Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Нумай хут усӑ курмалли маскӑсем ҫӗлеме пуҫланӑ

Автор: Инга Алексеева

Ҫӑлкуҫ: https://ursas.rbsmi.ru/news/Numay-hut-us ... an-173827/

Хушнӑ: 2020.03.21 09:19

Пуплевӗш: 7; Сӑмах: 84

Текст тӗсӗ: Хыпар

Вырӑсла Тема: Сывлӑх

Сывлӑх сыхлав министрӗ Максим Забелин паянхи кунтан Пушкӑртстанра нумай хут усӑ курмалли медицина маскисем хатӗрлекен производствӑна хута ярасси ҫинчен пӗлтернӗ.

Ун сӑмахӗсем тӑрӑх‚ марльӑран тунӑ маскӑсене «Агидель» Пушкӑртстан ӳнер промыслисен патшалӑх унитарлӑ предприяти (ГУП БХП) территорийӗнче хатӗрлӗҫ‚ патшалӑх аптекисенче сутӗҫ. Кашни упаковкӑра виҫшер маска пулӗ.

— Марльӑран тунӑ маскӑсене нумай хут усӑ курса пулать‚ — палӑртнӑ ведомство ертӳҫи. — Вӗсемпе‚ пӗрре усӑ курмалли маскӑсем пекех‚ 2-3 сехетрен ытла ҫӳремелле мар. Усӑ курнӑ хыҫҫӑн супӑньпе ҫумалла‚ вӗретмелле‚ типӗтмелле те вӗри утюгпа якатмалла. Ҫак ӗҫсене тунӑ хыҫҫӑн каллех тӑхӑнма юрать.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех