Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Л. Н. Толстойӑн «Казаксем» повеҫӗ

Автор: Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни

Ҫӑлкуҫ: Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 2 с.

Хушнӑ: 2019.12.19 12:32

Пуплевӗш: 22; Сӑмах: 289

Текст тӗсӗ: Статья

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Лев Николаевич Толстой (1828–1910) «Казаксем» повеҫне вунӑ ҫул ытла ҫырнӑ. Вӑл ӑна Кавказра, артиллери бригадин офицерӗ пулнӑ чухне, 1852 ҫулта ҫырма пуҫланӑ та 1862 ҫулта ҫырса пӗтернӗ. Ҫак повеҫре аслӑ писателӗн Кавказра ҫуралнӑ шухӑш-кӑмӑлӗсем палӑрса тӑраҫҫӗ.

«Казаксем» повеҫне ҫырнӑ хушӑра Толстой пурнӑҫӗнче мӗн кӑна пулса иртмен пулӗ. Турципе вӑрҫӑ вӑрҫнӑ ҫӗре те хутшӑнма тивнӗ ӑна, 1854–1855-мӗш ҫулсенче Севастополе те хӳтӗленӗ вӑл, вырӑссен малта пыракан журналӗсенче те ӗҫленӗ, Ясная Полянӑри шкулта хресчен ачисене те вӗрентнӗ… Ҫав ҫулсенчех Толстой «Ача чухнехи, ҫамрӑклӑх тата яш ӗмӗр», «Севастополь калавӗсем», «Люцерн» ятлӑ повесть тата ытти чаплӑ произведенисем те ҫырнӑ.

«Казаксене» писатель нумай вӑхӑтлӑха чарӑна-чарӑна ҫырнӑ. Повеҫӗн тӗп шухӑшне, повӗҫри ҫынсен ячӗсене тата вӗсен характерӗсене пӗр хут кӑна мар улӑштарнӑ. Малтан вӑл казак хӗрӗ Марьяна ҫинчен поэма ҫырма шутланӑ. Анчах романтикӑллӑ тенӗ поэмӑран часах ак реализмла повесть пулса тӑнӑ.

«Казаксенче» Толстой пуҫ пулса тӑракан классен пӗтӗм пурнӑҫне тата моральне сивлесе хаяррӑн критиклет. Ҫав вӑхӑтрах вӑл халӑх ывӑлӗ-хӗрӗсене пӗтӗм чунтан ырлать.

Повеҫри геройсем — Ҫурҫӗр Кавказа пурӑнма куҫса пынӑ вырӑс ҫыннисем — ирӗклӗ пурнӑҫа юратакан маттур казаксем. Чипер хӗр Марьяна, хӑюллӑ казак Лукашка, ватӑ сунарҫӑ Ерошка образӗсене Толстой асран кайми сӑрсемпе сӑнласа кӑтартса парать. Вӗсем ӳт-пӳ енчен те, чунӗсемпе те, шухӑш-кӑмӑлӗсемпе те питӗ ҫирӗп ҫынсем. Хӑйсен этемлӗхӗпе вӗсем тӗрлӗ улпутсемпе господасенчен питех те ҫӳлти пусӑмра тӑраҫҫӗ.

Повеҫӗн драмӑлла конфликчӗ ҫамрӑк аристократ Дмитрий Оленин, халӑх хушшинчен тухнӑ ҫынсемпе тӗл пулса, вӗсемпе мӗнле паллашни урлӑ пулса пырать. Оленин хӑйӗн тӑван-йышне пӑрахса, казак станцинче ахаль пурнӑҫпа, ҫутҫанталӑк законӗсене ҫеҫ пӑхӑнса пурӑнма тапӑҫса пӑхни ӑнӑҫсӑр пулнине Толстой ҫав тери лайӑх уҫса кӑтартать. Оленин образне пысӑк ӑсталӑхпа тунӑ. Ку енчен ӑна ҫав хӑйне ҫывӑх тӑракӑн образпа, Пушкинӑн Алекипе, ҫумӑн тӑратма пулать.

«Казаксем» повесть Толстойӑн чи поэзиллӗ, чи ҫепӗҫ произведенийӗсенчен пӗри шутланать. Ҫак повеҫре, Гребень казакӗсен тулли пурнӑҫӗсӗр пуҫне, Кавказ ҫӗршывӗн тӗлӗнмелле илемлӗ ӳкерчӗкӗсене суйласа кӑтартса панӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех