Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чечнене тата тепӗр Чӑваш Ен шантарӗсен ушкӑнне янӑ

Автор: Ирӗклӗ сӑмах

Ҫӑлкуҫ: Ирӗклӗ сӑмах

Хушнӑ: 2019.08.08 15:44

Пуплевӗш: 7; Сӑмах: 84

Текст тӗсӗ: Хыпар

Вырӑсла Тема: Ҫар

Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чечнене черетлӗ чӑваш шантарӗсен (полици ҫыннисен) ушкӑнӗ ҫул тытнӑ.

Чӑваш Ен ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ушкӑнра офицерсем те, чинсӑррисем (рядовойсем) те пур. Вӗсен хушшинче хальччен ҫурҫӗр Кавказра та пулса курнисем те пур иккен. Кунсӑр пуҫне, Чечнене ҫар йыттисем те кайрӗҫ, вӗсене ятарласа наркотикпа ҫурӑлакан япаласене шырама вӗрентнӗ.

Ҫула тухас умӗн шантарсене ШӖМ профессионаллӑ хатӗрленӳ центрӗн плацӗ ҫинче пухнӑ. Андрей Тимофеев пинпӳ (полковник) «хӗсметре тӑнӑ чух пирӗн ӗҫтешсем пирки Чечне ертӳлӗхӗнчен пӗр начар сӑмах та илтмен» тесе палӑртнӑ.

Шантарсем Чечнере ҫур ҫул пулӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех