Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Антарктидӑра ҫӗнӗ утрав асӑрханӑ

Автор: Кавӗрле Ҫтаппанӗ

Ҫӑлкуҫ: https://chuvash.org/news/24569.html

Хушнӑ: 2020.03.06 09:37

Пуплевӗш: 11; Сӑмах: 197

Текст тӗсӗ: Хыпар

Вырӑсла Тема: Ҫутҫанталӑк

Полярти тӗпчевҫӗсем Thwaites Offshore Research (THOR) проекта хутшӑнакан полюс таврашне тӗпчекенсем статья пичетлесе кӑларнӑ, унта вӗсем тӗнчери ҫанталӑк ӑшӑнса пынине пула Антарктида ирӗлсех пынине кӑтартса панӑ.

Температура ӳсни пӑр сийне пӗтерет, ҫапла май нумаях пулмасть ӑсчахсем унччен пӑр айӗнче пытаннӑ ҫӗнӗ утрава тупса палӑртнӑ.

Тӗпчевҫӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ООН пӗлтернӗ юлашки кӑтартусемпе килӗшӳллӗн пирӗн планетӑн ӑшӑ виҫи, 2011-2015 ҫултисемпе танлаштарсан 0,2° С таран хӑпарнӑ. Ҫӗр чӑмӑрӗн паян кунхи пӑрланнӑ лаптӑкне 40 ҫул каяллахи кӑтартӑвӗсемпе танлаштарсан тинӗсри пӑр йышӗ кашни вунӑ ҫул хушшинче 12% чакать.

Пӑр ирӗлӗвӗн хӑвӑртлӑхӗ уйрӑмах 2015-2019 ҫулсенчи сӑнавсенче палӑрать, ҫавна май тӗнче ҫанталӑкӗ ӑшансах пыни пирки ним иккӗленӳсӗр калама май пур.

Юлашки анлӑ тӗпчев вӑхӑтӗнче Хӗвеланӑҫ Антарктидӑри ледник Туэйтс пӑрлӑхне тӗпченӗ, паянхи куна илес пулсан вӑл арканма пултаракансен йышне кӗрет. Хӑйӗн пысӑк калӑпӑшне пула вӑл тӗнче океанне хӑрушлӑх кӑтартса тӑрать.

«Территорине тӗпченӗ май эпир халиччен пӗлмен утрава асӑрхарӑмӑр, унӑн виҫи 634 000 тӑваткал фут (58,9 пин тв.м.) шутланать. Ку виҫе вара Аслӑ Британири Виндзор замокӗпе пер тан», — пӗлтереҫҫӗ полярниксем.

Ҫӗнӗ утрава Сиф ята панӑ, нумаях пулмасть унта пӗрремӗш хут ӑсчахсем те пулса курнӑ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл гранитран тӑракан утрав, майӗпен пӑр сийӗнчен тасалса пыать. Ӑсчахсем хӑйсене утрава чи малтан уҫакансен йышне кӗртмеҫҫӗ, шӳтлесе ҫапла клаҫҫӗ: «эпир унта ҫитичченех тип ҫӗр ҫинче тюленсене асӑрхарӑмӑр».

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех