрешкел, интереслӗ е сайра тӗл пулакан япаласене пухакан тенине пӗлтерет вӑл.

Переменӑра пӗр кӑшӑла шӑкӑрин пуҫтарӑнтӑмӑр. Кам мӗн коллекцилесси пирки калаҫатпӑр. Пӗрисем марка, теприсем значок пухасшӑн. Шоколад хучӗсенчен альбом тӑвас текен те пур.

— Эпӗ Мӑр-Мяука питӗ юрататӑп. Хамӑр урамри мӗнпур кушака ятран пӗлетӗп. Вӗсене пурне те ӳкерчӗклесе пӗр папкӑна хурасшӑн, — пӗлтерчӗ Нина.

— Петруш, эсӗ мӗн пухасшӑн? — ыйтрӗҫ тантӑшсем манран та.

Мӗн каламаллине те пӗлмерӗм. Ҫапах та капланса килнӗ шухӑша пӗлтермеллех.

— Ӗнер шкултан киле таврӑннӑ чух пӗр ватӑ кинемее ҫул урлӑ каҫма пулӑшнӑччӗ, — тетӗп. — Виҫӗм кун вара Анаткасри шӗвӗрккене савӑнтартӑм. Унӑн мечӗкӗ шыва кайнӑччӗ те — илеймест. Хайхи-майхи мечӗке хуҫине тавӑрса патӑм.

— Ну, Петруш, коллекционер… Халӑха ан тӗлӗнтер. Альбома мӗскер хурасшӑн?

Мӗн каламалла-ши? Аптӑранӑскер чӗлхене ҫыртрӑм.

— Мӗншӗн альбома пухмалла?

— Ачасем, атьӑр пӗрлешсе пурте тӗрлӗ ырӑ ӗҫ тума пуҫлатпӑр, — кӗтмен ҫӗртен сӗнӳ пачӗ Захар.

— Атьӑр! — хаваспах килӗшрӗҫ ыттисем те.

Ҫапла пирӗн шкулта «Ырӑ ӗҫсен команди» ҫуралчӗ. Ӑмӑртса ӗҫлекенни. Кам ытларах ырӑ ӗҫ тӑвать, ҫавӑ ҫӗнтерет. Пуҫаруллӑ пулнӑшӑн мана шкул линейкинче мухтарӗҫ, командир пулма шанчӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех