Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламлани (2020)

Автор: Олег Николаев

Ҫӑлкуҫ: http://www.cap.ru/news/2020/03/06/vrio-g ... ravlyaet-s

Хушнӑ: 2020.03.08 10:23

Пуплевӗш: 13; Сӑмах: 117

Текст тӗсӗ: Салам сӑмахӗсем

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Хаклӑ хӗрарӑмсем!

Сире Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп!

Ҫуркуннехи ҫак уяв этемлӗхӗн илӗртӳллӗ ҫурри ҫине ытарайми пӑхса хавхаланмалли сӑлтав пулса тӑрать.

Ҫутҫанталӑк сире илем, пысӑк ӑс-хакӑл пернеленӗ. Эсир ырӑлӑхпа тимлӗхе сӑнарлатӑр, тӗнчене ачашлӑхпа, юратупа пуянлататӑр.

Эпир хамӑрӑн республикӑри хӗрарӑмсемпе тивӗҫлипе мӑнаҫланатпӑр.

Эсир ӗҫре те, килте те хӑвӑрӑн пултарулӑхӑра туллин ҫирӗплететӗр: профессире, пултарулӑх, общество ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем тӑватӑр, кил хуҫалӑхри пысӑк тиеве хӑвӑр ҫине илетӗр, ачасене воспитани паратӑр, ҫемье вучахне упратӑр.

Паян вӑрҫӑ ҫулӗсенчи ӑру хӗрарӗмӗсене уйрӑммӑн тав тӑвас килет. Вӗсем арҫынсемпе пӗрле Ҫӗнтерӗве туптанӑ, фронтра хӑйсене хӗрхенмесӗр ҫапӑҫнӑ, тылра ӗҫленӗ.

Сире сывлӑх, ырлӑх, уяв чухнехи ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл, чи ҫутӑ ӗмӗтсене пурнӑҫлама сунатӑп.

Эпир cире юрататпӑр. Телейлӗ пулӑр!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаев.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех