Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вилӗме ҫӗнтерсе…

Автор: Антал Назул

Ҫӑлкуҫ: Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Хушнӑ: 2020.04.04 15:56

Пуплевӗш: 3906; Сӑмах: 30519

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Сан умӑнта, вулаканӑм, вырӑс совет писателӗн Владислав Титовӑн пысӑках мар повеҫӗ.

Пысӑках мар… Калӑпӑшӗпе вӑл, чӑн та, ҫапла, анчах унра пысӑк пурнӑҫ вӗрет. Хӑватлӑ хӗрӳлӗхпе тулнӑ чӗре тапать повеҫре. Этем шутласа кӑлармалла мар йывӑрлӑха ҫӗнтернӗ ҫирӗп вӑй-халлӑ чӗре.

Аллуна тыт ҫак кӗнекене, юлташӑм, пӑрӑнса ан кай. Тыт та вуласа тух. Ӳкӗнмӗн. Автор унта, шахтер пулнӑскер, йӑлтах хӑй пурнӑҫне ҫырса кӑтартать. Апла тесен — ку вӑл сан пурнӑҫу та. Пурсӑмӑр пурнӑҫӗ.

Вуласа тухсан, кӗнеке тӑрӑх ҫуралнӑ шухӑш-кӑмӑлу пирки ҫырса пӗлтерме те ан ман. Пирӗн адрес ҫапла: Шупашкар хули, Ленин урамӗ, 4-мӗш ҫурт, Чӑваш кӗнеке издательстви.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех