Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 15

Пай: Вилӗме ҫӗнтерсе… –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Антал Назул

Ҫӑлкуҫ: Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Хушнӑ: 2020.04.05 19:48

Пуплевӗш: 53; Сӑмах: 437

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Егорыч хӑш палатӑра выртнине Григорий Васильевичпа Таня пытарасшӑн тем тери тӑрӑшрӗҫ пулин те, Сергей пурпӗрех пӗлчӗ. Ун патне ҫитме пӗр ҫитмӗл утӑмсем пулӗ. Куна вӑл уҫӑлса тӑракан алӑкран пӑхсах уйӑрса илчӗ.

«Ҫитмӗл утӑм? — шухӑшларӗ Сергей. — Кӗлетке йывӑрӑшне ҫитмӗл хутчен чирлӗ ура ҫине йӑвантармалла та сыввине хӑвӑрттӑн малалла ывӑтмалла. Костыль пулсанччӗ мӗнле те пулин! Анчах мӗнпе тытмалла-ха? Тем мар, стена ҫумне хулпуҫҫипе тӗреленетӗп. Ӑна сӑрланӑ, хулпуҫҫи шума тивӗҫ. Улӑштарса ҫыхнӑ чух бинт айне ваттӑ ытларах хума ыйтӑп. Эпӗ пӗр канмасӑр аллӑ утӑм тума пултаратӑп. Сахал. Анчах ку стена ҫумне таянмасӑр! Коридорта кавир выртать. Ун тӑрӑх кайма йывӑртарах, ҫул варрине кӗрӗслетни ҫитмен-ха тата. Кузнецов чупса килӗ: «Кам ирӗк панӑ, шуйттан илесшӗ!»

Хӑй палатинчен Егорыч палатине куҫас плана вӑл тӗплӗн хатӗрлерӗ. Пур вак-тӗвеке те шута илсе. Халӗ чи йывӑрри — ӑна пурӑнӑҫласси юлчӗ. Сергей ӗнтӗ хӑй унта мӗнле пулассине те курать. Тусӗ патне кӗрет те, ӗнер ҫеҫ уйрӑлнӑ пек, лӑпкӑн каласа хурать: «Сывлӑх сунатӑп, Егорыч! Сана кӗрсе курас терӗм!» Егорыч кулса илет. Чавсисем ҫине тӗренсе ҫӗкленӗ те кӑшкӑрса ярӗ: «Ку вӑт вӑйлӑ! Ку чӑннипех те тӗлӗнмелле! Хӑв пӗчченех ҫӳретӗн-ҫке эсӗ! Ну, лар, каласа кӑтарт!» Сергей ларӗ…

«Хӑш вӑхӑтра кайӑп-ха эпӗ? — кӗтмен ҫӗртен тухса тӑрать ҫӗнӗ ыйту. — Халӑх пухӑнӗ, Кузнецов асӑрхӗ — вара пӗтрӗ… Кану вӑхӑтӗнче!» — ялтлатрӗ пуҫра шухӑш.

Алӑкран тухсан, Сергей пӑхса илчӗ те тӑпах чарӑнчӗ — ытла та вӑрӑм-ҫке коридор. Ку ӑна тӗлӗнтерсе те, шиклентерсе те пӑрахрӗ. Тӑвӑр та пуш-пушӑскер, вӑл таҫта шалалла тӑсӑлать, ҫавӑнпа ун вӗҫӗ-хӗрри те ҫук пекех туйӑнать.

«Нивушлӗ ҫав алӑк патне ҫити ҫитмӗл утӑм вара?» — пӗрремӗш утӑмне хӑюсӑррӑн кӑна тунӑ май, хӑраса шухӑшларӗ Сергей.

Вунҫиччӗмӗшне вӗҫленӗ чух вӑл коридорӑн тепӗр вӗҫӗнче ҫынсем пуррине асӑрхарӗ. Тӑваттӑнччӗ вӗсем. Пурте кунталла, ӑна хирӗҫ килеҫҫӗ. Пуҫӗсене хӑйсем пӗр-пӗрин енне тайӑлтарнӑ, урисене йывӑррӑн иле-иле пусаҫҫӗ. Лайӑхраххӑн пӑхрӗ те Сергей вӗсем шурӑ япалапа витнӗ наҫилкке йӑтса килнине ӑнланчӗ.

«Чирлисене капла илсе ҫӳремеҫҫӗ! — темӗне сиснӗн, шикленсе ӳкрӗ вӑл. — Мӗнрен хӑратӑп-ха эпӗ?» — шӑплӑхра кӗтмен ҫӗртен пӑшал шанлаттарнӑ евӗр, килсе ҫапрӗ шухӑш. Ҫакӑ ун пуҫне ҫавӑрттарса, таҫта шалта кӑмӑла пӑтрантарса ячӗ.

Тепӗр самантран вӑл хӑй кайма шут тытнӑ алӑка курчӗ. Ӑна яриех уҫса пӑрахнӑччӗ.

— Кам вилнӗ? — ҫынсем хӑйпе танлашсан, ыйтрӗ Сергей чӗтӗрекен сасӑпа.

— Ларин, — хыттӑнах тавӑрчӗ санитар. Коридор Сергей куҫӗ умӗнче, асӑрханмасӑр йывӑр япалапа ҫапӑннӑ ещӗк евӗр, тайӑлса кайрӗ, вара, чӗтӗренсе илчӗ те, хытса ларчӗ.

— Чарӑнӑр! — кӑшкӑрса ячӗ Сергей. — Ӑҫта эсир ӑна?..

— Пурте вилӗмлӗ эпир, ывӑлӑм, — лӑпкӑн тавӑрчӗ леш ҫынах.

Егорыч наҫилкке ҫинче янахне каҫӑртса выртнӑччӗ, сарӑхса кайнӑ пӗрӗмлӗ питӗнче ун, хӑй пурӑнса ирттернӗ пӗтӗм ӗмӗрӗ пекех, канӑҫсӑрлӑх хытса юлнӑ. Кӗл евӗр тӗксӗмтерех шурӑ куҫ харшин йӗпписем тӗмӗн-тӗмӗн тӑраткаланнӑ, ҫавна пула вӗсем, ун кӑмӑлӗнче нихӑҫан пулман хытлӑха айваннӑн ҫирӗплетсе, ҫаплах пурӑннӑн туйӑнаҫҫӗ.

— Егорыч! — ахлатса ячӗ те Сергей, янахӗпе яка та сивӗ стенаран ҫакӑнса, майӗпен-майӗпенех урайне шуса анчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех