Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Яваплӑх хӑратмасть

Автор: Ирина НИКОЛАЕВА

Ҫӑлкуҫ: «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 2 стр.

Хушнӑ: 2020.03.25 23:19

Пуплевӗш: 29; Сӑмах: 385

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Вӗҫленсе пыракан ҫулталӑка пӗтӗмлетнӗ май, вӑл ҫӑмӑл пулманни курӑнать. Экономика кризисӗ кашни ҫынна тенӗ пекех пырса тиврӗ. Чи хӑрушши ҫакӑн пек вӑхӑтра _ ӗҫсӗрлӗх. Ӗҫ рынокӗнчи лару-тӑру район-хуласен че тӗрлӗрен пулсан та ӑмсанмаллиех ҫук. Ял хуҫалӑхӗпе пурӑнакан Теччӗ тӑрӑхӗнче те ӑна лайӑх тесе калама хӗнтерех: ӗҫсӗрлӗх шайӗ тӑватӑ процент.

Районти ӗҫпе тивӗҫтерекен центрӑн ертӳҫи В.Торгашов пӗлтернӗ тӑрӑх, центра 2009 ҫулта январь уйӑхӗнчен пуҫласа декабрӗн 1-мӗшӗччен пурӗ 3191ҫын (вӗсенчен 1379-шӗ ялта пурӑнакан) килнӗ, 805-шӗ юридици консультацийӗ илнӗ. Пӗр сӑмахпа, центр ӗҫченӗсен ҫулталӑкӗпех сывлама та вӑхӑчӗ пулман. «Пирӗн патран халӑх пӗр кун та татӑлмасть. Пурне те пулӑшма тӑрӑшатпӑр», — терӗ Владимир Петрович центр ӗҫӗ пирки.

Теччӗ — ял хуҫалӑх районӗ, эппин, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркеленессине кӗтмелли ҫук. Чӑн та, ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ ҫынсене обществӑлла, сезон ӗҫӗсене хутшӑнтарни ыйтӑва вӑхӑтлӑха татса пама пулӑшнӑ-ха. Пӗтӗмпе обществӑлла ӗҫсене кӑна 927 ҫынна явӑҫтарнӑ. Ял хуҫалӑхсенчи сезон ӗҫӗсене хутшӑнас текенсем те ҫителӗклех пулнӑ.

Ӗҫсӗр юлнӑ 58 ҫынна методцентр урлӑ водителе, ЭВМ операторне тата ытти профессие вӗрентнӗ. ТР Министрсен Кабинечӗн «Тутарстан Республикинче нумай ҫынна ӗҫрен кӑларас хӑрушлӑх тухиччен маларах профессилле пӗлӳ парассине йӗркелесси ҫинчен» Постановленийӗпе килӗшӳллӗн, ӗҫсӗр юлас хӑрушлӑхри 15 ҫынна вырӑнти ял хуҫалӑх техникумне урӑх специаль ноҫа вӗренме янӑ. Теччӗ тӑрӑхӗ ял хуҫалӑх районӗ пулнӑ май, ҫак ҫынсем ытларах ял хуҫалӑхне кирлӗ профессие алла илнӗ. Ҫапла вара вӗсенчен 94,8 проценчӗ яланхи ӗҫе вырнаҫма пултарнӑ.

Пӗлтӗр июнь уйӑхӗнче кризиса хирӗҫ патшалӑх программине йышӑнни вара ял хуҫалӑхӗпе пурӑнакан районсемшӗн ҫӑлӑнӑҫ унки вырӑнӗнчех пулчӗ тесен йӑнӑш мар-тӑр. Ытти районсенче халӑха «Самозанятость» программа на хутшӑнма ӳкӗтлеме тивнӗ пулсан, Теччӗ тӑрӑхӗнче пач урӑх лару-тӑру. Кунти халӑх яваплӑхран та, йывӑрлӑхран та хӑрамасть. «Самозанятость» программӑпа бизнес-плансем хатӗрлесе кредит илнӗ 323 ҫынран 263-шӗ фермер хуҫалӑхӗ йӗркеленӗ. Программӑна пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе вырӑнти ял хутлӑхӗсем тӑрӑшса ӗҫленипе ҫакӑн пек кӑтартусем тӑваҫҫӗ те теччӗсем. Тӗслӗхрен, Аслӑ Тарханпуҫпа Аслӑ Ӑнӑ вырӑнти ял хутлӑхӗсенче — 15-шер, Урюмпа Льяшево ял хутлӑхӗсенче 9-10-шар ҫын «Самозанятость» программӑна хутшӑннӑ. Владимир Петрович каланӑ тӑрӑх, ку программӑна хутшӑнас текенсем халӗ те сахал мар, апла пулин те ҫулталӑк вӗҫлениччен вӗсен шутне 432 ҫеҫ ҫитермелле пулнӑ. Заявка паракансем вара тата ҫӗре яхӑн.

Хулара ял хуҫалӑх техникумӗпе педагогика училищи ҫуллен ҫӗр-ҫӗр специалист вӗрентсе кӑлараҫҫӗ. Шел пулин те, вӗсенчен чылайӑшӗ валли ӗҫ рынокӗнче вырӑн ҫук, шӑпах вӗсем ӗҫсӗррисен шутне чи малтан лекеҫҫӗ те. Декабрӗн 1-мӗшӗ тӗлне центрта 443 ӗҫсӗр ҫын учетра тӑнӑ. Вӗсене хӑҫан тата мӗнле ӗҫе вырнаҫтарасси хальлӗхе паллӑ мар. Владимир Петрович каланӑ тӑрӑх, ӗҫсӗррисен ыйтӑвӗпе вӗсем кашни кун ӗҫлеҫҫӗ, 2010 ҫулта тӗрлӗ шайри программа йышӑнасса шанаҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех