Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: «Суворов ҫинчен» кӗнеке пирки

Автор: Василий Чураков

Ҫӑлкуҫ: Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 4 с.

Хушнӑ: 2020.03.14 20:49

Пуплевӗш: 18; Сӑмах: 172

Текст тӗсӗ: Статья

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Эсир паллах, ку кӗнекере мӗн ҫинчен ҫырнине чухларӑр ӗнтӗ. Вырӑс салтакӗсен паттӑрлӑхӗ, ҫапӑҫусемпе походсем, вырӑссен чаплӑ полководецӗ Александр Васильевич Суворов ҫинчен.

Пурте тӗрӗс. Пурте ҫапла. Анчах кӗнекере ҫаксем ҫинчен кӑна ҫырман.

— Тата мӗн ҫинчен? — ыйтӑр эсир. Вуласа тухӑр — пӗлетӗр.

«Суворов тата вырӑс салтакӗсем» кӗнекен авторне Сергей Петрович Алексеева сирӗнтен нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ. Тӑваттӑмӗш класра вӗренекенсем Сергей Петрович хӑйӗн юлташӗпе Владимир Геннадьевич Карцев ученӑй-историкпа пӗрле ҫырнӑ «СССР историйӗ» кӗнеке тӑрӑх тӑван историе вӗренеҫҫӗ. Кӑшт аслӑрах ачасем вара унӑн кӗнеки тӑрӑх пӗлтӗр е виҫӗм ҫул вӗреннӗ.

Тен, сиртен нумайӑшӗ Сергей Алексеевӑн ытти кӗнекисене вуланӑ пулӗ? Ун пек кӗнекесем темиҫе. Вӗсем хушшинче — «Небывалое бывает», «История крепостного мальчика», «Сын великана», «Орел — село» повеҫсем, «Упрямая льдина» калавсен пуххи.

Нумаях пулмасть-ха Сергей Алексеев украинӑ поэчӗ Богдан Чалыйпа пӗрле «Самолет вылетает из Мирного» кӗнеке ҫырса пӗтернӗ. Эсир паттӑрлӑхпа геройсем ҫинчен калакан кӗнекесене вулама юрататӑр вӗт? Ку шӑпах ҫавӑн пек кӗнеке. Унта совет летчикӗсен хӑюлӑхӗ, тупмалли юмах пек туйӑнакан инҫетри Антарктидӑ ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ.

Сире, тен, ҫак кӗнекен авторӗ Сергей Алексеев малтан летчик пулни, унтан писателе тухни ҫинчен пӗлме те интереслӗ пулӗ?

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех