Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Коронавирус кӗрпе туянтарать

Автор: Аҫтахар Плотников

Ҫӑлкуҫ: https://chuvash.org/news/24678.html

Хушнӑ: 2020.03.18 11:05

Пуплевӗш: 6; Сӑмах: 51

Текст тӗсӗ: Хыпар

Вырӑсла Тема: Апат-ҫимӗҫ

«ПроГород» кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх халӑх кӗрпе туянасшӑн хыпӑнать. Ҫавӑн пекех сахӑр илме пынисем те сахал мар.

«ПроГорода» вырнаҫтарма панӑ видео авторӗ Хевеш пасарӗнче кӗрпе таврашне хӗвӗшсех туянассине виҫҫӗмӗш кун сӑнать. Хӑшӗ-пӗри тавара михӗпех илет.

Коронавирус сарӑлса пынӑҫемӗн халӑх апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме пуҫланӑ. Кунашкал лару-тӑрӑва пасарсенче кӑна мар, апат-ҫимӗҫ сутакан лавккисенче те кураҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех