Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Туслӑх тата пулӑшу

Автор: Иршат Хамидуллин

Ҫӑлкуҫ: «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.

Хушнӑ: 2020.03.25 23:28

Пуплевӗш: 10; Сӑмах: 159

Текст тӗсӗ: Хыпар

Вырӑсла Тема: Ҫар

Пӗлӳ кунне халалланӑ савӑнӑҫлӑ линейкӑра Юхмачӑри вӑтам шкулта Геннадий Михайлович Волостнов та пулнӑччӗ. Ачасене вӑл: «Лайӑх вӗренӗр. Хам ятпа сире пӗчӗк ҫеҫ парнесем: шкула — музыка центрӗ, кадет класӗн курсанчӗсене — форма парасшӑн», — тесе каларӗ. Ҫакӑ тӑватӑ уйӑх каялла пулса иртрӗ. Акӑ халӗ тепӗр тӗлпулу. Хальхинче Тутарстан Республики тӑрӑх ӗҫлекен наказной атаман, Лейб-гвардипе казак ҫарӗсен генерал-майорӗ «Ҫӑлтӑр» ҫарпа патриот клубӗн членӗсене отряд ялавне пама килнӗ. Волостновпа пӗрле тӗлпулӑва Тольяттири уйрӑм резерв казак ҫарӗн атаманӗ Евгений Владимирович Шарафанов, ҫак ҫарти старейшинӑсен канашӗн председателӗ Владимир Иванович Абрамов тата Пӗрлешӳллӗ Нацисен Организацийӗн Тӗнче король академийӗн хисеплӗ академикӗ, йӗркеленӗ преступноҫпа кӗрешекен комитет председателӗн советникӗ Петр Иванович Сысоев генерал-лейтенант килнӗ. Уявра ҫавӑн пекех Элкел, Алексеевски районӗсен администраци пуҫлӑхӗсем, Элкел районӗнчи шкулсен директорӗсем, республикӑри МХХ представителӗсем хутшӑнчӗҫ.

Асӑнмалӑх ялав панӑ хыҫҫӑн кадетсем пухӑннисем умӗнче маршпа иртрӗҫ.

— Ҫакӑн пек ҫамрӑксемпе мухтанатпӑр эпир, вӗсенчен ҫӗршывӑн тӳрӗ те шанчӑклӑ хӳтӗлевҫисем ҫитӗнӗҫ. Ҫак ҫамрӑксемпе туслӑ пулӑп, май ҫитнӗ таран пулӑшӑва ҫирӗплетсе ҫеҫ пырӑп, — пуриншӗн те пӗтӗмлетнӗ пек каларӗ юлашкинчен Геннадий Волостнов.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех