Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Манӑн халал

Пай: Асаплӑ вилӗм умӗнхи сӑмах –> V сыпӑк

Автор: Леонид Агаков

Ҫӑлкуҫ: Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Хушнӑ: 2019.08.10 22:11

Пуплевӗш: 49; Сӑмах: 519

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Манӑн библиотекӑсӑр пуҫне урӑх нимӗн те пулман. Ӑна гестаповецсем пӗтернӗ. Эпӗ литературӑпа критикӑллӑ тата политикӑллӑ статьясем, репортерла тата литературӑллӑ очерксем, театр рецензийӗсем нумай ҫырнӑ. Вӗсенчен нумайӑшӗ пӗр кун пурӑннӑ та ҫав кунпа пӗрлех вилнӗ. Вӗсене тивмӗпӗр. Анчах хӑшӗ-пӗрисем паян кун та хӑйсен хакне ҫухатман-ха. Эпӗ вӗсене Густина йӗркене кӗртӗ, тесе шаннӑччӗ. Халь кун ҫине шанчӑк сахал. Ҫавӑнпа та хамӑн шанчӑклӑ тусӑма Ладу Штоллӑна манӑн материалсенчен пилӗк кӗнеке тума ыйтатӑп:

1. Политикӑллӑ статьясемпе полемика.

2. Тӑван ҫӗршыв ҫинчен ҫырнӑ очерксем.

3. Совет Союзӗ ҫинчен ҫырнӑ очерксем.

4 тата 5. Литературӑпа театр ҫинчен ҫырнӑ статьясемпе наброскӑсем.

Вӗсенчен нумайӑшӗсем «Творба» тата «Руде правора», хӑшӗсем «Кменьре», «Променьре», «Пролеткультра», «Добра», «Социалистра», «Авангардра» тата ыттисенче пичетленнӗ.

Гиргал издатель патӗнче (ӑна эпӗ вӑл оккупаци вӑхӑтӗнче манӑн «Божена Немцевӑна» ним хӑрамасӑр пичетлесе кӑларнӑшӑн юрататӑп) эпӗ Юлий Зейер ҫинчен ҫырнӑ алҫырӑвӗсем пур. Сабин тата Ян Неруда ҫинчен ҫырнисен пӗр пайне таҫта Елинексем, Высушилсем тата Суханексем пурӑннӑ ҫуртра пытарнӑ. Ку юлташсенчен нумайӑшне вӗлернӗ ӗнтӗ.

Эпӗ хамӑрӑн ӑру ҫинчен роман ҫырма пуҫланӑччӗ. Икӗ сыпӑкӗ манӑн аттесем патӗнче упранаҫҫӗ, ыттисем ҫухалнӑ пулмалла. Темиҫе калав алҫырӑвӗсене эпӗ гестапо хучӗсем хушшинче асӑрхарӑм.

Литературӑн пулас историкне Ян Нерудана юратма халалатӑп. Вӑл пирӗн калама та ҫук чаплӑ поэт. Вӑл нумай малалла пӑхать. Ӑна кирлӗ пек ӑнланса тата тивӗҫлипе хак парса ҫырнӑ пӗр критикӑллӑ тӗпчев те пулман-ха. Ун ҫине Мала Страна идиллине юратакан ҫын текен ярлык ҫыпӑҫтарса хунӑ та, вӑл ҫав кивӗлле пурӑнакан «идиллиллӗ» Мала Странашӑн «шарлатан» пулнине, вӑл Смихов хӗрринче, рабочисем пурӑнакан центрта ҫуралнине, хӑйӗн «Масар ҫинчи чечексене» ҫырма вӑл Мала Страна масарӗ ҫине Рингхоферовка урлӑ ҫӳренине курман. Анчах та ҫакна пӗлмесӗр Неруда «Масар ҫинчи чечексенчен» пуҫласа «1890 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗ» патне мӗнле ҫитнине ӑнланма ҫук.

Пур критиксем те, вӗсем хушшинче пит нумай пӗлекен Шальда та, Неруда журналист ӗҫӗпе ӗҫлени унӑн поэзиллӗ творчествишӗн чӑрмав пулса тӑрать, тесе шутлаҫҫӗ. Пӗртте тӗрӗс мар! Неруда журналист пулнӑ вӑхӑтрах «Балладӑсемпе романссем» е «Эрнекунсенчи юрӑсем» тата «Ахаль кӗвӗсем» ятлӑ сӑвӑсен пысӑк пайӗ пек ҫав тери паха япаласем ҫырма пултарнӑ. Журналистика ҫынна ывӑнтарать, тепӗр чух ҫынна сапалантарать пулӗ, анчах та вӑл автора вулаканпа ҫывхартать тата унӑн поэзиллӗ творчествине пулӑшать. Куна пуринчен ытла Неруда пек пит те лайӑх журналист ҫинчен калама пулать. Неруда пӗр кун пурӑнакан хаҫатпа ӗҫлемен пулсан, нумай кӗнекесемпе сӑвӑсем ҫырнӑ пулӗччӗ, анчах ҫӗршер ҫулсем хушши пурӑнмалли пӗр кӗнеке те ҫырман пулӗччӗ, — унӑн хальхи кӗнекисем шӑпах ҫавӑн пек, вӗсем ҫӗршер ҫул пурӑнӗҫ.

Тен, кам та пулин эпӗ Сайин ҫинчен ҫырма пуҫланисене ҫырса пӗтерӗ? Вӑл ӑна тивӗҫлӗ!

Эпӗ хамӑн пӗтем ӗҫӗмпе хамӑн атте-аннене, вӗсем мана юратнӑшӑн тата ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, ватлӑхра лайӑх пурӑнмалла тӑвасшӑнччӗ. Эпӗ вӗсемпе пӗрле пулманни ҫав тери чӗрене ыраттарать! Ӗҫлекенни вилет, анчах унӑн ӗҫӗ юлать. Хӑйсен таврашӗнчи ӑшӑра тата ҫутӑра эпӗ яланах вӗсемпе пӗрле пулӑп. Хамӑн йӑмӑксене, Любӑпа Верӑна, аттепе аннене ҫемьери ҫухату ҫинчен манмашкӑн пулӑшма ыйтатӑп. Вӗсем Петчек дворецӗнче пирӗнпе курнӑҫнӑ чух ҫителӗклех макӑрчӗҫ. Анчах вӗсенче савӑнӑҫ та пур, ҫавӑншӑн юрататӑп эп вӗсене, ҫавӑншӑн вӗсене ыттисем те юратаҫҫӗ. Вӗсем савӑнӑҫ акакансем пулнӑ, малашне те яланах ҫавӑн пек пулса юлччӑр. Ҫак юлашки ҫапӑҫӑва пурӑнса ирттернӗ юлташсен тата пирӗн хыҫҫӑн килекенсен аллисене хыттӑн чӑмӑртатӑп. Хамшӑн тата Густинӑшӑн. Эпир хамӑрӑн тивӗҫе тултартӑмӑр.

Каллех тепӗр хут калатӑп — эпир савӑнӑҫшӑн пурӑннӑ, савӑнӑҫшӑн ҫапӑҫӑва кӗнӗ, уншӑнах вилетпӗр. Ҫавӑнпа та нихҫан та пирӗн ятсемпе хурлӑх ҫыхӑнса ан тӑтӑр. 1943 ҫулхи майӑн 19-мӗшӗ.

Ю. Ф.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех