Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ҫӗпрелӗнче халӗ ҫӗлен урине хуҫмасть

Автор: Сувар

Ҫӑлкуҫ: http://suvargazeta.ru/index.php/news/pir ... ne-hucmast

Хушнӑ: 2020.02.12 00:37

Пуплевӗш: 22; Сӑмах: 242

Текст тӗсӗ: Хыпар

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫӗпрел район центрӗн, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗн, варринчи ӗмӗрхи тип ҫырма нумай ҫул ҫын куҫӗ валли марччӗ. Хӑнасен умӗнче самай пите хӗретнӗ вӑл. Анма мар, ун енне пӑхма та хӑрушӑччӗ. Чӑваш калашле, ҫӗлен урине хуҫатчӗ. Пӗлтӗр тӗлӗнмелли пулса иртрӗ. Ӑна район тасатса тирпейлерӗ кӑна мар, ҫырма тӗпне нихҫан пулман амфитеатр туса…

Ҫӗпрел район центрӗн, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗн, варринчи ӗмӗрхи тип ҫырма нумай ҫул ҫын куҫӗ валли марччӗ. Хӑнасен умӗнче самай пите хӗретнӗ вӑл. Анма мар, ун енне пӑхма та хӑрушӑччӗ. Чӑваш калашле, ҫӗлен урине хуҫатчӗ. Пӗлтӗр тӗлӗнмелли пулса иртрӗ. Ӑна район тасатса тирпейлерӗ кӑна мар, ҫырма тӗпне нихҫан пулман амфитеатр туса лартрӗ. Район халӑхӗ ҫӑвӗпех кашни канмалли кун районти ялсен артисчӗсен концертне, кино курса савӑнчӗ унта. Кунпа кӑна вӗҫленмест-ха тип ҫырма историйӗ. Ӑна хӑтлӑх кӗртмелли ӗҫсен программи пилӗк ҫулах (!) тӑсӑлать. Малашнехи планра: ҫуран ҫӳремелли аллея, вӗрен-ҫулсем, чечек лартмалли вырӑнсем, кану зони тата ача-пӑча площадки тӑвасси, территорие ҫутӑдиодлӑ светильниксемпе ҫутатасси.

Йӗркелӳҫӗсем плана палӑртнӑ пулин те, ку тӗлӗшпе халӑхпа та канашласа пӑхма шутланӑ. Ҫак кунсенче Ҫӗпрел Ӗҫтӑвком ертӳҫи Марат Гафаров вырӑнти халӑхпа тӗл пулса вӗсен шухӑшӗсене ыйтнӑ.

Район центрӗн халӑхне, тип ҫырма шӑпи питӗ интерслентерет иккен. Ҫамрӑксене, тӗслӗхрен, унта велосипдепа, роликпа ярӑнма ятарлӑ йӑрӑмсем, улӑхмалли ту, спорт площадки, ҫулла туй туса пӗрлешекенсем ҫырӑнмашкӑн ятарлӑ вырӑн, хӗлле каток, тир кирлӗ. Ҫулланнисене вара унта чӑрмавсӑр анса хӑпарма меллӗ пулни те ҫителӗклӗ, территорин геологи даннӑйӗсене кӑна шутран ан кӑларччӑр. Район хаҫачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗпрелсен сӗнӗвӗсене пурне те тимлӗн итленӗ, проекта пурнӑҫа кӗртнӗ чух вӗсене архитекторсем шута илме шантарнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех