Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Коронавирусран сипленес тесен эрех-сӑра ӗҫмелле мар, пирус туртмалла мар

Автор: Аҫтахар Плотников

Ҫӑлкуҫ: https://chuvash.org/news/24711.html

Хушнӑ: 2020.03.21 09:28

Пуплевӗш: 11; Сӑмах: 170

Текст тӗсӗ: Хыпар

Вырӑсла Тема: Сывлӑх

Ӑнӑҫлӑ сипленме е чир-чӗр ересрен сыхланас тесен ҫынсен хӑйӗн сывлӑхӗшӗн тӑрӑшмалла: зарядка тумалла, уҫӑлса ҫӳремелле, эрех-сӑрапа пылак шывсене сахалрах ӗҫмелле тата табак туртма пӑрахмалла, — пӗлтернӗ пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗн (ПТССО) пуҫлӑхӗ.

ПТССО тӗп директорӗ Тедрос Гебреисус коронавируса хирӗҫ ӑнӑҫлӑ кӗрешес тӗлӗшпе эрех-сӑра ӗҫме тата пирус туртма пӑрахма, ҫавӑн пекех спортпа туслашма чӗнсе каланӑ. Кун пирки вӑл тӗнчере пандеми сарӑлнине халалласа ирттернӗ брифингра каланӑ.

ПТССО пуҫлӑхӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, кунашкал мерӑсем чирлесе ӳкнисене хӑвӑртрах сывалма пулӑшӗҫ.

«Ҫак йывӑр вӑхӑтра хамӑр ӳт-пӳпе психика сывлӑхне ҫирӗплетни питӗ кирлӗ. Ҫакӑ сире малашлӑхра ҫеҫ мар пулӑшӗ, эсир COVID-19 чирлесе ӳкрӗр пулсан та ҫӗнтерме май парӗ. Пӗрремӗшӗнчен, хӑвӑрӑн иммунитет системине йӗркеллӗ ӗҫлеме пулӑшакан тутлӑхлӑ тата сывӑ апат ҫийӗр. Иккӗмӗшӗнчен, эрех-сӑра сахалрах ӗҫӗр тата пылак шӗвексенчен пӑрӑнӑр», — тенӗ Гебреисус.

Виҫҫӗмӗшӗнчен, ПТССО пуҫлӑхӗ шутланӑ тӑрӑх, пирус туртма пӑрахмалла — ку сиенлӗ йӑла «COVID-19 ернӗ хыҫҫӑн ытти чир-чӗрсене аталантарма пултарать». «Тӑваттӑмӗшӗнчен, физика упражненийӗсем тӑвӑр — аслисен кунне 30 минут та пулин, ачасен кунне пӗр сехет те пулин хусканусем тумаллах. Кашни кун пӗрер сехет уҫӑлса ҫӳрӗр, анчах ыттисемпе ҫывӑх ан пулӑр», — канаш панӑ Гебреисус.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех